Хӑҫан ҫурални тӗп-тӗрӗс паллӑ мар, хӑш-пӗр даннӑйсем тӑрӑх 1487 ҫул тӗлнелле Гетария хулинче ҫуралнӑ[4]. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ Доминго де Эль-Канопа Каталина дель Пуэрто пулнӑ, Хуан Себастьян вӗсен виҫҫӗмӗш ывӑлӗ пулнӑ. Унӑн ҫамрӑклӑхӗ пирки информаци ҫук. 1507 ҫулта Элькано Гонсало де Кордовӑри ҫар отрячӗсене Валенсие турттарма пулӑшнӑ пӗр карап ҫинче хӗсметре тӑни пирки, тата ҫавӑн пекех 1509 ҫулта вӑл Картахена хулинчен Орана ҫарсене каҫма пулӑшни пирки кӑна информаци пур. Вӑл вӑхӑт тӗлнелле Элькано штурман ӗҫне пурнӑҫлама вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫак экспедицисем ӑнӑҫлӑ иртнӗ хыҫҫӑн вӑл карап хуҫи пулса тӑнӑ. Анчах та укҫа-тенкӗне йӑнӑш хывнине пула йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Эльканон малтан шалу тӳлеме кивҫен илме тивет, кайран вара вӑл пачах та караппа сывпуллашать — ҫапла май саккун пӑсса ют ҫӗршыв ҫыннисене хӗҫ-пӑшаллӑ карап сутса ярать. Тӳре-шара аллине лекес мар тесе вӑл тӑван тӑрӑхран васкавлӑ тухса каять те Севилья пысӑк хула-порта килсе ҫитет[5]. Унта вара чылай карап хуҫисемпе моряксем йышӗнче вӑл Фернан Магеллан экспедиципе хутшӑнать. Вӑл боцман пулса тӑрать, кайран штурман ӗҫне хӑйӗн ҫине илет, ҫавӑн пекех ӑна матроссене тупмалли ӗҫе шанса параҫҫӗ. Эльканона «Консепсьон» каравелла ҫине вырнаҫтараҫҫӗ.
1518 ҫулхи юпа уйӑхӗнче экспедицине тухма хатӗрленнӗ вӑхӑтра Севилья портра пӑтрав пулса иртнӗ. Унӑн сӑлтавӗ Португалипе Испани хушшинче тинӗс сутӑ-илӳ ӗҫӗпе тинӗс сутӑ-илӳ ҫулӗсене уҫас тӗлӗшпе сиксе тухнӑ тавлашупа ҫыхӑннӑ пулнӑ. Испани экспедицине Фернан Магеллан португал ҫынни ертсе пыни тата командӑна португалсене йышлӑ пухни пӑлхав ҫуратнӑ. Эльканӑна чӗнсе илнӗ те экспедици ертӳҫи пирки тата ӑна мӗнле йӗркелени пирки каласа пама ыйтнӑ. Ытларах енчен вӑл питӗ те ырласа хак панӑ, Магеллан пирки каланӑ май Элькано вӑл хӑюллӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ[6].
1519 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнчеТехӗмлӗх утравӗсене шыраса тупма тӗллев лартнӑ экспедици ҫула тухнӑ. Экспедицири йывӑрлӑхӗсем офицерсемпе команда хушшинчи хутшӑнӑва самай ҫивӗчлетнӗ. Ҫынсем хушшинче флотилие ертсе пыракан вӑрттӑн майпа Португалишӗн ӗҫлени ҫинчен тата кирлӗ пролива вӑл ятарласа майӗпен шырать текен сас-хура ҫӳренӗ[7].
Лӑпкӑ океан урлӑ каҫнӑ вӑхӑтри йывӑрлӑхсем ыррипе вӗҫленнӗ, экспедици Гуам, Мариан утравӗсем тата Филиппин таран ҫитнӗ. Матан утрав Испани патшине пӑхӑнма килӗшмен, анчах та хӑйсен кӑмӑлне палӑртас тӗллевпе хырҫӑ сӗннӗ пулнӑ, хирӗҫӗве дипломатиллӗ майпа татса памалла текен сӗнӳсене хӑлхана чикмен хыҫҫӑн Магеллан утрав ҫинче пурӑнакансене хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ, отряда хӑй ертсе пынӑ, ҫапла май 1521 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ та. Матанри ҫапӑҫӑва Элькано чирленине пула хутшӑнман[9].
Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, самай нумай ҫынна ҫухатнӑскер, экспедици юлашкинчен Техӗмлӗх утравӗсем патне ҫитнӗ. Инҫетри ҫула ҫӳреме юрӑхлӑ икӗ карап кӑна юлнӑ пулнӑ, Элькано вара вӗсенчен пӗрине, «Викторине», ертсе пыраканни пулса тӑнӑ. Испание таврӑнмашкӑн вӑл анӑҫалла, Инди океанӗ урлӑ, кайма шутланӑ. Утравсенче тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн тепӗр карапӑн, «Тринидад» ятлин, Панама хулине каймалла пулнӑ.
Тинӗспе ҫӳреме чӑрмантарман чухлӗ тӗрлӗ техӗмлӗх тиенӗ хыҫҫӑн 1521 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче «Виктория» каялла ҫула тухнӑ. Эльканона пӑхӑнакансен йышӗнче 44 европа ҫынни тата 30 яхӑн индеец пулнӑ. Паллӑ суту-илӳ ҫулӗсемпе каялла кайма май пулман — вӗсене пурне те йӑлтах португалсем (вӗсене конкурентсен пур карапӗсене те путарма хушнӑ пулнӑ) тытса тӑнӑ, ҫавна май ҫулҫӳрев питӗ кӑткӑс пулнӑ. Эппин, португалсен карапӗсен куҫне лекес мар тесе вӗсен пытанса паллӑ мар шывсем тӑрӑх каймалла пулнӑ. Тӗслӗхрен, Ырӑ шанчӑклӑх сӑмсахӗ патӗнчи питӗ хӑрушӑ шывсене вӗсен инҫетрен ҫаврӑнса тухма тивнӗ. Команда выҫӑ пулнӑ пулин те тӳснӗ, таврари ҫӗрсене йӑлтах португалсем тӗрӗслесе тӑнӑран вӗсем ҫыран хӗррине тухма хӑранӑ[10]. Апла пулин те Элькано карап ҫинче дисциплинӑна ҫирӗп тытма май ҫитернӗ, командӑна пӑлхав ҫӗклеме паман. Лару-тӑру ҫавах питӗ йывӑрланса ҫитнине пула Симӗс сӑмсах утравӗсем патӗнче вӗсем якӑр пӑрахнӑ-пӑрахнах, вӑл вӑхӑталла командӑра пурӗ те 30 ҫын кӑна юлнӑ пулнӑ.
Магеллан экспедицийӗ пирки каласа паракан аллегориллӗ сӑн. Джоаннес Страданус, 1592 ҫул патнелле.
Элькано умӗнче португалсем карап маршрутне пӗлесрен улталамалли меслет шыраса тупасси тухса тӑнӑ. Апат-ҫимӗҫе вӗсем техӗмлӗх ҫине кӑна улӑштарма пултарнӑ, ҫакӑ вара тӳрех вӗсене шыраса тупма май панӑ. Апла пулин те тикӗт курӑкне вӗсем икӗ хут тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе улӑштарма пултарнӑ, анчах виҫҫӗмӗш хутӗнче ӗҫ тухман — 13 матрослӑ кимме португалсем арестленӗ. Команда ҫурри таран сахалланса юлнӑ, тӑшман карапа парӑнма ыйтма тытӑннӑ. Апла пулин те, ҫил ҫула май вӗрни Элькано каравеллине тыткӑна лекесран хӑтарнӑ, ҫапла май вӗсем хӑвалакансенчен тарма пултарнӑ[11].
Фок-мачта ҫухатнӑ кивӗ карап ҫинче вӗсем хӑвалакансенчен те тарма пултарнӑ, 1522 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче тинӗсри вӑйлӑ ҫилсене тӳссе ирттерсе Элькано 17 ҫын юлнӑ командӑпа Испание те таврӑнма пултарнӑ[12].
Молукк утравӗсем патне ҫул уҫнӑшӑн Эльканона ҫулсерен тӳлекен пенсипе чысланӑ. 1523 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗнче ӑна ҫавӑн пекех Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине «Primus circumdedisti me» (лат. Эсӗ чи малтан ман тавра ҫаврӑнтӑн) ҫырса хунӑ девизлӑ гербпа чысланӑ, ку вӑл тӗнче тавра чи малтан ҫаврӑнса тухнине пӗлтернӗ[13].
V Карл император хушӑвӗпе Элькано Португали элчисемпе ҫӗрсене чикӗлекен ятарлӑ комисси ларӑвне хутшӑннӑ. Унта вӑл хӑйӗн карттипе паллаштарнӑ, вӑл Техӗмлӗх утравӗсем Испани ҫӗрӗсен йышне кӗнине ҫирӗплетнӗ. Португалсемпе вӑрах вӑхӑт хушши ӗҫлӗ калаҫусем ирттерни ним патне те илсе ҫитермен[14]. Ҫав вӑхӑтра Элькано ертсе кайма шухӑшласа хунӑ Молукк утравӗсем патне ҫитме патӑрлнӑ иккӗмӗш экспедици хатӗрленнӗ, апла пулин те вӑл пурнӑҫланайман.
Ҫӗнӗ экспедицине ертсе пыма Гарсиа Хофре де Лоайсӑна шанса панӑ. Ҫак экспедицие хутшӑнакансем хушшинче унӑн тӑватӑ пиччӗшӗ пулнӑ. Ҫичӗ карап тата команда валли 450 ҫын пухнӑ, хальхинче вӗсен хушшинче португалсем пулман. Эльканӑна кимме тытса паракан тӗп ҫын туса хунӑ[15]. Вӑл ишев вӑхӑтӗнчи уйрӑмлӑхсене палӑртса Магеллан проливӗпе мӗнле иртмеллине кӑтартакан инструкци хатӗрленӗ. Анчах та тинӗс пырӗпе иртнӗ вӑхӑтра ҫил-тӑвӑл тухнине пула «Санти-Спиритус» Элькано карапӗ арканнӑ. Элькано ҫӑлӑнса ҫыран хӗрринче ишсе тухма пултарнӑ, каярахпа ӑна «Анунсиада» карап ҫине хӑпартнӑ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫил-тӑвӑл алхаснӑ май малта пыракан карап та ӑшӑх вырӑна кӗрсе ларнӑ, анчах ӑна ҫӑлма май килнӗ. Кӑшт каярах флотилинчен икӗ карап тарнӑ. Ҫакӑн пек условисенче, таврара хӗллехи хӗллехи вӑхӑт тӑнӑ чухне, «Санта-Мария-де-ла-Виктория» флагман карапа юсамалла пулнӑ. Тинӗс пырӗпе каҫма флотилине тӑватӑ уйӑх ытла кирлӗ пулнӑ, ун урлӑ Элькано пек опытлӑ тинӗс ҫӳревҫӗ пулӑшнипе ҫеҫ иртме май пулнӑ — ҫил-тӑвӑлсемпе вӑйлӑ ҫилсем пӗр-пӗрине татти-сыпписӗр ылмаштарса тӑнӑ чухне навигацине самай йывӑрлатнӑ.
Экспедици Лӑпкӑ океана ҫитсен вӗсем ҫине вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлсем йӑтӑнса аннӑ, ҫапла май карапсене сапаласа пӗтернӗ. Элькана ларса пыракан «Санта-Мария-де-ла-Виктория» флагман-карап (ӑна унччен те малтан чылай сапланӑ пулнӑ) ҫӗнӗрен сиенленнӗ. Карапа тытса пыма йывӑр пулса тӑнӑ, апат-ҫимӗҫ вӗҫленсе пынӑ. 1526 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчеГарсиа Хофре де Лоайса вилнӗ. Адмирал вилни пачах та кӗтмен ҫӗртен пулнӑ, темиҫе кун маларах Элкано хӑйӗн пехилӗнче хӑйӗн чун приказчикӗ пек ӑна хӑй кӑтартнӑ пулнӑ. Испанирен тухнӑ чухнех палӑртнӑ инструкципе килӗшӳллӗн экспедици генерал-капитанӗ вырӑнне Элькано йышӑннӑ[16]
.