Фоссилисем


Фоссилисем (лат. fossilis — шыраса чавса кӑларнӑ япала, палеонтологире чулланчӑк) — организмсен шыраса чавса тупнӑ сыхланса юлнӑ пайӗсем е вӗсен унчченхи геологи тапхӑрӗсенче пурӑннин йӗрӗсем.

Фоссилисем хӑйсем пулса тухнӑ тапхӑрсен организмӗсем ҫинчен хаклӑ пӗлӳ параҫҫӗ. Вӗсене юри чавса тупма пулать е вӗсем ҫӗр ҫийеннӗ май ҫиеле тухаҫҫӗ. Вӗсем хӑҫҫан пулса тухнине е хытса чулланса ларнин вӑхӑтне пӗлме тӗпчев меслечӗсем пур.

Сӑнласа пани

Фоссилисем ытларах чухне юлашкисемпе (ҫын юлашкисемпе пӑтраштармалла мар) е тӑпрара, чулсенче, хытнӑ сӑмаласенче сыхланса юлнӑ чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен йӗрӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Час-часах ҫапла майпа чӗрчун ӳчӗн хытӑ пайӗсем — рак хуранӗсем, шӑлсем, шӑмӑсем ҫеҫ сыхланса юлаҫҫӗ, вӗсем час-часах минераллӑ япалапа хутшӑнаҫҫӗ. Ҫемҫе тӗртӗмсем вара сирӗлеҫҫӗ, ҫапах та вӗсем таврари материалпа (формӑна е хими йышне улӑштарни) ҫыхӑнса ӗҫленин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх чулланнӑ организмӑн ҫемҫе тӗртӗмӗсем пирки хӑш чухне калама пулать. Фоссилисен шутне ҫавӑн пекех саккунсервланӑ йӗрсене те кӗртеҫҫӗ, тӗслӗхрен, организмӑн ҫемҫе хӑйӑр, тӑм е пылчӑк ҫинчи урисене.

Фоссилисем айӗнче хальхи мар кирек мӗнле организмсен юлашкийӗсене е чӗрӗ организмсен йӗрӗсене ӑнланма пултараҫҫӗ, анчах та час-часах ҫак терминпа фоссилизаци процесӗ витӗр тухнӑ юлашкисемпе йӗрсене ҫеҫ палӑртма ансӑртарах усӑ кураҫҫӗ. Кунашкал юлашкисемпе йӗрсене те чулланни теҫҫӗ.

Вуламалли

  • Ефремов И. А., Тафономия и геологическая летопись, кн. 1, М.—Л., 1950 (Труды Палеонтологического института АН СССР, т. 24);
  • Криштофович А. Н., Палеоботаника, 4 изд., Л., 1957;
  • Палеонтология беспозвоночных, М., 1962;
  • Abel О., Vorzeitliche Lebensspuren, Jena, 1935.

Каҫӑсем

Категорисем