Шордеев Антон Григорьевич
Шордеев Антон Григорьевич (1931 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Шуркасси (Йĕпреç районĕ)|Шуркасси, Йӗпреҫ районӗ, Чӑваш АССР — 1990 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ, Шуркасси, Йӗпреҫ районӗ) – совет ял хуҫалӑхӗн передовикӗ, Чӑваш АССР Йӗпреҫ районӗнчи «Трудовик» колхоз председателӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1973).
Кун-ҫулӗ
1931 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Йӗпреҫ районӗнчи Шуркасси ялӗнче, (халӗ — Чӑваш Республики), чӑваш хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пысӑк Упакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула вӗренсе пӗтернӗ. Пӗчӗклех ашшӗсӗр тӑрса юлнӑ та вунӑ ҫула ҫитсенех, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче, конюхра ӗҫлеме тытӑннӑ: хуралланӑ, кӳлнӗ, сухаланӑ, ҫулнӑ, авӑн ҫапнӑ. Кӑшт ҫитӗнсенех, опыт пухсан, ӑна Йӗпреҫ районӗнчи «Строитель» колхозӑн 3-мӗш уй-хир бригадин бригадирне лартнӑ. Кӗске вӑхӑт хушшинче вӑл бригадӑна малтисен ретне кӑларнӑ[1].
1951 ҫулта колхозсене пӗрлештернӗ. Шуркассинчи «Строительпе» кӳршӗри Шӗпекеч ялӗнчи «Осоавиахим» колхоз «Трудовик» ятлӑ пӗр хуҫалӑха пӗрлешнӗ. 1961 ҫулта колхозниксем ҫӗнӗ председателе А. Г. Шордеева суйлама йышӑннӑ, вӑл шаннӑ ӗҫе ӑста пуҫӑннӑ, хӑйӗн ӗҫӗнче ял хуҫалӑхне тытса пымалли ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курма тытӑннӑ. «Трудовик» колхоз питӗ хӑвӑрт малти вырӑна тухса районти нумай хуҫалӑхшӑн опытлӑ площадка пулса тӑнӑ. Колхоз КПСС райкомӗн тата ӗҫҫыннисен депутачӗсен районти Канашӑн Октябрь революцийӗ 50 ҫул тултарнине халалласа куҫса пыракан Хӗрлӗ ялавне тивӗҫнӗ, колхоза Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ. 1970 ҫулта колхозра тырпула халиччен пулман тухӑҫлӑхпа туса илнӗ: пӗрчӗллӗ тырра — 30 центнер ытла, ҫӗрулмине — гектартан 300 центнера яхӑн. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине вӑйлӑ аталантарнӑ. Хуҫалӑхра ӑратлӑ ӗнесем кӑна пулнӑ, мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли кӗтӳ пулнӑ. Сурӑх тата сысна фермисенче те ӑратлӑ выльӑхсем ӳстернӗ[1].
Пӗтӗм Союзри социализмла ӑмӑртура тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн тата 1973 ҫулта патшалӑха тырӑ тата ҫӗр ӗҫӗн ытти ҫимӗҫӗсене туса илессине ӳстерес тата сутас енӗпе йышӑннӑ обязательствӑсене пурнӑҫлас ӗҫре палӑрнӑ ӗҫ паттӑрлӑхӗшӗн СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1973 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнчи Указӗпе Антон Григорьевич Шордеева Ленин орденӗпе «Ҫурла тата Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ятпа чысланӑ.
«Трудовик» колхоз председателӗ пулса 1978 ҫулччен ӗҫленӗ. 1979 ҫултанпа Пысӑк Упакасси ял Канаш ӗҫтӑвкомӗн халӑх депутачӗсен председательне лартнӑ. Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн 8-мӗш пухӑвӗн депутатне (1971–1975, ӗҫ тата хӗрарӑмсен, ача амӑшӗн тата ачалӑха сыхламалли ыйтусем енӗпе ӗҫлекен Комисси членӗ), КПСС Йӗпреҫ райкомӗн бюро членне, Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ял канашӗн депутатне суйланӑ[1].
Шуркасси ялӗнче пурӑннӑ. 1990 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вилнӗ. Шуркасси ял ҫӑвинче пытарнӑ[1].
Хисепӗсем
- 1973 ҫулта Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ.
- Ленин орденӗпе наградӑланӑ (икӗ хутчен) (1971 ҫ. акан 8-мӗшӗ; 1973 ҫ. раштавӑн 11-мӗшӗ)
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ,
- «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль (1966 ҫ. ҫӗртмен 23-мӗшӗ),
- ытти медальсем.
Астӑвӑм
- Шуркасси ялӗнче Паттӑра халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ.
- 2011 ҫулта Йӗпреҫри Мухтав аллейинче барельеф уҫнӑ.
Каҫӑсем
Шордеев Антон Григорьевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра