Хӗҫпӑшалҫӑ кунӗ

Хӗҫпӑшалҫӑ кунӗРаҫҫейри хӳтӗлев промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен професси уявӗ, 2012 ҫултан пуҫласа ӑна авӑнӑн 19-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2011 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 1578 №-лӗ Хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Авӑнӑн 19-мӗшне ҫак кун православи чиркӗвӗнче Михаил архангела, тӳпери ҫар хӳтӗлевҫине, сума сунӑ кун пулнӑ май суйласа илнӗ.

Уяв историйӗ

Хӗҫ-пӑшал ӑсталакан ӑстасен професси уявӗн валли куна ӑнсӑртран суйласа илмен: авӑнӑн 19-мӗшӗнче православи тӗнне ӗненекенсем хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсен хӳтӗлевҫи шутланакан Михаил архангел хӳтӗлевҫине чыслаҫҫӗ. Професси уявӗн кунне суйланӑ чухне «Мускав кремлӗ» музей комплексӗ Мускав Кремлӗн Хӗҫпӑшаллӑ палатӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки историллӗ справки хатӗрлесе панӑ. Палатӑна хӑҫан йӗркелени паллӑ мар. Хут ҫинче чи пӗрремӗш хут «оружничий» ята (ҫапла хӗҫ-пӑшал ӑсталакан, туянакан, упракан тата юсакан ҫынна каланӑ) 1508 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче асӑннӑ — уявламалли уйӑха ҫапла май палӑртнӑ[1].

Хӗҫпӑшалҫӑ кунӗ ҫамрӑк уяв, ӑна 2010 ҫулта йӗркеленӗ. Професси уявне йӗркелеме Ижевск, Ковров, Тула тата Климовск хулисенчи хӗҫ-пӑшал ӑсталакансем ыйтнӑ. 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче В. В. Путин премьер-министр ӗҫпе «Ижмаш» хӳтӗлев предприятине ҫитсе курнӑ, производство цехӗсен ӗҫӗпе паллашнӑ, предприяти сотрудникӗсемпе калаҫнӑ, Раҫҫейӗн машиностроителӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗпе — Михаил Тимофеевич Калашников паллӑ конструкторпа — тӗл пулнӑ. М. Калашников ҫӗршыври хӗҫ-пӑшал туса кӑларакан чи пысӑк коллективсен ячӗпе Хӗҫпӑшалҫӑ кунне йӗркелеме ыйтнӑ, вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх ҫак уяв кунӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи профессионалсем пӗр-пӗринпе хутшӑнма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма тата ҫыхӑнса ӗҫлессине сӳтсе явма пултарӗҫ[2]. Иккен, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствине Раҫҫей хӗҫпӑшалҫисен союзӗ асӑннӑ пуҫарупа унччен те тухнӑ пулнӑ. Хӳтӗлевпе промышленность комплексӗн мӗнпур ӗҫченӗн, тӑван ҫӗршыври хӗҫ-пӑшал туса кӑларакансен, хӗҫ-пӑшал ӗҫӗ епле аталаннине тӗпчекен историксен тата вырӑс хӗҫ-пӑшалӗн йӑли-йӗркине тӗпчекен ӑстасен професси уявӗн кунне — авӑнӑн 19-мӗшне — Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Д. А. Медведев 2011 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ «Хӗҫпӑшалҫӑ кунне йӗркелесси ҫинчен» Хушупа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ[3].

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Д. А. Медведев Раҫҫейре Хӗҫпӑшалҫӑ кунне йӗркеленӗ май хушура ҫапла тӗллев палӑртнӑ:

Хӗҫпӑшал ӑсталакансем патшалӑха хӳтӗлес тата никама пӑхӑнманлӑха тивӗҫтерес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнине палӑрмалла.

Уява ирттернӗ май пурнӑҫланакан тӗп тӗллевсем: пултаруллӑ ҫамрӑксене хӗҫ-пӑшал отрасльне явӑҫтарасси, асӑннӑ сферӑра ҫӗнӗ аталану ҫулӗсене шырасси тата пурнӑҫласси, пӗр ҫитменлӗхсӗр хӗҫ-пӑшал тӗсӗсем хатӗрлесси.

Кашни ҫулах авӑнӑн 19-мӗшӗнче професси уявӗ ячӗпе хӗҫ-пӑшал хатӗрлекенсем, конструкторсем, хӗҫ-пӑшал тӑвакан инженерсем, ҫавӑн пекех вырӑс ҫар арсеналӗн хӗҫ-пӑшал ӗҫӗн аталанӑвне тата йӑли-йӗркине тӗпчекен историксем салам сӑмахӗсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫак кун митингсем, концертсем, уяв шествисем тата профильлӗ отрасльти мероприятисем иртеҫҫӗ[1].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем