Шавлама
Шавлама, — XVII ӗмӗр варринче пурăннă ĕлĕххи чăваш юрăçи, сăвăçи. Шавлама хальхи Чăваш Енĕн кăнтăр тăрăхĕнче, Юхма текен пайĕнче, Арансайпик никĕсленĕ Юхма-Упи ялĕнче пурăннă. Вăл кĕрешӳçĕ-юрăçă пулнă.
Пурнăçĕ
Халăхра каласа кăтартнă тăрăх, Шавламана питлев юррисем-экиетсем юрланишĕн Шăнкăртан çĕрме пуянĕ Эптĕлмен йытăсемпе туллаттарса вĕлернĕ.
Шавлама юррисем
Шавлама çинчен чăваш халăхĕ питĕ нумай хайлав упраса хăварнă. Унăн юррисене тĕрлĕ çĕрте ăсчахсем, тăван ен тĕпчевçисем тата вĕрентӳçĕсем çырса илнĕ.
Вуламалли
Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.