Чемышев Андрей Валерьевич
Чемышев Андрей Валерьевич (ҫур. 1970 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ, Большая Мушка[d], Мари АССР[d]) — Раҫҫей мари чӗлхеҫи тата чӗлхе хастарӗ, Мари Элӗн чӗлхе, литература тата истори институчӗн ӗҫтешӗ.
Кун-ҫулӗ
Мари АССРӗн Сернур районӗнчи Мӑн Мушка ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ҫармӑс чӗлхине тӑван пек пӗлнӗ. Шкул хыҫҫӑн Ленинграда кайнӑ, унта Ленинградри аслӑ ҫар инженери ҫыхӑну училищинчен «Радиоҫыхӑну» специальноҫпе вӗренсе тухнӑ. 2005 ҫултанпа «Мари Эл Радио»-ра ӗҫленӗ. 2011 ҫулта Сыктывкарти Патшалӑх службипе управленийӗн Коми республикин академине ӗҫлеме вырнаҫнӑ, унта FU-Lab проекта — Финн-угор чӗлхисемпе информаци тӗлӗшпе усӑ курма пулӑшакан регионсем хушшинчи лабораторие — хатӗрлеме пуҫӑннӑ. FU-Lab сайтра ҫармӑс, коми тата ытти чӗлхесен цифрӑланӑ словарӗсем, коми чӗлхин корпусӗ, вӗрентекен хӑнӑхтарусем, орфографие тӗрӗслемелли хатӗрсем, конвертерсем тата ытти усӑллӑ япаласемсем пур[1].
2016 ҫултанпа Мари Элӗн чӗлхе, литература тата истори институтӗнче ӗҫлет, унта лексикологи тӗпчевӗсемпе, словарьсем тӑвассипе тата мари чӗлхипе Тӗнче тетелӗнче усӑ курассине анлӑлатас енӗпе ӗҫлет. «Марий йогын» (улăхри мари Марий йогын — «Мари юхӑмӗ») ятлӑ пӗрремӗш ҫармӑс подкастне тӑваканӗ[2], «Контактра» халӑх тетелӗн интерфейсне ҫармӑс чӗлхи ҫине куҫараканӗ[3]. Ҫармӑс чӗлхин наци корпусне тӑвассипе ӗҫлет[4]. Чӗлхе хастарӗсен «Чӗлхесен ҫӗршывӗ» пӗрлешӗвне хутшӑнакан[5].
«Айвика» ӑслӑ колонка
2021 ҫултанпа Андрей Чемышев сасӑ технологийӗсемпе виҫӗ тапхӑрпа ӗҫлеме тытӑннӑ: калаҫу синтезаторне йӗркелесси, калаҫӑва уйӑрса илсе искусство интеллекчӗпе усӑ курасси. Калаҫакан синтезатор тумашкӑн аудиокорпус пуҫтарнӑ: ҫармӑс авторӗсен хайлавӗсене, ҫавӑн пекех куҫарнӑ калавсене, повеҫсене, библине мари чӗлхипе сасӑлатнӑ. 70 аудиохайлав пухнӑ — М. Шкетан ячӗллӗ Мари наци драма театрӗн актёрӗн Певел Ефимов сассине 15 ытла сехет ҫыртарнӑ. Ҫырса илнӗ аудиокӗнекесене (вӗсен пӗр пайӗнчен датасет хатӗрленӗ) «Контактри» «Марий йогын» подкастра[6], «Яндекс.Музыкӑра», Apple Podcasts-ра итлеме май пур[7].
2022 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Common Voice платформине ҫармӑс чӗлхине кӗртнӗ. Сасӑран сӑмахсене уйӑрса илме ҫармӑс чӗлхиллӗ калаҫӑва 300 сехет ытла сехет ҫырса илнӗ. 489 ҫын хутшӑннӑ[8]. 100, 1000 уйрӑм пуплев ҫырса илнӗ ҫынсем хушшинче Раҫҫейри ҫармӑссен Федераллӑ наципе культура автономийӗ ятӗнчен блютуз гарнитурӑсемпе смартфонсем илме вӑйӑ ирттернӗ. Пухнӑ сасӑсен никӗсӗ ҫинчен Айгиз Кунафин программист ҫармӑсла калаҫӑва уйӑрса илме пултаракан чат-бот йӗркеленӗ.
Павел Ефимовӑн сассине тӗпе хурса хатӗрленӗ арҫынла синтезатор ҫумне 15 сехет пухса хӗрарӑм сассине хушнӑ.
2023 ҫулта Мари патшалӑх университечӗ ҫумӗнчи наци цифра лингвистикин лабораторийӗнче А. В. Чемышев ертсе пынипе искусствӑллӑ интеллекта вӗрентме тытӑннӑ[9]. Ӑслӑ колонкӑна «Айвика» (iВика) ят панӑ. Пӗрремӗш теста пушкӑртсен «Һомай» ӑслӑ колонкин никӗсӗ ҫинче ирттернӗ. Айвика ыйтусем ҫине хуравлама пӗлет, анчах хуравланӑ чухне кӑшт вӑхӑта тӑсни пур, ҫакна пула калаҫу синтезӗн модельне ҫӗнӗрен вӗрентме тивнӗ[10]. 250 колонок кӑларма палӑртса хунӑ.
2023 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа хальхи вӑхӑтчен «РУВИКИ» Раҫҫей интернет-энциклопедийӗнче ӗҫлет, ҫармӑс (улӑх) уйрӑмӗн ертӳҫи шутланать. 2024 ҫултанпа чӗлхесен уйрӑмӗсен координаци пайне ертсе пырать.
Обществӑлла позици
Чыславӗсем
- 10 томлӑ «Словарь марийского языка» (1990—2005), «Марий орфографий мутер» («Мари орфографи словарӗ») (2011), «Марий электрон мутер» («Мари электронлӑ словарӗ») (2011) кӗнекесемшӗн[12], ҫавӑн пекех Мари чӗлхин танлаштаруллӑ словарӗшӗн (2021)[13] Мари Эл Республикин М. Н. Янтемир ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ.
- 2021 ҫулта «Тӑван чӗлхесене упраса хӑварас тата аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн» номинацире Пӗтӗм Раҫҫейри «Наци мӑнаҫлӑхӗ» общество премийӗн лауреачӗ[14] пулса тӑнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ FU-Lab. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Первый подкаст на марийском языке запустили в Йошкар-Оле (выр.). «Кидшер» (17 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Активисты восстановили марийский интерфейс «ВКонтакте». Uralistica (6 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗ.
- ^ Национальный корпус марийского языка планируется запустить в 2020 году. Кидшер (24 акан 2019). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
- ^ Махум — команда. Страна языков. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Первый подкаст на марийском языке запустили в Йошкар-Оле (выр.). «Кидшер» (17 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Первый шаг на пути создания «Алисы» на марийском языке пройден (ru-RU). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Пользователи записали более 300 часов речи марийского языка для проекта Common Voice (ru-RU). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Лингвист из Йошкар-Олы работает над созданием марийской умной колонки (ru-RU). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Андрей Чемышев рассказал, что уже умеет умная колонка iВика ил Айвика(паллӑ мар). ВК Видео. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Лингвист предложил установить на компьютерах госорганов марийскую раскладку клавиатуры (выр.). Кидшер (20 пушӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Общие сведения об институте. Марийский научно-исследовательский институт языка, литературы и истории им. В. М. Васильева при Правительстве Республики Марий Эл. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
- ^ от 20 декабря 2021 г. № 219. mari-el.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Андрей Чемышев стал лауреатом премии "Гордость нации" (выр.) (20 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Окно в марийский интернет: йошкаролинец Андрей Чемышев о письме Биллу Гейтсу и создании марийской «Алисы». Марийская правда (13 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Чемышев, Андрей Валерьевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |