Хонсю
Хо́нсю[1][2][3] е Хонсю́[4] (яп. 本州 хонсю:?), ҫавӑн пекех Хо́ндо (本島), Ниппо́н (日本; хальхи вӑхӑтра усӑ курӑнмасть) — Япони архипелагӗнчи чи пысӑк утрав. Ҫыранӗсене Лӑпкӑ океанпа унӑн тинӗсӗсен — Яппунпа Шалти Яппун тинӗсӗн — хумӗсем лӑпкаҫҫӗ.
Географи
Утрав тӑршшӗ 1300 ҫм, сарлакӑшӗ 50-ран пуҫласа 230 ҫм ҫити ҫитет, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 227 969,74 ҫм²[5], Японин пӗтӗм лаптӑкӗн 60 % яхӑн йышӑнать. Хонсю утравӗ Аслӑ Британи утравӗнчен (Британи утравӗсем) кӑшт кӑна пӗчӗкрех. Ҫыран хӗрри 5450 ҫм тӑсӑлать.
Утравӑн чи ҫурҫӗр енчи вырӑн — Омадзаки сӑмсахӗ (41°33′ ҫ. ш.) , чи кӑнтӑрти — Куресаки сӑмсахӗ (33°26′ ҫ. ш.) Утрав территорийӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла — 903,5 ҫх тӑсӑлать. Чи анӑҫ енчи вырӑн — Бисянохан сӑмсахӗ (130°51′ х.т. д.), чи тухӑҫ енчи — Тодогасаки сӑмсахӗ (142°4′ х.т. д.). Анӑҫран тухӑҫалла утрав лаптӑкӗ 986 ҫм тӑсӑлать.
Хонсю рельефӗ сӑртлӑ-туллӑ. Тусем хушшинче вулкансем нумай. Вӗсенчен чи пысӑкки — Фудзияма (3776 м), Япони символӗ шутланать. Ӑна пула Хонсю утрав ҫӳллӗшӗпе тӗнчере 7-мӗш шутланать. Утравӑн чи пысӑк юханшывӗ — Синано. Хонсю климачӗ тӗрлӗ енлӗ — ҫурҫӗрте вӑл континентлӑ, кӑнтӑр енче вара субтропиклӑ. Утраври тусене пула кӑнтӑр-тухӑҫрипе (Лӑпкӑ океан витӗсӗ палӑрать) ҫурҫӗр-анӑҫри (Япони тинӗсӗн витӗмӗ) пайсен климачӗ пӗр-пӗринчен самай уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Утрав виҫӗ формациллӗ плита сыпӑкӗнче вырнаҫнӑран Хонсю ҫинче час-часах ҫӗр чӗтренӗвӗсем пулса иртеҫҫӗ. Чи пысӑк разломсем — Медианлӑ тектоника йӗрӗ тата Фосса-Магна.
Регионсем тата префектурӑсем
Утрава пиллӗк регион ҫине пайланӑ тема пулать: Тюгоку (анӑҫ енче), Кансай (кӑнтӑр, Тугокуран тухӑҫалларах), Тюбу (тӗп пайра), Канто (тухӑҫ енче) тата Тохоку (ҫурҫӗр енче). Регион 34 префектура ҫине пайланать, ҫав шута Токио та кӗрет. Префектурӑсен йышне Хонсю территорийӗсӗр пуҫне хӑшпӗр пӗчӗк утравсем, ҫав шутра Огасавар, Садо, Идзу-Осима, Авадзи, кӗреҫҫӗ.
- Регионсемпе префектурӑсен списокӗ
- Кансай — Миэ, Сига, Киото, Осака, Хиого, Нара, Вакаяма префектурӑсем.
- Канто — Ибараки, Тотиги, Гумма, Сайтама, Тиба, Токио, Канагава префектурӑсем.
- Тохоку — Аомори, Иватэ, Мияги, Акита, Ямагата, Фукусима префектурӑсем.
- Тюбу — Ниигата, Тояма, Исикава, Фукуи, Яманаси, Нагано, Гифу, Сидзуока, Айти префектурӑсем.
- Тюгоку — Тоттори, Симане, Окаяма, Хиросима, Ямагути префектурӑсем.
Хуласем
Халӑх йышӗ
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Поспелов Е. М. Географические названия мира: Топонимический словарь / Р. А. Агеева. — Русские словари, 1998. — С. 450. — 372 с. — 3000 экз. — ISBN 5-89216-029-7.
- ^ Агеенко, 2010.
- ^ Более официальный вариант (Суперанская А.В. Словарь географических названий. М., 2013).
- ^ М. Штудинер, Словарь образцового русского ударения. Айрис-Пресс, 2009
- ^ Японское государственное географическое ведомство (国土地理院). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗ.
- ^ Хонда Кацуити (2000). Harukor: an Ainu woman’s tale. University of California Press. p. 7.
Вуламалли
- 『角川日本地名大辞典』全50巻、東京:角川書店、1987-1990 («Большой словарь названий местностей Японии издательства Кадокава». В 50 томах, Токио: Кадокава сётэн, 1987—1990)
- Агеенко Ф. Л. Словарь собственных имён русского языка. — Мир и Образование, 2010.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Хонсю статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |