Челси Лондон ФК

Че́лси (акăл. Chelsea F.C.) — Лондонри англи футбол клубĕ. Клуба лондон Челси район ятне панă, стадионĕ — Стэмфорд Бридж.

Истори

Футбол клубне 1905 çулта никĕсленĕ, ăна Акăлчан Футбол Лигин иккĕмĕш дивизионне 1905 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче илнĕ. Кил стадионĕСтэмфорд Бридж, 1877 çулта хута янă, «Челси» ушкăна валли ятарласа туса хунă.

Халĕ клубăн хуçи раççей усламçи Роман Абрамович. «Челси» фанĕсем çакна пула футбол вăййи вăхăтĕнче хутран-ситрен «Калинка-малинка» юрлаççĕ.

2007 çулхи авӑн, 20 Моуринью ĕçрен тухнине клуб официаллă пĕлтерчĕ: «Паян „Челси“ ФК тата Жозе Моуринью пĕрле ĕçлес килĕшĕвне хăйсен кăмăлĕпех çурчĕç».

Халĕ тĕп тренер пулса бразили çынни — Луис Фелипе Сколари вăй хурать, унчен вăл Бразилин тата Португалин пуху футбол ушкăнĕн тĕп тренерĕ пулса ĕçленĕ.

Вылявçисем