Чăваш энциклопедийĕ
Чăваш энциклопедийĕ | |
Автор: | Исаев Юрий Николаевич (тĕп ред.) тата ыт. |
---|---|
Жанр: | Энциклопеди хыпарĕсен кăларăмĕ |
Тăван кăларăм чĕлхи: | вырăс |
ISBN: | 576701471X / 9785767015498 / 9785767017195 / 9785767019311 |
Чăваш энциклопедийĕ — универсаллă 4 томлă энциклопеди хыпар кăларăмĕ. Алфавит йĕркелĕхĕпе Чăваш Республикин администраци тытăмлăхĕ, историйĕ, ăслăхĕ тата культури, çаплах пĕрлĕх-политика пурнăçĕ, ӳнер, архитектура, экономика аталанăвĕ тата çутçанталăкпа климачĕ пирки хыпарсене кăтартнă. Энциклопедире Чаваш Енĕн аталанăвне чылай ӳсĕмлесе историе кĕрсе юлнă пайăр çынсен кĕске биографисене кĕртнĕ.
Истори
«Чăваш энциклопедине» кăлариччен 2001 çулта «Кĕске чăваш энциклопедийĕ» пичетрен тухнă. Тепĕртакран нумай томлă кăларăма хатĕрлеме пикеннĕ, 17 отраçлĕ редакцине йĕркеленĕ. Материала 300 автор — ăслăх ĕçтешĕсем, журналистсем, тăван ене тĕпчекенсем — пухнă.
Ăнлантарни
Энциклопедире 13 пине яхăн статья, вĕсенчен 8 пине яхăн — тематика хыпарлисем, 5 пин — Чăваш Енре çуралнă тахçанхи çынсемпе халĕ пурăнакансем, чăваш диаспори çыннисем пирки. 3 пин ытла схемă, карттă, ӳкерчĕк, фотографи вырнаçтарнă[1].
Тĕп редактор — Исаев Юрий Николаевич.
Çав. пекех
Литература
- Бойко И. И. . — Шупашкар. — С. 49—60. — 130 с.
- Бойко И. И. . — Хусан. — С. 18—23.
- Бойко И. И. . — Ĕпхӳ. — С. 50—52.
- Воронов Л. Н. . — Шупашкар. — С. 87—90. — 130 с.
- Головина Н. С. . — Ĕпхӳ. — С. 86—92. — 158 с.
- Головина Н. С., Малясова Н. Б. . — Шупашкар. — С. 41—45.
- Головина Н. С., Смирнова Н. Б. . — Хусан. — С. 145—150.
- Головина Н. С., Смирнова Н. Б. . — Ĕпхӳ. — С. 185—188.
- Григорьев В. С. / АН Республики Татарстан, Институт татарских энциклопедий. — Хусан. — С. 47—56.
- Григорьев В. С. . — Шупашкар. — С. 15—22. — 130 с.
- Лохонова Г. М. Учёные Чебоксарского кооперативного института в Чувашской энциклопедии // Вестник Российского университета кооперации. — 2010. — № 1. — .
- Смирнова Н. Б. . — Ĕпхӳ. — С. 93—100. — 158 с.
- Шуверов В. Б. Исторический портрет носителей научно-технического прогресса в сельском хозяйстве (по материалам энциклопедических изданий Чувашии) // Вестник НИИ гуманитарных наук при Правительстве Республики Мордовия. — 2012. — № 3. — .