Царукаева Светлана Касполатовна

Царукаева Светлана Касполатовна (ҫур. 1987 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ, Владикавказ) — Раҫҫей йывӑр атлетки, 2011 ҫулхи тӗнче чемпионки, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.

Спорт карьери

Светлана Царукаеван чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ — Парижра 2011 ҫулхи тӗнче чемпионатӗнче(выр.)чăв. 63 кг таран виҫе категорийӗнче ҫӗнтерни. Вӑл рывокра тӗнче рекордне(выр.)чăв. — 117 кг — ҫӗнетнӗ, 138 кг тӗртнӗ, икӗ енпе 255 кг пуҫтарнӑ.

2012 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Царукаева тата Хаджимурат Аккаев «World Weightlifting» журнал версийӗпе «2011 ҫулхи чи лайӑх йывӑр атлет» преми илнӗ. Премин 28 ҫулхи историйӗнче пӗрремӗш хут Раҫҫей спортсменӗсене чи лайӑххисем тесе йышӑннӑ.

Унӑн пухмачӗнче ҫаплах 2006—2009 ҫулсенчи тӗнче чемпионачӗсен 3 кӗмӗл медалӗ.

Светлана Царуалева 2008 ҫулхи Пекинри Олимпиадӑна(выр.)чăв. хутшӑннӑ, анчах рывокри пуҫламӑш виҫене ҫӗклеймен.

2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче спорт карьерине вӗҫлесси пирки пӗлтернӗ[1].

2017 ҫулхи акан 5-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери олимп комитечӗ Царукаева 2012 ҫулхи Олимп вӑййисен кӗмӗл медалӗсӗр тӑратса хӑварнӑ[2][3].

Спортри ҫитӗнӗвӗсем

Ҫул Ӑмӑрту Ирттернӗ

вырӑн

Виҫе

категорийӗ

Рывок Толчок Икӗ енпе

пӗтӗмӗшле

Вырӑн
2006 Тӗнче чемпионачӗ Санто-Доминго 58 кг ҫитиччен 108.0 кг 125.0 кг 233.0 кг 2
2007 Тӗнче чемпионачӗ Чианг-Май 63 кг ҫитиччен 115.0 кг 135.0 кг 250.0 кг 2
2009 Европа чемпионачӗ Бухарест 63 кг ҫитиччен 103.0 кг 128.0 кг 231.0 кг 3
2009 Тӗнче чемпионачӗ Коян 63 кг ҫитиччен 111.0 кг 135.0 кг 246.0 кг 2
2010 Европа чемпионачӗ Минск 63 кг ҫитиччен 114.0 кг 130.0 кг 244.0 кг 2
2011 Европа чемпионачӗ Хусан 63 кг ҫитиччен 112.0 кг 133.0 кг 245.0 кг 2
2011 Тӗнче чемпионачӗ Париж 63 кг ҫитиччен 117.0 кг WR 138.0 кг 255.0 кг 1
2012 Олимп вӑййисем Лондон 63 кг ҫитиччен 112.0 кг 125.0 кг 237.0 кг DSQ

Хисепӗсем

Каçăсем