Шапокляк (мультфильм)

«Шапокляк» — Роман Качанов режиссёр «Союзмультфильм» киностудире 1974 çулта ӳнерленĕ пукане мультипликаци фильмĕ. «Чебурашка» (1971) мультфильмне малалла тăсни.

Сюжет

Чебурашкăпа Крокодил Гена тинĕс хĕрне канма пуйăспа каяççĕ, анчах та Шапокляк вĕсен билечĕсене, укçа хутаçне вăрлать. Çапла вара икĕ туса Мускавран 200 км кайсанах станцире кăларса хăвараççĕ. Генăпа Чебурашка каялла таврăнаççĕ, вăя çухатса пынипе япаласене пăрахса хăвараççĕ, Шапокляк дрезина çинче вĕсен япалисене пуçтарса пырать. Малашне туссем браконьерсемпе кĕрешеççĕ, Мускав таврашĕнчи вăрмансемпе юханшывсен экологине хӳтĕлеççĕ.

Сăнарсене саса кĕртнĕ

Пултарулăх ушкăнĕ

Юрăсем

Мультфильма Валентин Шаински композиторпа Эдуард Успенски поэт капăрлатнă:

  • «В Подмосковье водятся лещи»
  • «Голубой вагон»[1]

Генăпа Чебурашка пирки серинчи урăх мультфильмсем

Асăрхавсем

  1. ^ . — М.: «Советский композитор». — С. 10-12. — 41 с.