Фомченко, Сергей Владимирович

Серге́й Влади́мирович Фо́мченко (1999 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗ, Туппай Сĕмĕл, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен2022 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ, Донецк Халӑх Республики[d]) — сержант, отделени командирĕ. Паттăрлăх орденĕпе чысланă[1].

Биография

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче 1999-мĕш çулта çут тĕнчене Чăваш Республикинче вырнаçнă Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Туппай Сĕмĕл ялĕнче килнĕ. 2017-мĕш çулта Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Октябрьски вăтам шкулĕ» вĕренет, унтан И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленсе тăракан университета юридический факультета вĕренме кĕрет.

2018-мĕш çулта Раççей Федерацийĕн çар ретне тăнă. Çар ретне 60-мӗш уйрӑм мотострелок Хӗрлӗ Ялавлӑ бригадинче (Приморье тăрăхĕнче) ирттернĕ. Вĕçленнĕ хыççан 288-мĕш артиллериллĕ бригадăпа контракт çирĕплетнĕ. Чулхула облаҫӗнче взвод командирӗн ҫумӗ — артиллери разведкин, ҫӗр ҫинчи тӗллевсен артиллери разведкин уйрӑмӗн командирӗ вырӑнӗнче хӗсметре тӑнӑ.

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче 2022-мĕш çулта Донецк халăх республикинче çар ĕçне пурнăçланă тапхăрта вилнĕ.

Çар наградисем

  • Паттăрлăх орденĕ[1].

Примечания