Хăваласа яни (фильм)

Изгнание (выр. Изгнание) — REN FILM киностудире Андрей Звягинцев режиссёр 2007 çулта ӳкернĕ рус мусăк илемлĕ камичĕ.

Сюжет

Икĕ ачаллă — 10 çулти ывăлĕпе (Кир — Максим Шибаев) тата 6-7 çулти хĕрĕпе (Ева — Катя Кулькина) — килйыш тăван яла канма килет.

Нимĕн те йĕркерен тухан пулăма систермест. Анчах та каçхи апат хыççăн, ачасем ыйхăна путсан, мăннисем пĕччен юлсан, амăшĕ (Вера — Мария Бонневи) упăшкине (Александр — Константин Лавроненко): «Эпĕ ачаллă пулатăп. Вăл санран мар» тесе хыпарлать.

Вера каланипе, эпир пурĕ те хамăрăн атте-анне ачисем çеç мар. Çакна вал упăшкине ăнлантарса параймасть, «вăл санăн мар» фразăна упăшка «çĕр çинчи» шухăшпа ăнкартса илет. Ун чухне Александр «ăна» (хăйĕн шухăшĕнчи тăшманне) вăл савать-и тесен, Вера нимле те хуравламарĕ, мĕншĕн тесен упăшка хĕрарăм Турăна асăннине чухлаймарĕ. Ачасем пуçтаракан «ырхыпарлани» мозаика кунта çавăнталла тĕллекен символ шутланать.

Фильм çапла вĕçленет: çут тĕнчерен уйрăлса каяс тенĕ Вера вилет. Марк — Александр чунĕн хура ăшчикĕ — пĕтет. Пистолет пемест. Александр ачасене илсе каять.

Рольсенче

Актёр Сӑнар
Константин Лавроненко Александр Александр
Мария Бонневи Вера Вера (Елена Лядова калаçать)
Александр Балуев Марк Марк (Александр пиччĕшĕ)
Дмитрий Ульянов Роберт Роберт
Виталий Кищенко Герман Герман
Максим Шибаев Кир Кир (Александрпа Вера ывăлĕ)
Катя Кулькина Ева Ева (Александрпа Вера хĕрĕ)
Анатолий Горгуль Георгий Георгий
Алексей Вертков Макс Макс
Игорь Сергеев Виктор Виктор
Ирина Гонто Лиза Лиза
Светлана Кашелкина Фаина Фаина
Ярослава Николаева Фрида Фрида
Элизабет Данцингер Флора Флора

Асăрхавсем

Темӑпа ҫыхӑннисем