Фриске Маррен

Фриске Маррен (фриз. De Fryske Marren, гол. De Friese Meren) — Нидерландӑн ҫурҫӗр енчен вырнаҫнӑ Фрисланди провинцин общини. Ӑна 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче йӗркеленӗ, ун йышне малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд, Скарстерлан тата Боанстерхим общинӑн темиҫе пайӗ кӗнӗ, тӑваттӑшне те ҫав кунах пӑрахӑҫланӑ[1][2]. Общинӑра 51 590 ҫын (2017 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне) пурӑнать, пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 549,06 км² танлашать.

Этимологи

Общинӑна йӗркелесси пирки калакан саккунта ун валли чи малтан Фризе Мерен (гол. De Friese Meren) ята палӑртнӑ пулнӑ[2]. Ку вӑл малтанхи Гастерлан-Слеат, Лемстерланд тата Скарстерлан общинӑсем хатӗрленӗ концепципе килӗшӳллӗн общинӑна сӗннӗ ят пулнӑ. Нидерланд чӗлхипе ку ят «Фриз кӳллисем» тенине пӗлтернӗ[3], ҫапла май ятра ку районти кӳлӗсене палӑртса хӑварас тенӗ. Саккун тӑрӑх Нидерландри хуть те мӗнле община та хӑйӗн ятне пӗр ҫул иртнӗ хыҫҫӑн улӑштарма ыйтма пултарать; ҫапла май, 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, ҫулталӑк иртсен[4][5], вӑл муниципалитетӑн официаллӑ веб-сайтӑн ятне улӑштарма ыйтнипе пӗрлех Фризе Мерен ята та урӑххи ҫине улӑштарма пултарнӑ. 2015 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнче общинӑн ятне Фриске Маррен (фриз. De Fryske Marren) ҫине официаллӑ майпа улӑштарнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Herindeling (нидерл.). Uitvoeringsorganisatie De Friese Meren. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Wet van 19 juni 2013 tot wijziging van de gemeentelijke indeling in een deel van de provincie Fryslân [Act of 19 June 2013 to change the municipal division in a part of the province of Fryslân] (нидерл.) (19 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Herindelingsadvies De Friese Meren : [нид.]. — 2011. — 27 April.
  4. ^ Gemeentewet [Municipalities Act] (нидерл.) (14 нарӑсӑн 1992). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  5. ^ Wat wordt de nieuwe naam van de gemeente? (нидерл.). Uitvoeringsorganisatie De Friese Meren. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗ.