Циблиев Василий Васильевич

Циблиев Василий Васильевич (ҫур. 1954 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Ореховка[d], Крым облаҫӗ[d]) — Раҫҫей космонавчӗ, генерал-лейтенант, 2003—2009 ҫулсенче — Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх космонавтсене хатӗрлекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗн пуҫлӑхӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1971 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухса Харьковри С. И. Грицевец ячӗллӗ вӗҫевҫӗсен аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ, ӑна 1975 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӗҫленӗ.

Циблиев лётчик пулса хӗсмете Германири совет ҫарӗсен ушкӑнӗнче 296-мӗш истребитель полкӗнче пуҫланӑ. Унта вӑл 1976 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «3-мӗш класслӑ ҫар летчикӗ» квалификацие илнӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Циблиева 85-мӗш Гварди истребитель авиаци полкне куҫарнӑ, унта ҫурла уйӑхӗнче «2-мӗш класслӑ ҫар лётчикӗ» квалификацие илнӗ, 1979 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче — «1-мӗш класслӑ лётчик» (ҫар вӗҫевҫи). Унтан звено командирӗ пулса тӑнӑ.

1980 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Совет Союзне таврӑннӑ, Одесса ҫар округӗнче 161-меш авиаци полкӗн звено командирӗ пулса хӗсмете тӑснӑь. 1982 ҫулта унӑн звенине полкра чи лайӑххи тесе йышӑннӑ, Циблиева «Лётчик-инструктор» квалификаци панӑ. 1983 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче авиаци эскадрильин командирӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Полкри чи лайӑх вӗҫевҫӗсенчен пӗри пулнӑ май 1984 ҫулта Мускав облаҫӗнчи Монино хулинчи Юрий Гагарин ячӗллӗ Хӗрлӗ Ялавлӑ ҫар-сывлӑш академине(выр.)чăв. вӗренме янӑ. 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче диплом илнӗ.

1987 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче космонавта суйлас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комиссин йышӑнӑвӗпе Василий Циблиева ЦПК ВВС космонавчӗсен отрядне илме сӗннӗ. 1987 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗнче космонавтсен отрядне кандидат вырӑнне йышӑннӑ. 1987 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен пӗтӗмӗшле космос хатӗрленӗвӗ иртнӗ, ӑна вӗҫлесен «Космонавт-тӗрӗслевҫӗ» квалификацине илнӗ. ОКП программине парашют хатӗрленӗвӗ те кӗнӗ. 1990 ҫул пуҫламӑшӗнче Циблиева «Парашютпа десант хатӗрленӗвӗн инструкторӗ» квалификацине панӑ. ОКП хыҫҫӑн Василий Циблиев ушкӑн шутӗнчи «Мир» ОК ҫине каймалли космос вӗҫевне хатӗрленнӗ.

1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Василий Циблиев ЭО-13 программӑпа иккӗмӗш экипаж командирӗ пулса Юрий Владимирович Усачёвпа пӗрле вӗҫеве тӳрремӗнех хатӗрленме тытӑннӑ. 1993 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче вӑл «Союз ТМ-16» КК командирӗн Геннадий Михайлович Манаковӑн дублёрӗ пулнӑ.

1993 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 24-мӗшӗччен Циблиев ЭО-14 программӑпа тӗп экипажӑн командирӗ пулса Александр Александрович Серебровпа тата Ж. П. Эньер французпа пӗрле хатӗрленнӗ. Василий Циблиев космос вӗҫевӗн опычӗ пулман пулин те, 1993 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗнче ӑна ССКП ТК управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара, Циблиев вӗҫеве тухичченех отрядран юридици йӗркипе тухнӑ, анчах ҫак факт ӑна космоса вӗҫме чӑрмантарман.

Хӑйӗн пӗрремӗш космос вӗҫевне Василий Циблиев 1993 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 1994 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен Александр Серебровпа, ҫаплах Ж. П. Эньерпе, Геннадий Манаковпа, Александр Полещукпа, Виктор Афанасьевпа, Юрий Усачёвпа тата Валерий Поляковпа пӗрле ирттернӗ.

Вӗҫев хыҫҫӑнхи реабилитаци вӗҫленсен Василий Циблиев ЦПК-на космонавтсен отрядне тавӑрма ыйтнӑ, 1994 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗнче унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Ӑна пӗчӗк должноҫа — ЦПК ВВС космонавчӗсен отрячӗн космонавт-испытательне — лартнӑ та каллех ушкӑн йышӗнче вӗҫме хатӗрленме тытӑннӑ.

1995 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче СҪВ Тӗп ҫарпуҫӗн приказӗпе Василий Циблиева космонавтсен отрячӗн командирӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

1996 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Василий Циблиев «Союз ТМ-23» КК командирӗн Юрий Иванович Онуфриенкӑн дублёрӗ пулнӑ. 1996 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче пӗрремӗш экипаж командирӗ пулса вӗҫеве хатӗрленме тытӑннӑ. «Союз ТМ-25» КК вӗҫевӗ Василий Циблиевшӑн иккӗмӗш пулса тӑнӑ.

1997 ҫулта Мускав геодезипе картографи патшалӑх университетӗнчен(выр.)чăв. (МИИГАИК) вӗренсе тухнӑ. Техника ӑслӑхӗсен кандидачӗ[1][2].

2003 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи пуш уйӑхӗччен Ю. А. Гагарин ячӗллӗ Космонавтсен хатӗрленӳ центрне ертсе пынӑ. 2009 ҫулхи раштав уйӑхӗнче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсенчен генерал-лейтенант званипе ӗҫрен тухнӑ. Ӗҫрен кӑларнӑ хыҫҫӑн (2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ тӗлне) КХЦ пуҫлӑхӗн канашҫи пулса ӗҫленӗ[3].

2025 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Василий Циблиева «Крымӑн хисеплӗ гражданинӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ку чыса вӑл Никита Михалков кинорежиссёрпа, Раҫҫей халӑх артисчӗпе пӗрле илнӗ. Крым влаҫӗсем Циблиев Крымри Космос ҫыхӑнӑвӗн центрӗн ӗҫне йӗркелеме, Роскосмоспа ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ[4].

Статистика

# Старт карапӗ Старт, UTC Экспедици Лартнӑ карап Ларнӑ, UTC Вӗҫев Уҫӑ космоса тухни Уҫӑ космосри вӑхӑт
1 Союз ТМ-17 01.07.1993, 14:32 Союз ТМ-17, Мир-14 Союз ТМ-17 14.01.1994, 08:18 196 талӑк 17 сехет 45 минут 5 14 сехет 13 минут
2 Союз ТМ-25 10.02.1997, 14:09 Союз ТМ-25, Мир-23 Союз ТМ-25 14.08.1997, 12:17 184 талӑк 22 сехет 07 минут 1 04 сехет 59 минут
381 талӑк 15 сехет 52 минут 6 19 сехет 11 минут

Ҫемье

  • Мӑшӑрӗ — Лариса Ивановна;
  • ывӑлӗ Василий (1978);
  • хӗрӗ Виктория (1983).

Ҫар хисепӗсем

  • лейтенант (23.10.1975);
  • аслӑ лейтенант (05.11.1977);
  • капитан (05.12.1979);
  • майор (20.03.1984);
  • подполковник (29.10.1989);
  • полковник (01.07.1993);
  • генерал-майор (18.06.2001);
  • генерал-лейтенант (16. 12. 2004).

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (1994, кӑрлач, 14) — «Мир» орбитӑри ӑслӑлӑхпа тӗпчев комплексӗнче космос вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн;
  • «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль(выр.)чăв. (1994, кӑрлач, 14);
  • «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӑн III степенӗ (1998 ҫулхи акан 10-мӗшӗ) — «Мир» орбитӑри ӑслӑлӑхпа тӗпчев комплексӗнче вӑрах космос вӗҫевӗ вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн;
  • «Космоса алла илес ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2011 ҫулхи акан 12-мӗшӗ) — космос уҫлӑхне тӗпчес, алла илес тата усӑ курас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, обществӑлла хастар ӗҫленӗшӗн;
  • «Ҫар ӗҫӗнче палӑрнӑшӑн» медаль;
  • Алексей Леонов медалӗ (Кемӗр облаҫӗ, 2015) — уҫӑ космоса ултӑ хутчен тухнӑшӑн;
  • СССР тата Раҫҫей Хӳтӗлев министерствисен юбилей тата ведомство медалӗсем;
  • «Хӗҫпӑшаллӑ тӑванлӑха ҫирӗплетнӗшӗн» медаль (Болгари);
  • «Хастар обществӑлла ӗҫшӗн» медаль (НАСА Public Service Medal);
  • Раҫҫей Федерацин вӗҫевҫӗ-космонавчӗ (1994, кӑрлач, 14) — «Мир» орбитӑри ӑслӑлӑхпа тӗпчев комплексӗнче космос вӗҫевне ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав вӑхӑтрах пысӑк профессионализм кӑтартнӑшӑн;
  • В. Высоцкий ячӗллӗ «Своя колея» преми лауреачӗ (1997).

Вуламалли

  • И. А. Маринин, С. Х. Шамсутдинов, А. В. Глушко (составители). Советские и российские космонавты. 1960—2000 / Под редакцией Ю. М. Батурина. — М.: ООО Информационно-издательский дом «Новости космонавтики», 2001. — ISBN 5-93345-003-0.

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем