Фейзханов Хусейн
Фейзханов Хусейн 1828 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Кăрмăш вулăсĕн Сафаджай (Сабачай)[1] ялĕнче (вырăс. Собачий Остров) çуралнă (хальхи Чулхула хутлăхĕ, Пильна районĕ, Красная-Горка ялĕ.). 1866 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ
Тăван ялĕнче вĕреннĕ. Каярах Хусана пурăнма куçсан аслă мăсăльман пĕлĕвне Шигабудтин Марджани тутар тĕпчевçи патĕнче ăса илнĕ, М. А. Казамбекпа И. Н. Березин ăслăлăхçăсем патĕнче çыруçăра тăрăшнă. Тутар чĕлхисĕр пуçне арапла, персла, турккăлла, вырăсла лайăх пĕлнĕ. Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕнче тĕпчевçĕ "Пăлхар вил тăпри çинчи виçĕ çыру палăкĕ" ĕçĕпе палăрса юлнă. Унта вăл Атăлçи Пăлхар эпитафийĕсене чăваш чĕлхи пулăшнипе çеç вуласа ăнланма май пуррине пуринчен те малтан тавçăрса илнĕ. Жан-Франсуа Шампольон Розетта чулне тĕпченипе танлаштарма пулать вăл ку тĕлĕшпе тунă ĕçе.[2]
Ӗçĕсем
Ӑнлантарусем
- ^ Версии о появлении Сафаджая как селения
- ^ Розеттский камень. 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 6-мӗшӗнче архивланӑ.