Фаерман Михаил
Михаил Иосифович Фаерман (акăл. Mikhail Faerman; ҫур. 1955 ҫулхи акан 29-мӗшӗ, Бельцы) — совет саманин тата Бельги пианисчӗ, музыка педагогӗ. Елизавета королева ячӗллӗ тӗнчери конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи (1975).
Пурнӑҫӗ
Михаил Фаерман Бельцы хулинче (Молдави ССР-ӗ) ҫуралнӑ. Музыкӑпа виҫӗ ҫултанпа аппаланма пуҫланӑ.
1962 ҫулта Мускав консерваторийӗ ҫумӗнчи Тӗп музыка шкулне вӗренме кӗнӗ, Евгения Ярмоненко класӗнче ӑс пухнӑ. Шкула 1972 ҫулта пӗтернӗ.
1972–1977 ҫулсенче — П. И. Чайковский ячӗллӗ Мускав патшалӑх консерваторийӗн студенчӗ (СССР халӑх артисчӗн, Яков Флиер профессорӑн класӗ) пулнӑ.
Пултарулӑхӗ
1975 ҫулта, консерваторире вӗреннӗ чухнех, Михаил Фаерман тӗнчери чи сумлӑ музыка ӑмӑртӑвӗсенчен пӗринче — Брюссельти Елизавета королева ячӗллӗ тӗнче шайенчи конкурсра пӗрремӗш премие тивӗҫнӗ[1].
1978 ҫулта СССР-тан эмиграцие тухнӑ, Бельгире тӗпленнӗ.
Вӗрентӳ ӗҫӗ
1979 ҫултанпа Монс хулинчи Патша консерваторийӗнче вӗрентнӗ. Льеж, Люксембург тата Париж консерваторийӗсенчи экзамен комиссийӗсемпе тӗнчери конкурс жюрисене ӑна час-часах чӗннӗ.
1997 ҫултанпа — Брюссельти патша консерваторийӗн фортепиано профессорӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ Mikhail Faerman (англ.). Queen Elisabeth Competition. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
- ^ Biography (англ.). Mikhail Faerman Official Site. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.