Кун-çулĕ
1872 çулта Шĕнерпуçĕнчи икĕ сыпăклă училищĕре хатĕрленӳ класĕнче ачасене ăс панă. Унтан 1875 çулчен Элĕкри икĕ сыпăклă училищĕре вăй хунă, псалом вулавçи пулнă. Тĕрлемес ялĕнчи шкулта тата чиркӳре диакон вырăнĕнче тăрăшнă.
В.К. Магницкий 1891 çулта çырнă тăрăх, Г. Филиппов чăваш юррисене пухса вĕсене вырăсла куçарнă тата тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленĕ.
Хальлĕхе Г. Филипповăн пĕр сăвви кăна паллă: "Чухăн çын пурнăçĕ — хирти мулкач пурнăçĕ" ятлăскер.
Вуламалли
- Виталий Родионов, "Чăваш литератури. XVIII -XIX ĕмĕрсем", Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1463-9.
- Юмарт Г.Ф. Григорий Филиппов. — Ялав, 1986, 8№
Ӑнлантарусем
Каçăсем
| Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |