Федотов Константин Олегович

Федотов Константин Олегович (ҫур. 1996 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ, Тăрăм, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) — Раҫҫей опера юрӑҫи, бас. Ҫӗнӗ Опера театрӗн солисчӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Константин Федотов 1996 ҫулта Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи Тӑрӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Агриппина Иванова класӗнче пӗлӳ илнӗ[1].

2021 ҫулта В. С. Попов ячӗллӗ Хор ӳнерӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Светлана Нестеренко профессорӑн тата Екатерина Лёхинӑн класӗнче пӗлӳ илнӗ[2]. 2023 ҫулта ҫавӑнтах ассистентура-стажировкӑна пӗтернӗ[3].

Ильдар Абдразаковпа Семён Снигинӑн ӑсталӑх классӗсене хутшӑннӑ[1].

Хор ӳнерӗн академийӗнче ассистент-стажёр пулнӑ. Галина Вишневская ячӗллӗ Опера юрламалли центрта Алексей Тихомиров класӗнче вӗреннӗ[2].

Пултарулӑх ӗҫӗ

Федотов Александр Сладковский дирижёрпа пӗрле Ильдар Абдразаковӑн III Тӗнчери музыка фестивалӗн «Итали музыкин каҫӗ» концертне хутшӑннӑ[2].

2022 ҫултанпа — Ҫӗнӗ Опера театр солисчӗ[2].

Ҫавӑн пекех Удмурт Республикин П. И. Чайковский ячӗллӗ Патшалӑх оперӑпа балет театрне чӗннӗ солист шутланать.

2023 ҫулта «Россия-К» каналти «Аслӑ опера» проектӑн VII сезонне хутшӑннӑ[1].

Константин Чудовский, Денис Власенко, Николай Азаров, Александр Сладковский, Милтос Логиадис, Алексей Петров, Дмитрий Корчак, Даниэле Скуэо, Арсентий Ткаченко, Сергей Скрипка, Андрей Лебедев, Валентин Урюпин, Александр Самоилэ, Евгений Самойлов, Карен Дургарян, Павел Смелков тата ытти дирижёрпа ӗҫленӗ[3].

Театр ӗҫӗсем

Парти Постановка
Бенуа «Богема», Джакомо Пуччини
Гремин «Евгений Онегин», Петр Чайковский
Бонза «Мадам Баттерфляй» Джакомо Пуччини
Малюта Скуратов «Царская невеста», Николай Римский-Корсаков
Хан Кончак «Князь Игорь», Александр Бородин
Отец Лоренцо «Ромео и Джульетта», Шарль Гуно
Йорг «Стиффелио», Джузеппе Верди
Эскамильо, Цунига «Кармен», Жорж Бизе
Дон Эстобан «Карлик», Александр фон Цемлинский
Феррандо «Трубадур», Джузеппе Верди
Мефистофель «Фауст», Шарль Гуно
Бурдон «Почтальон из Лонжюмо», Адольф Адан
Король «Золушка», Жюль Массне, концерт юрлани
Тиресий «Царь Эдип», Игорь Стравинский, концерт юрлани
Русский воин «Жизнь за царя», Михаил Глинка, концерт юрлани
Эдвард Теллер «Доктор Атом», Джон Адамс, концерт юрлани
Рамфис «Аида», Джузеппе Верди, концерт юрлани
Граф Максимилиан фон Моор «Разбойники», Джузеппе Верди, концерт юрлани
Партия баса Missa in tempore belli, Йозеф Гайдн («Шёнберг, Онеггер, Гайдн» концерт)
Бас «Свадебка», Игорь Стравинский[2]

Хисепӗсем

  • 2019 ҫул — Мускавра Тӗнчери студент вокалистсен Лидия Абрамова ячӗллӗ Bella voce конкурсӗн I преми лауреачӗ.
  • 2019 ҫул — Мускавра «Вырӑс басӗ» Тӗнчери вокал ӳнерӗн фестиваль-конкурсӗн III преми лауреачӗ. Ильдар Абдразаковӑн ятарлӑ парни[2].
  • 2020 ҫул — В. С. Попов премийӗн лауреачӗ.
  • 2021 ҫул — Галина Вишневскаян Тӗнчери опера артисчӗсен конкурсӗн финалисчӗ.
  • 2022 ҫул — Ханты-Мансийскра IV Пӗтӗм Раҫҫейри музыка конкурсӗн «Соло юрлани» номинацире I преми лауреачӗ[1].
  • 2023 ҫул — П. И. Чайковский ячӗллӗ XVII Тӗнчери конкурс финалисчӗ[3].
  • 2024 ҫул — М. И. Глинка ячӗллӗ XXVII Тӗнчери вокалистсен конкурсӗн II преми лауреачӗ.
  • 2024 ҫул — Елена Образцова ячӗллӗ XV Тӗнчери ҫамрӑк опера юрӑҫисен конкурсӗн II преми лауреачӗ[4]. Венгри патшалӑх опера театрӗн арт-директорӗн Томаш Баторӑн «2025—2026 ҫулсенчи сезонра Венгрире спектакльпе концерта хутшӑнни» ятарлӑ призӗ[5]. Елена Образцова Фондӗнчен композитор ҫуралнӑранпа 185 ҫул ҫитнине халалланӑ «Мусоргскин хайлавӗсене чи лайӑх юрланӑшӑн» преми[4].

Ҫемйи

  • Ашшӗ — Олег Иванович Федотов.
  • Амӑшӗ — Елена Евстафьевна Федотова.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Премьера! "Большая опера" – 2023 (выр.). smotrim.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Константин Федотов, Московский театр Новая Опера им. Е.В. Колобова(паллӑ мар). novayaopera.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3 Константин Федотов | Самарская государственная филармония. filarm.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Пятнадцатый… Юбилейный… Образцовский… belcanto.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Гран-при XV конкурса Елены Образцовой завоевал российский тенор Илья Легатов. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 14-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем