Хусахсен кунӗ

Хусахсен кунӗ ( кит. çăм. 光棍节, пиньинь: Guānggùn jié) — китайсен хальхи вӑхӑтри уявӗ, ӑна чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Мӑшӑрланман ҫынсене халалланӑ.

Епле пулса кайнӑ

Чи малтанах Нанкинти тӗрлӗ университетсенче XX ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче палӑртма пуҫланӑ. Уяв кунне ирттермелли вӑхӑт (11.11) тӑватӑ пӗрререн тӑнине пула (вӑл мӑшӑрсӑр ҫынсене пӗлтерет) ӑна «Хусахсен кунӗ» ят панӑ[1]. Китай — цифрӑсен асамлӑхне пысӑк тимлӗх уйӑракан ҫӗршыв, шӑпах ҫак кун ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме тата хутшӑнусем тӗвӗлентерме ҫулталӑкра чи лайӑххисенчен пӗри шутланать. Вӗренсе пӗтерсен ҫамрӑк студентсем ҫак уява обществӑра сарнӑ. Паянхи Хусахсен кунӗ хальхи вӑхӑтпа тан пыракан ҫамрӑксен ятарлӑ кунӗ.

Уявлани

Уява паллӑ тумалли чи аван меслет — апат вӑхӑтӗнче хӑйӗн пӗртен-пӗр тусӗпе палӑртасси, анчах кашниех хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне кӑтартни пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн пекех ҫынсем хӑйсен хусах пурнӑҫӗпе сывпуллашас тесе чуххӑммӑн упӑшка е арӑм шыраса пӑхаҫҫӗ.

Хаксене пӗчӗклетсе сутни

Юлашки ҫулсенче Китайри ҫак асамлӑ уяв тӗлне чылай суту-илӳ центрӗ хаксене пӗчӗклетсе таварсене пысӑк калӑпӑшпа сутмалли акцисем ирттересси йӑлана кӗнӗ. Чӳкӗн 11-мӗшӗнче паян Китайра Америкӑри пурте пӗлекен «хура эрнекун» евӗр пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен ҫак кун йӑлана кӗнӗ дискаунтсемсӗр пуҫне питӗ йӳнӗпе сутнисене тӗл пулма пулать. Тӗслӗхрен, 2013 ҫулта чи вӑр-варрисем люкс класлӑ «Маотай» чаплӑ китай эрехӗн пӗр кӗленчине 1 юань тӳлесе туянма пултарнӑ, ҫав вӑхӑтрах ахаль чухне ваккӑн сутмалли хакӗ 2000 юане ҫитме пултарать, ку вара 300 ытла американ долларӗпе танлашать. Хальхи вӑхӑтра ҫак кун Китайри компанисемсӗр пуҫне анӑҫри тата Америкӑри чылай компани китайсен тӗнче тетелӗнче хаксене пӗчӗклетеҫҫӗ, таварсене йӳнӗрехпе туянма майсем туса параҫҫӗ. Ют ҫӗршыври тавар кӑларакан компанисенчен унашкаллисене Procter & Gamble, Adidas, Nike, Unilever тата ыттисем асӑнма пулать.

2013 ҫулхине ҫак кун Tmall тата Taobao пек электронлӑ суту-илӳ площадкисем тытса тӑракан чи пысӑк онлайн-сутуҫӑ Alibaba «Хусахсен кунӗнче» хаксене пӗчӗклетнине ҫавӑн пекех тӗнче тетелӗнчи суту-илӳ валли те анлӑлатнӑ. Ҫапла вара, 11.11.2013 кун Китай Тӗнче тетелӗнчи онлайн суту-илӳре рекорд лартнипе палӑрнӑ, пӗрремӗш сехет хушшинчех 19,1 миллиард юаньлӗх (3,1 миллиард долларлӑх) сутнӑ. Ку хисеп пӗлтӗрхи 2012 ҫулта 24 сехет хушшинче сутнӑ калӑпӑш кӑтартӑвӗнчен иртнӗ.

Ҫакна та палӑртмалла: хаксене пӗчӗклетни час-часах ячӗшӗн кӑна пулса иртет[2], таварӑн пӗр пайне кӑна чӑннипех те ытти чухнехинчен йӳнӗрех хакпа сутаҫҫӗ[3].

Шопинг уявӗн историйӗ

Хальхи вӑхӑтра Хусахсен кунӗн пӗлтерӗшӗ улшӑннӑ. Китай компанийӗсем тӗнче тетелӗпе усӑ куракансем валли инҫет мелӗпе туянмалли уяв йӗркеленӗ.

2009 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче чи пысӑк онлайн-сутӑҫ AlibabaGroup (унӑн шутне Китайра тата чикӗ леш енче паллӑ Taobao, Tmall тата AliExpress онлайн-площадкӑсем, тата AliPay тӳлев системи кӗреҫҫӗ) пысӑк калӑпӑшпа ӗҫлекен 27 сутуҫӑпа пӗрле тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш хут хаксене пӗчӗклетсе сутассине йӗркеленӗ. Ҫак кун суту-илӳ тунин пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 50 млн юаньрен иртнӗ. Ҫав вӑхӑтри курспа ку 7 млн АПШ долларӗпе танлашать — паянхи кунпа танлаштарсан ку виҫе ытла та пӗчӗк. Унтанпа чӳкӗн 11-мӗшӗнче официаллӑ дата пулса тӑнӑ, ҫак кун Tmall, Taobao онлайн-площадкӑсенче, ҫавӑн пекех ытти нумай-нумай вырӑнсенче таварсене пӗчӗк хакпа сутассин ҫулталӑкри чи пысӑк суту-илӗвӗ пырать[4].

2010 ҫулта 11.11 кунӗнче Tmall тата Taobao онлайн-площадкӑсенче сутакан калӑпӑш 936 млн юане ҫитнӗ. 2015-мӗш ҫулта 91,217 млрд юань пулнӑ.

2018 ҫулта чӳкӗн 11-мӗшӗнче пӗр кун хушшинче T-mall платформӑра тунӑ интернет-сутлӑх калӑпӑшӗ 213,5 млрд юаньпе танлашнӑ. Ку вӑл — Китайри электронлӑ комменцин гиганчӗ шутланакан Alibaba Group шутне кӗрекен T-mall платформа чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче шоппинг фестивальне ирттерме тытӑннӑранпа регистрациленӗ ҫӗнӗ рекорд[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Alibaba в первые 12 часов Дня холостяка продала товаров на 9 миллиардов долларов. lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ.
  2. ^ 11.11. 2017 — очередная распродажа года или снова нас обманут?, лучшиеинтернетмагазины.рф (07 11 2017). 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  3. ^ 11.11. Всемирный день «липовых» скидок. 2017 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.
  4. ^ 11 ноября -- праздник для китайских шопоголиков (выр.). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  5. ^ 2135亿!天猫双十一交易额又到新高度,你贡献了多少? (кит.). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.