Цветов Юрий Викторович

Цветов Юрий Викторович (ҫур. 1968 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ, Пермь) — Раҫҫей ҫар ҫынни, полковник, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1968 ҫулхи пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Пермь хулинче ҫуралнӑ.

1989 ҫултанпа, Рязаньти аслӑ сывлӑш-десант команда училищине(выр.)чăв. вӗренсе пӗтерсен, Одесса, кайран Ҫӗпӗр ҫар округӗсенче, парашютпа десант взвочӗн командирӗнчен пуҫласа парашютпа десант полкӗн штаб пуҫлӑхӗн ҫумӗ таран хӗсметре тӑнӑ.

1996 ҫулхи кӑрлач — командир ҫумӗ, парашют-десант батальонӗн (Наро-Фоминск(выр.)чăв., Мускав ҫар тӑрӑхӗ(выр.)чăв.) командирӗ.

Ҫурҫӗр Кавказри террора хирӗҫ операцин ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. 1999 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче пӗр ҫухатусӑр Ҫӗнӗ Лак районӗнче (Дагестан) пӗр ҫӳллӗше ярса илес енӗпе ҫапӑҫу ирттернӗ. Аманнӑ пулнӑ, боевиксен огневой точкисене, укрепленийӗсене тӗппипех пӗтеричченех ҫапӑҫу хирӗнчен тухман[1].

Дагестан Республикинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн РФ Президенчӗн 1999 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Цветов Юрий Викторович майора Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[1].

2002 ҫултанпа, РФ Сывлӑш ҫар вӑйӗсен Общевойсковой академине пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑрттӑнлӑх режимӗн пайӗн пуҫлӑхӗ, унтан ҫар чаҫӗн командирӗн ҫумӗ (Мускав, РФ ятарлӑ строительствӑн Федераллӑ служби) пулса ӗҫленӗ. 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче полковник хисепӗнче запаса кӑларнӑ.

2006—2010 гҫулсенче — «Потенциал» НПО. тӗп директорӗ. 2009 ҫулта Раҫҫей Федераци Президенчӗ ҫумӗнчи патшалӑх хӗсмечӗн академине(выр.)чăв. вӗренме кӗнӗ.

Паттӑрсен Клубӗн правлени пайташӗ, Мускавӑн Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ административлӑ округӗнчи Паттӑрсен секцийӗн председателӗ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Цветов Юрий Викторович. warheroes.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.

Каçăсем


Категори: Кисан аслӑ сывлӑш-десант команда училищинче вӗренсе тухнисем

Категори: Иккӗмӗш чечен вӑрҫине хутшӑннисем

Темӑпа ҫыхӑннисем