Шостаковский Вячеслав Николаевич

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Шостаковский Вячеслав Николаевич
Çуралнă вăхăт 23.10.1937(1937-10-23) (86 ҫулта)
Çуралнă вырăн
Альма-матер
Премисемпе чысланисем
Халăхсен туслăх орденĕ медаль «За трудовую доблесть» медаль «За освоение целинных земель»

Шостаковский Вячеслав Николаевич (политика ӗҫченӗ, РФ ФС Патшалӑх Думин пӗрремӗш пухӑвӗн депутачӗ (1993-1995)[1].

Кун-ҫулӗ

Львоври медицина институтне вӗренсе пӗтернӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор;

1986–1989 — Мускаври аслӑ парти шкулӗн ректорӗ; пӗтӗм Тӗнчери социаллӑ пурнӑҫпа экономика тата политологи тӗпчевӗсен фончӗн общество пӗлӗвӗсен центрӗн директорӗ (Горбачев фончӗ);

1989-мӗш ҫулта «КПССри демократиллӗ платформа» майлисен юхӑмне хутшӑннӑ;

1990 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче РФ Республика партийӗн (РПРФ) сопредседателӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ, партин сопредседателӗсенчен пӗрне, РПРФ Политканашӗн председательне суйланнӑ;

1994 ҫулта РПРФран тухнӑ та «Демократиллӗ Альтернатива» партин оргкомитечӗн председателӗ пулса тӑнӑ, 1995 ҫулта унӑн председательне суйланнӑ;

1995 ҫ. кӑрлач уйӑхӗнчен — «ЯБЛОКО» общество пӗрлӗхӗн Федераци Канашӗн бюровӗн пайташӗ.

Патшалӑх думин депутачӗ

1993 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫей Федерацийӗн Республика партийӗн IV съездӗнче Явлинскипе пӗр блока пӗрлешме йышӑну тунӑ. Думӑна 12 депутат тӑратнӑ, вӗсенчен 5-шне — Григорий Бондаревпа Валерий Горячева, ҫавӑн пекех парти сопредседателӗсенчен виҫҫӗшне — Вячеслав Шостаковскине, Игорь Яковенкона тата Владимир Лысенкона — Явлинский блокӗнчен депутатсен йышне суйланӑ.

Шостаковский В.Н. Вӗренӳ, культура тата ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ, «Демократиллӗ альтернатива» парти председателӗ пулнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Состав Государственной Думы первого созыва (выр.). Государственная Дума. Тĕрĕсленĕ 17 Ҫу уйӑхӗн 2020.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Шостаковский, Вячеслав Николаевич статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.