Хапхаçă
Чылай спорт тĕсĕсенче хапхаçă е голкипер (акăл. goalkeeper) —хăй командин хапхине гол кĕртесрен хӳтĕлекен вылявçă. Хапхаçăсене валли ятарла йĕркесем пур. Хапхаçăсем хушма тум-тир хатĕрне те тăхăнаççĕ.
Тĕрлĕ спорт тĕсĕнчи хапхаçăсем
Мини-футбол
Мини-футболра хапхаçă штраф лаптакĕнче алăсемпе те выляма пултарать. Хапхаçă хăйĕн командин лаптакĕнче пӳскепе (алăсемпе е урасемпе) 4 çеккунтă таран выляма пултарать.
Футбол
Футбол хапхаçи хăйĕн штраф лаптакĕнче алăсемпе те выляма пултарать. Хапхаçă тум-тирĕпе хăйсен ытти вылявçисенчен те, хирĕçле вылякан команда вылявçисенчен те, арбитрсенчен те уйрăлса тăмалла. Хапхаçăн пӳскене тытма ятарлă пурнескеллĕ алсиш пур. Штраф лаптакĕнчен тухсан, хапхаçă ахаль вылявçă пулса тăрать.
Курăк çинчи хоккей
Курăк çинчи хоккейре хапхаçă хӳтĕлекен тум-тир тăхăнать, вăл пӳскене кĕлеткен кирек хăш пайĕпе те перĕнме пултарать.
Гандбол
Вуламалли
Ӑнлантарусем
Каçăсем
- Хапхаçă ăсталăхĕ (хоккей) 2012 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче архивланӑ.