Шупашкар экономикӑпа технологи колледжӗ
Шупашкар экономикӑпа технологи колледжӗ (выр. Чебоксарский экономико-технологический колледж) — Чӑваш Республикин вӑтам звенори специалистсемпе квалификациллӗ рабочисемпе служащисене хатӗрлекен патшалӑх автономиллӗ професси вӗренӳ учрежденийӗ.
Историйӗ
Шупашкар экономикӑпа технологи колледжне 1962 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче РСФСР Ял хуҫалӑх продукчӗсене туса илессипе хатӗрлекен министерствин 48 № приказне тӗпе хурса йӗркеленӗ. Вӑл вӑхӑтра вӗренӳ заведенине Шупашкар планпа экономика техникумӗ тенӗ, учет профессийӗсен специалисчӗсене: бухгалтерсене, плановиксене, экономистсене хатӗрленӗ[1][2].
Колледж историйӗн хӑш-пӗр тапхӑрӗсем:
- 1978 ҫулта «Тырӑ упрамалли тата тирпейлемелли технологи» специальнӑҫлӑ технологи уйрӑмӗ уҫӑлнӑ[2].
- 1979 ҫулта колледжа Чӑваш АССРӗнчи ятарлӑ вӑтам вӗренӳ заведенийӗсем валли база тесе палӑртнӑ[1].
- 1993 ҫулта техникума республикӑра пӗрремӗш Шупашкар экономикӑпа технологи колледжӗ — пысӑк шайри вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ заведенийӗ туса хунӑ[1].
- 1994 ҫулта колледж «Ҫӑкӑр, кондитер тата макарон изделийӗсен технологийӗ» специальноҫа вӗрентме йышӑнма пуҫланӑ[2].
- 1996 ҫултанпа ЧР Архив ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗ хушнипе пӗрремӗш хут «Управление документаци тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси тата архив тӗпчевӗ» специальноҫпа абитуриентсене йышӑннӑ.
- 1999 ҫулта технологи уйрӑмӗнче «Йӳҫетекен производствӑсен технологийӗ тата эрех тӑвасси» специальноҫ уҫнӑ[2].
- 2003 ҫултанпа колледжра «Обществӑлла апатлану продукцийӗн технологийӗ» специальноҫ уҫма йышӑннӑ. Ҫак ҫул-йӗре аталантарма 2007 ҫулта «Обществӑлла апатлану службине йӗркелесси» специальноҫ уҫнӑ.
- 2002 тата 2007 ҫулсенче колледжа продукци (услугӑсен) пахалӑхӗ енӗпе пысӑк кӑтартусем тунӑшӑн Чӑваш Республикин Президенчӗн премине панӑ[2].
- 2005 тата 2008 ҫулсенче колледж «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» программа-конкурсӑн регионти тапхӑрӗн лауреачӗ («Услуги» номинацире), 2008 ҫулта «Продукципе услугӑсен пысӑк пахалӑхӗпе конкурентлӑхӗшӗн» Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пахалӑх премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ[2].
- 2017 ҫулта вӗренӳ заведенине «Пулӑшу сферинчи малта пыракан колледж» статуспа тивӗҫтернӗ тата вӑл инклюзивлӑ вӗрентӳ енӗпе профессиллӗ тӗп организаци пулса тӑнӑ[1].
Профессисем
Колледжра 20 тӗрлӗ специальнӑҫа вӗрентеҫҫӗ[3]:
- Ӳсентӑран чӗр таварӗн апат-ҫимӗҫ технологийӗ (квалификаци — «Техник-технолог»);
- Управлени докуменчӗсемпе тивӗҫтересси тата архив тӗпчевӗ (квалификаци — «Управленипе архив ӗҫне документсемпе тивӗҫтерекен специалист»);
- Чрезвычайлӑ лару-тӑрура оперативлӑ (васкавлӑ) реакци йӗркелесси (квалификаци — «Васкавлӑ чӗнӳсене йышӑнакан тата тирпейлекен специалист»);
- Экономика тата бухгалтер учечӗ (отрасльсемпе) (квалификаци — «Бухгалтер»);
- Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ (квалификаци — «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн специалисчӗ»);
- Чрезвычайлӑ лару-тӑрура хӳтӗлесси (квалификаци — «Чрезвычайлӑ лару-тӑрура хӳтӗлекен специалист»);
- Банк ӗҫӗ (квалификаци — «Банк ӗҫӗн специалисчӗ»);
- Пилотсӑр авиаци системисене ӗҫлеттересси (квалификаци — «Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен операторӗ»);
- Повар тата кондитер ӗҫӗ (квалификаци — «Повар тата кондитер ӗҫӗн специалисчӗ»);
- Илем индустрийӗн технологийӗсем (квалификаци — «Илемлӗх индустрийӗн специалисчӗ»);
- Ҫӑмӑл промышленноҫ изделийӗсене конструкцилесси, моделлесси тата ӑсталамалли технологи (квалификаци — «Технолог-конструктор»);
- Ҫӗвӗҫ (квалификаци — ҫӗвӗҫ);
- Туризм тата тараватлӑх (квалификаци — «Туризм тата тараватлӑх специалисчӗ»);
- Социаллӑ хӳтлӗх правипе йӗркелӗвӗ (квалификаци — «Юрист»);
- Информаци тытӑмӗсемпе программӑласси (квалификаци — «Веб тата мультимедиа приложенийӗсем хатӗрлекен»);
- Ҫӗвӗҫ (квалификаци — «Натураллӑ тата искусствӑлла пусмасенчен тумтир ҫӗлекен специалист»);
- Информаци тытӑмӗсемпе ресурссен операторӗ (квалификаци — квалификациллӗ рабочи, служащи — «Информаци тытӑмӗсемпе ресурссен операторӗ»);
- Правӑна сыхлас ӗҫ (квалификаци — «Юрист»);
- Кухньӑра ӗҫлекен (квалификаци — «Кухньӑри рабочи»);
- Парикмахер искусстви (квалификаци — «Парикмахер»).
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Историческая справка.Чебоксарский экономико-технологический колледж.chetk.info
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Грани...И хлебопеки, и пивовары...22.05.2010/Грани образования
- ^ Специальности и профессии.Чебоксарский экономико-технологический колледж (ЧЭТК).chetk.info