Хир пăсари
Хир пăсари — сăсар йышшисем шутне кĕрекен чĕрчун. Хир пăсари тесе ăна ахальтен каламан, вăл ытларах уй-хирте, çаранлă вырăнсенче пурăнать. Вăрман хĕррисене, вĕтлĕхе хир пăсарисем апат шырама çеç каяççĕ. Çын пурăнакан вырăна тиркеççĕ. Хир пăсари - чăн-чăн çăткăн чĕрчун. Вăл кăшлакан чĕрчунсемпе кăна тăранса пурăнать. Хăйĕн валли ятарласа йăва туса аппаланмасть çак пăсара - сăвăр, тыркас, арлан йăвисене пысăклатса йышăнать. Пĕр вырăнта нумай пурăнмасть - апат пĕтсе çитсен урăх вырăна пурăнма куçать. Çу уйăхĕнче ами 8-10 çура тăвать. Çурисем икĕ уйăхран-икĕ уйăх çурăран уйрăм пурăнма пуçлаççĕ. Пирĕн тăрăхра хир пăсари йышĕ 100 пуçран иртмест.
Каçăсем
- Хир пăсари 2011 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Mustela eversmanni Lesson, 1827 -Хир пăсари 2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çĕпĕр зоологи музейĕн сайчĕ çинчи стаья (Хир пăсари - Mustela eversmanni Lesson, 1827) 2008 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хир пăсари çинчен ӳкерчĕксемпе 2007 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗнче архивланӑ.