Хомлинсем

Тӗрӗслесе тухнӑ статья
Дата.РУВИКИ-ри пушӑ элемент

Хомлинсем (акăл. home — «кил») — Калининградри культура тата истори вырӑнӗсенче арт-объектсем евӗр вырнаҫтарнӑ хӗрт-сурта аса илтерекен шутласа кӑларнӑ сӑнарсен бронзӑран хатӗрленӗ антропоморфлӑ пысӑках мар кӳлепесем[1][2].

Хула лаптӑкӗнче пӗтӗмпе ҫичӗ пӗчӗк кӳлепе вырнаҫтарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ 20 см ытла мар. Персонажсенчен кашни хӑйне евӗрлӗ, вӗсене пӗрле пӑхас пулсан — пӗр пысӑк ҫемье пулса тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш хомлина — Карл мучине — 2018 ҫулта вырнаҫтарнӑ, юлашкине — 2021 ҫулта[3].

Авторӗсем — Калининградри дизайнер-декоратор Наталья Шевченко тата унӑн упӑшки, художник тата архитектор Сергей. Скульптор — Андрей Следков. Проект Калининград облаҫӗнче туризма аталантарма пулӑшать[4][5].

Истори

Наталипе Сергей Шевченкӑн пултарулӑх проектне виҫӗ ҫул хушшинче пурнӑҫа кӗртнӗ. Пӗрремӗш кӳлепе Калининградра 2018 ҫулта вырнаҫӑннӑ. Юлашки хомлинсем хулари хӑйсен вырӑнӗсене 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче йышӑннӑ[5]. Кӳлепесене пурне те бронзӑран ӑсталанӑ[2]. Вӗсен ячӗсене вырӑнти ҫынсем халӑх тетелӗнче сасӑлав ирттерсе суйласа илнӗ[6].

Пурӗ ҫичӗ персонаж пур[2][5]:

Авторсен шухӑшӗпе кӳлепесене хулари чи паллӑ вырӑнсенче вырнаҫтарнӑ[5]. Ҫапла май юмахри сӑнарсемсем 8,7 тӑршшӗ тӑсӑлакан туризм маршрутне йӗркеленӗ, ун тӑрӑх экскурсисемпе квестсем ирттереҫҫӗ.

Эпир ҫак сӑнарсем паллӑ вырӑнсен хӑйне евӗрлӗ талисманӗ тата амулечӗ пулса тӑнине асӑрхарӑмӑр. Ҫапла вара эпир палӑртса хунӑ концепци пурнӑҫа кӗчӗ: ҫичӗ хомлина куртӑм-тӑк — Калининградри чи паллӑ ҫичӗ вырӑна ҫитсе куртӑм[5], — палӑртнӑ Наталья Шевченко.

Регионӑн культурӑпа туризм министрӗ Андрей Ермак хомлинсем хула символӗсенчен пӗри пулса тӑрасса шаннине палӑртнӑ[5].

2022 ҫулта ҫак пӗчӗк кӳлепесем Раҫҫейӗн халиччен тӗл пулман чи тӗлӗнтермӗш халӑх арт-объекчӗсен энциклопедине кӗнӗ[2].

Сӑнласа пани

Хомлинсем — юмахри сӑнарсен кил-йышӗ, вӗсен ӳсӗмӗ аслӑ ӑруран пуҫласа чи пӗчӗккисем таран. 20 см таран ҫӳллӗш пӗчӗк кӳлепесем ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-сӑпатлӑ, пуҫӗсем вӗсен пропорциллӗ мар пысӑк тата хӑлхисем вара кулӑшла тӑсӑк[13].

Хомлин сӑнарӗ Калининградри чи паллӑ ҫутҫанталӑк паллисенчен пӗринпе — янтарьпе, ӑна чавса кӑларнипе тата туса кӑларассипе ҫыхӑннӑ. Хулари халапсем тӑрӑх хомлинсем тахҫантанпах ҫын хушшинче пурӑнаҫҫӗ, ахаль чухне ҫывӑраҫҫӗ, ҫӗрле вара, хула ҫыннисем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, вӑранаҫҫе те вӑй парса тӑракан, вӑрӑм ӗмӗрпе тивӗҫтерекен хаклӑ чула тупса тирпейлеҫҫӗ[14].

Карл мучи

undefined

Карл мучи — 2018 ҫулта вырнаҫтарнӑ пӗрремӗш хомлин кӳлепи. Вӑл тирпейлӗ тумпа, сӑмси ҫине пенсне ҫакнӑ, интеллигент Карл йывӑҫпа ӗҫлеме юратать, вырӑнти курӑксенчен вӗретнӗ чей сӑйлама юратать, нихӑҫан та хурланмасть[6][15].

Марта кинеми

undefined

Карл арӑмӗ — Марта кинеми — чӗнтӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ, аллине вӑл виҫӗ ҫулҫӑллӑ клевер тытнӑ. Вӑл янтарь музейне кӗнӗ ҫӗрти бойницӑна вырнаҫнӑ. Унӑн урисем патӗнче пысӑках мар хутаҫ выртать, автор каланӑ тӑрӑх унта хӗвел чулне пытарнӑ[7].

Лео ашшӗ

undefined

Лео ашшӗ — хомлинсен ҫемйинче чи пултаруллӑскер. Ахальтен мар вӑл ӳкерӳ ӳнер музейӗ патӗнче шухӑша путса вырнаҫнӑ — хула пурнӑҫне шухӑшлӑн сӑнать[11][16].

Варя амӑшӗ

undefined

Лео арӑмӗ — Варя амӑшӗ — Врангель башнинчи чӳречерен сывлӑша чуптуса илнӗ пек сӑнарланнӑ[12].

Витёк моряк

undefined

Ҫамрӑк хомлин Витя Тӗнче океанӗн музейӗ патӗнче «Витязь» ятлӑ ӑслӑлӑхпа тӗпчев карапӗпе юнашарти ҫыран хӗрринчи карлӑк ҫинче хут карапра вырнаҫнӑ. Ку сӑнар ҫак тӑрӑхӑн тепӗр паллӑ вырӑна — Балти тинӗсӗпе тинӗс промыселне — сӑнласа парать[8][17].

Уля мӑнук

undefined

Пӗчӗк Уля Калининград зоопаркӗ ҫумӗнчи шуй ҫинче сатуррӑн ярӑнать[9].

Пӗчӗк Антошка

undefined

Йӑл кулӑллӑ пӗчӗк Антошка — хомлинсенчен чи кӗҫӗнни. Унӑн шӑлаварӗ ҫинче пысӑк тӳмме пур. Вӑл Густав Гроссманнӑн кёнигсберг негоцианчӗн «Альтес Хаусӑн» музей-хваттерӗ ҫумӗнчи парапет ҫинче рехетленсе выртать[12].

Критика

Малтанхи икӗ хомлинсен кӳлепине вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Калининград тата Балти архиепископӗ Серафим Калининград облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Антон Алиханов ячӗпе хатӗрленӗ уҫӑ ҫырӑвӗнче халӑх халаплӑхӗ шутланакан хӗрт-суртсен кӳлеписене вырнаҫтарассине сивленӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакнашкал сӑнарсем наци культурин аталанӑвне сиенлӗ витӗм кӳреҫҫӗ тата христианлӑх витӗмӗпе йӗркеленнӗ культура еткерлӗхӗн хакне чакараҫҫӗ[18], «халӑха суя тӗнлӗхӗн тӗттӗм ӗмӗрӗсем патне тавӑраҫҫӗ тата славянсен ансат национализмӗ шайне антарса лартаҫҫӗ»[19].

Регионти культурӑпа туризм министрӗ Андрей Ермак ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хомлинсем Калининградри паллӑ вырӑнсене популяризацилес тӗлӗшпе усӑ кӳреҫҫӗ[4]:

Хомлинсен кӳлеписем нимӗнле хӗрт-суртсемпе те, нимӗнле тӗнпе те, ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ суя тӗнпе те пач ҫыхӑнман — вӗсем йӑлтах кӑмӑла ҫӗклемелли кӳлепесем[4].

Юмахри сӑнарсене ӑсталакансен проекта чарса лартма тивнӗ, ҫапах та хулара пурӑнакансем халӑх тетелӗнче хомлинсене хӳтӗлесе флешмоб йӗркеленӗ[20].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ Попова, 2022, с. 103—104, 107.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Зачем создали хомлинов и где дом этих сказочных человечков в Калининграде. ФедералПресс (12 ҫӑвӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  3. ^ Как семейная пара создала в Калининграде новую достопримечательность. Российская газета (16 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3 Автор калининградских хомлинов решила приостановить проект из-за критики. РБК (28 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 «Семь популярных мест»: как найти сказочное семейство хомлинов в Калининграде. Калининград.Ru (21 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3 «Первый хомлин»: на Медовом мосту в Калининграде установили фигуру сказочного существа. Калининград.Ru (4 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 «Бабушка-хомлин»: возле Музея янтаря появилась новая фигурка сказочного существа. Калининград.Ru (27 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 На набережной Музея Мирового океана в Калининграде установили хомлина в кораблике. Калининград.Ru (26 утӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  9. ^ 1, 2 Возле калининградского зоопарка установили девочку-хомлина на улитке. Калининград.Ru (19 ҫӗртмен 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  10. ^ В Калининградской области впервые прошёл День янтаря. ТАСС (21 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Возле бывшего ДКМ в Калининграде установили новую фигурку хомлина. Калининград.Ru (21 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  12. ^ 1, 2, 3 В Калининграде появились две новые фигуры хомлинов. Калининград.Ru (21 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  13. ^ Попова, 2022, с. 107, 112.
  14. ^ Попова, 2022, с. 107—108.
  15. ^ Первый из семи. Мастерская хомлинов. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  16. ^ Кто такие хомлины и где они живут в Калининграде. Едем в Калининград (24 акан 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 13-мӗшӗ.
  17. ^ Попова, 2022, с. 108.
  18. ^ Басенков В. «Безобидные» хомлины — шаг к язычеству? Московский патриархат. Патриарший совет по культуре (1 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  19. ^ В Калининграде епископ РПЦ пожаловался властям на фигурки домовых. Life.ru (26 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  20. ^ Авторы уличных фигурок домовых в Калининграде приостановили проект. РИА Новости (28 пушӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем