Хӗрлӗ планета кунӗ
Историйӗ
Хӗрлӗ планета, тӳпери чи ҫутӑ объектсенчен пӗри пулнӑ май, мӗн ӗлӗкренех ҫынсене кӑсӑклантарнӑ, вӑл вӗсене хавхалантарнӑ, тӗнче уҫлӑхӗ тӑрӑх хӑҫан та пулин ҫул ҫӳреме пуҫласси ҫинчен, Ҫӗр чӑмӑрӗн тулашӗнчи цивилизацисемпе тӗл пуласси пирки ӗмӗтлентернӗ. Ҫыравҫӑсем хӑйсен фантазийӗсе хыҫҫӑн кайса шедеврсем кӑна мар, паян та пӗлтерӗшлӗ шутланакан пултаруллӑ хайлавсем ҫырнӑ[1].
1964 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗнче космос тӗпчевӗсен кун-ҫулӗнче пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑнӑ. Ҫак кун «Маринер-4» аппарата ӑнӑҫлӑ вӗҫтерсе янӑ, вӑл Марс орбитине ҫитнӗ тата хӑйӗн миссине пурнӑҫланӑ пӗрремӗш космос аппарачӗ пулса тӑнӑ. Унччен маларах ҫак ӗҫе виҫӗ хут тума хӑтланнӑ, анчах вӗсем ӑнӑҫлӑ вӗҫленмен. 1965 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче «Маринер-4» Марс ҫывӑхӗнчен 9846 ҫухрӑм инҫӗшре вӗҫсе иртнӗ, космосри виҫесене илес пулсан ҫакӑ питӗ ҫывӑх шутланать. Аппарат Хӗрлӗ планетӑна пӗрремӗш хут ҫывӑхран ӳкернӗ те вӗсене чиперех Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫине леҫнӗ, ҫакӑ вара Марса тӗпчессинче самай пысӑк ҫитӗнӳ пулса тӑнӑ.
Каярахпа, 1980-мӗш ҫулсенче, «Viking» орбита зончӗ Марсӑн тӗплӗрех те лайӑхрах сӑнӗсене ӳкерме пултарнӑ. Ҫак ӳкерчӗксене халӑха кӑтартнӑ хыҫҫӑн вӗсем пуриншӗн те питӗ кӑсӑклӑ пулса тӑнӑ, ӑслӑлӑх обществинче ку сенсаци те пулса тӑнӑ[2].
Уяв пӗлтерӗшӗ тата мероприятисем
Хӗрлӗ планета кунӗ професси е хобби шайӗнче космос тӗпчевӗсемпе кӑсӑкланакансем валли пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак куна палӑртнӑ май Марс ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке вуласа, документлӑ тата илемлӗ фильмсем пӑхса, ҫавӑн пекех ҫак планетӑпа ҫыхӑннӑ юлашки вӑхӑтра тӗпчевре тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа паракан подкастсене итлесе паллӑ тума сӗнеҫҫӗ.
Хӗрлӗ планета кунне Марс тӗпчевӗсемпе кӑсӑкланассине ӳстерме, космос технологийӗсене аталантарма тата малашлӑхра Марса алла илмелли майсене тӗпчеме пуҫарнӑ. Ҫак кун пӗтӗм тӗнчипе Марса тата ӑна тӗпчессине халалланӑ лекцисем, семинарсем, куравсем тата ытти мероприятисем иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак уяв космос тӗпчевӗсем ирттернӗ чухне тӗнче шайӗнче ҫыхӑнса ӗҫлени пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен аса илтерет, тата ӑсчахсемпе инженерсен ҫӗнӗ ӑрӑвне тӗнче уҫлӑхне малалла тӗпчеме хавхалантарать[3][2].
Ӑнлантарусем
- ^ Марс — будущее человечества? МРГ Онлайн (28 чӳкӗн 2023).
- ^ 1, 2 28 ноября – День Красной планеты. «Российская государственная библиотека для слепых» (28 чӳкӗн 2023).
- ^ День красной планеты (Red Planet Day). Какой сегодня праздник?.