Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авари
Фукусима АЭСĕ (1 и 2) Япони картти çинче.
'Фукусима-1 АЭС-нчи авари —2011-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕр чĕтренĕвĕ тата цунами [1] хыççăн пулса иртнĕ анлă йĕр хăварнă[2], официаллă çынсем каланă тăрăх INES шкалипе 5-мĕш шайри радиаци аварийĕ .
Хроника
пушăн 11-мĕшĕ
Çĕр чĕтренĕвĕ вăхăтĕнче 3 ĕçлекен энергоблока штатлă ĕçленĕ автоматика сыхлавĕ ĕçлеме чарнă. Анчах пĕр сехетрен çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн пулнă цунами пирки станцине электричество çитме прахнă (çав шутра авари дизель генераторĕсенчен)., [3][4][5][6]. Электричество сӳнтернĕ реакторсенче тухакан ăшша илме кирлĕ. Вэй — Вигнер формулипе килĕшӳллĕн, çак ăшă реактора сӳнтерсен малтанхи çеккунтсенче чаричен кăларнă ăшă хăвачĕн 6,5 %, тепĕр сехетрен 1,4 % яхăн, çулталăкран - 0,023 % [7]. Резерври дизель электростанцийĕсене çухатсанах станци хуçи, TEPCO компани Япони правительствине авари ситуациĕ çинчен пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн чи малтанхи тĕллев — авари системине электричествопа тивĕçтересии пулса тăнă, çавăнпа станцийе мобиллă генераторсем илсе килме йышăннă. [6][8]. Реакторсене сивĕтсе ĕлкĕреймен пирки виçĕ ĕçлекен реакторта та шыв шайĕ чакма, пусăм ӳсме тытăнна. Чи малтан 1-мĕш энергоблокра ситуации йывăрланнă. Реактор пысăк пусăмпа çĕмĕрсенрен пăса гермооболчкăна кăларнă, унта пусăм 840 кПа (проектпа 400 кПа таран) çитнĕ. Гермооболочкине аркатас мар тесе унти пăса атмосферăна кăларса янă, çăв вăхăтра TEPCO тата МАГАТЭ пăса радионуклидсенчен фильтăрлама шантарнă. Пусăм чакнă, анчах çăв вăхăтра активлă зонăра циркони пăспа реакципе кĕнĕ хыççăн пулнă водород реактор уйрăмĕн обустройкине тухнă[6][8].
пуш, 12
UTC вăхăчĕпе 6:36 1-мĕш энергоблокра водород сирпĕннĕ, бетон консртукцийĕсен пĕр пайĕ ӳкнĕ.[9]. Реактор корпусĕ çĕмĕрĕлмен, анчах тулаш витти арканнă. Станцинче ĕçлекен 4 çын аманнă, вĕсене пульницăсене ăсатнă [10]. Сирпĕннĕ хыççăнах станцинчи радиаци шайĕ 1015 мкЗв/сехет çитнĕ, 4 минутран 860 мкЗв/сехет, 3 сехет те 22 минутран— 70,5 мкЗв/час[11]. Куçса çӳрекен лабораторисем станцин промполщадкин тулашĕнчен илнĕ пробăсенче цези изотопĕсене тупнă, анчах мĕн чухлине пĕлтермен. Ку хăшпĕр ТВЭЛсен çийĕсем пăсăлнине пĕлтернĕ [4][12]
Çавăн пекех
Ӑнлантарусем
- ^ Japan Earthquake Update (12 March 2011 2110 CET) (англ.). IAEA Alert Log. IAEA. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Международная шкала ядерных и радиационных событий. IAEA. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Япония — ситуация берётся под контроль. AtomInfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Япония - сводка, 12.03.2011, 13-00 МСК. AtomInfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Четвёрка! AtomInfo.ru. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Announcements = IAEA Alert Log (англ.). IAEA. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Кириллов П. Л., Богословская Г.П. . — Мускав: Энергоатомиздат. — 1000 экз. — ISBN 5-283-03636-7.
- ^ 1, 2 Battle to stabilise earthquake reactors (англ.). UPDATE 14: 23.44 pm GMT. World Nuclear News. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Hydrogen may have caused Japan atom blast-industry 2011 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Уровень радиации не повышен после взрыва на АЭС «Фукусима-1» в Японии
- ^ Media updates on nuclear power stations in Japan (англ.). American Nuclear Society. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ.
- ^ URGENT: Concerns of core partially melting at Fukushima nuke plant (english)
Каçăсем
- Катастрофа на АЭС «Фукусима» — комментированный анализ на портале «Ядерная физика в Интернете» (выр.)
- Видеозапись взрыва АЭС. Вести.ру 2011 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Веб-камера, отслеживающая ситуацию на АЭС Фукусима I (яп.)
- Хронология снимков с веб-камеры на АЭС Фукусима I 2011 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Описание энергоблока АЭС с реактором BWR-3 (акăлч.)
- Japanese Nuclear Emergency: EPA's Radiation Air Monitoring(акăлч.)
- Атоминфо сайтра авари çинчен(выр.)