Хура йытçырли

Паслён чёрный (лат. Solánum nígrum) — йыт çырли йышĕнчи биологи тĕсĕ. Евразинчен тухнăскер, халĕ Америка тата Австралинче те тĕл пулать.

Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар.

undefined

Пĕр çул ӳсекен 30—120 см çӳллĕш тӳрĕ пайланакан тыналлă курăк. Шурă чечекĕсем çăлтăр евĕр пилĕк çунатлă. Çимĕçĕ - пăрçа пысăккăш хура çырла, çурла-авăн уйăхĕсенче пиçет.

Токсин

Курăкĕнче тата пиçмен çырлинче наркăмăшлă алкалоид соланидин пур, çавăнпа вĕсене çиме юрамасть.

Усă курни

undefined

Хăшпĕр çĕршысенче, ытларах Индипе Эфиопинче, тата Раççейре[1] пиçнĕ çырлисене çиеççĕ. Вырăссем ăна поздника, вороняжка, бздника тесе калалаççĕ. Пиçнĕ çырлисене чĕрĕлле çиеççĕ, кукăль ăшне хураççĕ, варенисемпе кĕселсем хатĕрлеççĕ.

Çав. пекех

Асăрхавсем

Вламалли

  • Губанов И. А., Киселёва К. В., Новиков В. С., Тихомиров В. Н. . — М.: Т-во науч. изд. КМК, Ин-т технолог. иссл. — Т. 3. Покрытосеменные (двудольные: раздельнолепестные). — С. 169. — ISBN 5-87317-163-7.

Каçăсем