Хӗрача ашшӗне шырать
«Хӗрача ашшӗне шырать» — Лев Голуб режиссёр Беларуçфильм киностудире 1959 çулта Евгений Рысс çыравçăн пĕр ятлă пьесипе ӳнерленĕ совет фильмĕ.
Фильма Мозырь хулинче тата унăн таврашĕнче 1958 çулта ӳкерсе илнĕ[1].
Сюжет
Партизансен командирĕ Панас батькăн пĕчĕк хĕрĕ вăрçă вăхăтĕнче, нимĕç çарĕсем оккупациленĕ Беларуç çĕрĕнче юлнă. Хĕрачана вăрманти пӳртре ватă вăрманçă пытарса усрать. Гитлер йыттисем Леночкăна хĕрсе кайсах шыраççĕ. Вăрманçă, хĕрача тарнă чухне, полицайсемпе çапăçса пуçне хурать. Янка, унăн мăнукĕ, хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр, партизан хĕрне фашистсенчен çăлать. 4 çулти хĕрачана гестапоран хăтарнине фильм никĕсне хунă.
Рольсенче
| Актёр | Сӑнар |
|---|---|
| Анна Каменкова | Лена |
| Володя Гуськов | Янка, вăрманçă мăнукĕ |
| Николай Бармин | батька Панас, партизансен командирĕ, парти райкомĕн секретарĕ Микулич |
| Владимир Дорофеев | вăрманçă |
| Анна Егорова | Прасковья Ивановна |
| Евгений Григорьев | Константин Львович, фельдшер |
| Константин Барташевич | Гюнтер, Запольск х. нимĕç коменданчĕ |
| Борис Кудрявцев | полици пуçлăхĕ Булай |
| Евгений Полосин | староста |
| Иван Шатило | партизансен комиссарĕ |
| Геннадий Мичурин | СС полковникĕ' |
| Виктор Уральский | партизан Володя |
| Нина Гребешкова | Анечка, Прасковья мăнук-хĕрĕ |
| В. Буевич | эпизод |
| Алевтина Румянцева | медаппа |
| Г. Вовула | эпизод |
| Николай Головин | эпизод |
| Таня Бейнерович | Нюша, шепелявящая девочка |
| Юра Алифанов | Петрусь |
Наградисем
- Мар-дель-Плата хулинче (Аргентина, 1960) иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ача-пӑча рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн Анна Каменкова ятарлӑ премие тивӗҫнӗ.
- Виченцра (Итали, 1965) иртнӗ Ҫемье ҫинчен ӳкернӗ фильмсен тӗнче шайӗнчи II фестивальте 2-мӗш премие тата Юрий Булычёв художник «Ылтӑн пластина» приза тивӗҫнӗ.
Ӳкернӗ вырӑнсем
Фильма Мозырь хулинче тата унӑн таврашӗнче 1958 ҫулта ӳкернӗ[2].
Ӑнлантарусем
- ^ История мозырянина, который снимал картины, ставшие классикой советского кинематографа. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
- ^ История мозырянина, который снимал картины, ставшие классикой советского кинематографа. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.