Юханшыв çăлкуçĕ Содомово ятлă пушă ялтан икĕ çухрăм çурçĕрелле вăрманта вырнаçнă. Мысово ял çывăхĕнче Усул шывĕпе пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем вуннă патнелле, пысăккисем çук.
Хулашкка ытларах пайĕпе хĕвеланăçнелле юхать. Усулпа пĕрлешнĕ вырăнта çеç ункă туса кăнтăр енелле çаврăнать.