Эдвард Дженнер
Эдвард Энтони Дженнер (акăл. Edward Anthony Jenner; 1749 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Беркли (Глостершир)|Беркли, Глостершир — 1823 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ, Беркли, Глостершир) — акӑлчан тухтӑрӗ, ахаль шатра чирӗнчен сыхланма вакцинациленессине хатӗрленӗ[5] — ҫакна вӑл этемшӗн хӑрушӑ мар ӗне шатри вирусне прививкӑласа тунӑ. Лондонра шатра чирӗнчен прививка тӑвакан ложӑн пӗрремӗш ертӳҫи (1803).
Лондонти король пӗрлӗхӗн пайташӗ (1789), Париж ӑслӑлӑх академин ют ҫӗршыв пайташӗ (1811; 1808 ҫултанпа — корреспондент).
Кун-ҫулӗ
Эдвард Дженнер 1749 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗнче Англири Беркли хулинче, Глостерширта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ, Стефан Дженнер, Беркли викарийӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Эдвард пуҫламӑш пӗлӗве тивӗҫлӗ шайра илнӗ. Лондонра медицинӑна вӗреннӗ. Вун тӑваттӑра чухне ӑна хулара пурӑнакан Даниэль Лудлоу хирург патне вӗренме янӑ, вӗренӗве малалла вӑл Лондонра тӑснӑ. Унта вӑл анатомие вӗреннӗ, пациентсене сипленӗ, унтан тӑван Берклире практикӑлакан тухтӑр тата хирург пек ӗҫленӗ. 1792 ҫулта Дженнер Сент-Эндрюс университетӗнче медицина степенне тивӗҫнӗ.
Ӗне шатри ҫыншӑн хӑрушӑ маррине халӑхра лайӑх пӗлнӗ: алӑ ҫинче вӑл хӑмпӑсем кӑна хӑварать — ҫав вӑхӑтрах ӗне шатрипе чирлесе ирттернисем ахаль шатра чирӗпе чирлемен те темелле. Ҫакна сӑнанӑ тимлӗ тухтӑр ку интереслӗ пулӑм пирки тарӑн шухӑша путнӑ. Вӑл ерекен чирсемпе кӗрешмелли халӑх меслечӗсене асӑнса хӑварнӑ медицина кӗнекисене тӗпчеме тытӑннӑ. Ҫынсем ҫак хӑрушӑ чиртен сыхланмалли меслетсене мӗн авалтанах шыранӑ. Китайра, тӗслӗхрен, шатра чирӗпе чирленӗ ҫын пӳрӗпе йӗпетнӗ мамӑк татӑкӗсене сӑмсана чикнӗ пулнӑ. Африка халӑхӗсен йӗппе усӑ курса ӳт витӗр шатра пӳрӗпе йӗпетнӗ ҫипе туртса кӑларнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче шатра чирне пула тухнӑ ӳт хыттине вӗтетсе ӳте сӑтӑрнӑ, е сӑмсана вӗрсе кӗртнӗ. Ҫакӑн пек «прививкӑсене» тунӑ хыҫҫӑн чылай ҫын чирлесе ӳкнӗ — ҫак йывӑр эпидеми чирне сарнӑ. Теприсем вара, чӑн та, шатра чирӗпе ҫӑмӑллӑн чирлесе ирттернӗ, ҫапла «хак» тӳлесе чиртен хӑтӑлма пултарнӑ. Ҫакӑ йӑлтах типӗтнӗ ӳт хыттинче чире аталантаракан хӑйӗн вӑйне мӗн шая ҫити ҫухатнинчен килнӗ.
Опыт пухни
Нумай ҫул хушши шатра чирӗнчен сыхланма май паракан меслетсем тупма хӑтланнӑ. Ҫак чире чирлесе ирттернӗ ҫыннӑн иммунитет йӗркеленни тахҫанах паллӑ пулнӑ ӗнтӗ, вӑл иккӗмӗш хут чирлеменнине пӗлнӗ. Тухӑҫра ҫакна сӑнанӑ май шатра чирне ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттернӗ ҫынран илнӗ ӳте сывӑ ҫынсене ҫӗлесе лартма хӑтланса пӑхнӑ. Ҫапла туса прививкӑланӑ ҫын та шатра чирӗпе ҫӑмӑллӑн кӑна чирлесе ирттерсе сывалнӑ хыҫҫӑн иммунитет илессе шаннӑ.
Ҫак практикӑна Англие вунсаккӑрмӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Мэри Уортли Монтегю леди илсе килнӗ, Дженнер усӑ курма тытӑнничченех тӑрӑш практилӑкан меслет пулса тӑнӑ. Дженнера хӑйне те вӑл саккӑрта пулнӑ чухне ҫӑпла майпа шатра чирӗнчен прививкӑланӑ. Анчах та ҫак профилактика меслечӗн пысӑк ҫитменлӗх пулнӑ: ҫапла майпа прививкӑланӑ ҫынсем шатра чирӗпе ҫӑмӑллӑн мар, унӑн йывӑр формипе чирлесе ӳкнӗ — чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн вӗсем сӑнсӑрланса юлнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсенчен икӗ проценчӗ пушшех те чире ҫӗнтереймен, вилнӗ. Чиртен сыхланма урӑх меслет кирли уҫҫӑнах палӑрнӑ.
Ҫаксене шутра тытса, тӗплӗн тӗпчевсем ирттерсе, ҫынсемпе чӗрчунсен шатра чирӗпе мӗнле чирленӗ тӗслӗхсене сӑнаса, Дженнер майӗпен ҫакнашкал шухӑш патне пырса тухнӑ: ҫынна шӑпах ӗне шатри чирӗпе чирлеттерме пулать, ҫапла майпа ӑна ахаль шатра чирӗпе чирлесе ӳкессинчен сыхласа хӑварма пулать.
Эксперимент
Сара Нелмса (Sarah Nelmes; пичетленмен алҫырӑвӗсенчен пӗринче Дженнер ӑна Люси ятпа асӑнать) ӗне шатри ернине пула алли ҫине темиҫе пустул тухса ларнӑ. 1796-мӗш ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Дженнер унта пухӑннӑ йӑлмакана саккӑрти Джеймс Фиппсӑн (1788—1853, Дженнер садовникӗн ывӑлӗ) суранне сӑтӑрса кӗртнӗ. Ача кӑштах чирлесе ӳкнӗ, анчах темиҫе кунтан вӑл сывалнӑ. Тепӗр уйӑх ҫурӑран Джеймс Фиппса ахаль шатра чирне прививкӑланӑ, анчах та чир аталанман. Тепӗр темиҫе уйӑхран ахаль шатра чирне иккӗмӗш хут прививкӑланӑ, тепӗр пилӗк ҫултан — виҫҫӗмӗш хут, анчах кашни хукт ку ӗҫ-пуҫ малтанхи пекех вӗҫленнӗ — ӑна чир ермен.
Джеймса Фиппса час-часах ахаль шатра чирӗнчен сыхланма ӗне шатрипе прививкӑланӑ пӗрремӗш ҫын теҫҫӗ, анчах та ку чӑнлӑхпа килӗшсе тӑмасть — ҫак меслетпе усӑ курса ун умӗн ытти ҫынсене те прививкӑланӑ. Тӗслӗхрен, 1791 ҫулта Киль хулинчи Петер Плетт вӗрентекен виҫӗ ачана ҫакӑн пек меслетпе усӑ курса прививкӑланӑ; чылай вӑхӑт хушши 1790-мӗш ҫулсенче унӑн ку енӗпе тунӑ ӗҫӗ (вӗсене вӑл Дженнертан маларах тунӑ) халӑха паллӑ мар пулнӑ. Тата та маларах, 1774 ҫулта, Бенджамин Джести графлӑхӗнчи акӑлчан фермерӗ хӑйӗн ҫемьинчи виҫӗ ҫынни валли ҫакнашкал процедура туса ирттернӗ. Анчах та шӑп та лӑп Дженнер чи малтан, 1798 ҫулта, хӑйӗн тӗпчевне тӗплӗн ҫырса кӑтартса брошюра кӑларнӑ, ҫак ӗҫ вара каярах пӗтӗм тӗнчипе усӑ куракан вакцинаци пирки кӑларнӑ пӗрремӗш хут пичетленнӗ ӗҫ пулса тӑнӑ.
Ӗҫе хаклани
Унӑн вӑхӑтӗнчи ҫынсем Дженнер тӗпчевӗсене асӑрхануллӑн йышӑннӑ. Тӗслӗхрен, 1798 ҫулта Лондонри патша обществи хӑйӗн «Ӗҫ пуххинче» вӑл ҫырнӑ «Ӗне шатрин сӑлтавне тата унӑн витӗмне тӗпчени» ӗҫе «ыттисен ӗҫӗпе ытла та уйрӑлса тӑракан опыта репутацие пӑсасран пичетлемелле мар» тесе палӑртса пичетлеме килӗшмен. Дженнерӑн вара ҫак брошюрӑна хӑйӗн укҫипе кӑларма тивнӗ, унта 25 ҫулхи тӗпчев ӗҫӗсен опычӗ те, прививка тунӑ 23 тӗслӗхе сӑнанӑ кӑтартусем те кӗнӗ, ҫав шутрах унӑн 11 уйӑхри Роберт ывӑлне прививкӑлани те пулнӑ.
Ӗне шатрипе прививкӑланине уйрӑмах пупсен йышӗнчи консервативлӑ шухӑшлакан пайӗ хирӗҫ тӑнӑ, апла пулин те чирпе кӗрешме кирли ҫынсене Дженнер опычӗпе анлӑрах та анлӑрах усӑ курма хистенӗ. Фредерик, Йоркпа Олбани герцогӗ, Дженнер меслечӗпе ҫар ҫыннисене шатра чирӗнчен прививкӑлассине пурне те тумалли ӗҫ пек палӑртнӑ, Кларенс герцог (каярах вӑл IV Вильгельм ятпа патшана ларнӑ) — флотра тума хушнӑ. Дженнер хӑйӗн вакцинӑламалли меслетпе пӗтӗм тӗнчере усӑ курма сӗннӗ, ҫак ӗҫре вӑл хӑйне валли тупӑш шыраман. 1802 ҫулта Дженнер ӗҫне тивӗҫлипе хак парса парламент ӑна 10 000 фунт стерлинг преми пама ҫирӗплетнӗ, 1807 ҫулта ӑна 20 000 фунт преми парса чысланӑ. 1803 ҫулта Лондонра Патша шайӗнчи Дженнер пӗрлӗхне (Royal Jennerian Society) тата Шатраран прививкӑламалли института (Дженнер институтне) никӗсленӗ. Дженнер унӑн пӗрремӗш тата яланхи ертӳҫи пулса тӑнӑ.
Юлашки ҫулсенче
Акӑлчан ӑсчахӗн ӗҫне тивӗҫлипе пӗтӗм этемлӗх йышӑннӑ, ӑна Европӑри чылай ӑслӑлӑх пӗрлӗхӗ хӑйӗн хисеплӗ пайташӗ шутне кӗртнӗ. Эдвард Дженнер Лондонӑн хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ, ӑна халалласа Трафальгар лапамӗнче (каярахпа Кенсингтон садне куҫарнӑ) бронза палӑк лартнӑ, Лондонри медицина пӗрлӗхӗ пысӑк ылтӑн медаль панӑ. 1802 ҫулта Дженнера Америкӑри ӳнерпе ӑслӑлӑх академийӗн ют ҫӗршыв хисеплӗ пайташне, 1804 ҫулта Америка философи пӗрлӗхӗн пайташне, 1806 ҫулта Швецири патша шайӗнчи ӑслӑлӑх академин ют ҫӗршыв пайташне суйланӑ. 1805 ҫулта Медицина тата Хирурги пӗрлӗхне (халӗ Патша шайӗнчи медицина обществи) никӗсленӗ май Дженнер унта вӗсен пайташӗ пулса тӑнӑ, вӗсенче вӑл темиҫе доклад тухса каланӑ.
1811 ҫулта Лондона таврӑнсан, Дженнер вакцинаци хыҫҫӑн та шатра чирӗпе чирленӗ тӗслӗхсем чылай пулнине асӑрханӑ. Апла пулин те маларах прививкӑлани чире ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерме май панине тупса палӑртнӑ. 1821 ҫулта ӑна IV Георг патшан васкавлӑ тухтӑрӗ пек вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех вӑл Беркли мэрӗ тата миравай тӳре пулса тӑнӑ. Вӑл ҫутҫанталӑка тӗпчессине малалла тӑснӑ, 1823 ҫулта, хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗнче, Патша шайӗнчи пӗрлӗхре хӑйӗн «Кайӑк-кӗшӗк куҫнине сӑнани» ӗҫе кӑларнӑ.
Эдвард Дженнер 1823 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче инсульта пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Астӑвӑм
Францире, Булонире, Монтеверди ӑсталанӑ чаплӑ мрамор палӑк пур (ытти даннӑйсем тӑрӑх ку кӳлепене 1873 ҫулта Джулио Монтеверде ӑсталанӑ, вӑл Римри Хальхи ӳнерӗн наци галереинче вырнаҫтарнӑ) — вӑл ачана шатра чирӗнчен прививкӑланине сӑнласа парать. Кӳлепеҫӗ Дженнер ҫав тери тарӑн шухӑша путнине, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗн тӗп ӗҫӗ пулса тӑнӑ операци ҫине тимлӗн пӑхнине кӑтартса панӑ. Кунта ӑспа чун ӗҫӗн ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне сӑнласа панӑ. Дженнер ҫӗннине уҫма пултарнӑ ҫын пек курӑнать пулсан, пӗчӗк Джеймс ҫак ӗҫе пурнӑҫлама хутшӑннӑ тепӗр сӑнар (ку ӗҫе мӗнпе пулӑшнине хӑй пӗлмест пулин те).
1970 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери астрономи союзӗ Уйӑхӑн тепӗр енчи кратера Эдвард Дженнер ята панӑ. Раҫҫейре Псков облаҫӗнчи Острове хулинче Дженнер ятлӑ урампа тӑкӑрлӑк пур.
Раҫҫейри опыт
XVIII ӗмӗрте шатра чирӗнчен прививкӑласси Раҫҫее те ҫитнӗ. 15 ҫулхи II Петр император (1715—1730) шатра чирӗпе вилнӗ хыҫҫӑн ҫакӑ вырӑс тӳри-шарине те чир-чӗртен сыхлакан прививкӑсем ҫине тимлӗх уйӑрма хистенӗ. 1768 ҫулта Петербурга шатра чирӗнчен прививкӑлакан акӑлчансен паллӑ Томас Димсдейл тухтӑра чӗннӗ. Вӑл II Екатеринӑна тата Павел Петровича (каярах I Павел император пулса тӑнӑ) ӑнӑҫлӑ прививкӑланӑ. Ҫак вӑхӑтран Раҫҫейре хул касакан пунктсем йӗркеленме тытӑннӑ.
Дженнер меслечӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш хут шатра чирӗнчен прививкӑлассине 1801 ҫулхи юпа уйӑхӗнче медицина докторӗ Е. О. Мухин ирттернӗ. Ҫак ӗҫ Мускаври Император шайӗнчи Ӑс паракан ҫурчӗн ҫуртӗнче (халӗ Аслӑ Петр ячӗллӗ РВСН Ҫар академийӗ) пулса иртнӗ. Хул кастарнӑ ача Антон Петров ятлӑ пулнӑ. Авалхи хроникӑсенче ҫапла вулама пултаратпӑр: «… Ҫак операцие Ӑс паракан Ҫуртӑн Канашӗ, ҫав вӑхӑтра Мусскавра пулнӑ патша картишӗ ҫумӗнчи лейб-медиксемпе лейб-хирургсем тата ытти чаплӑ ҫынсем сӑнанӑ май пулса иртнӗ». Хул кастарни усӑллӑ иртнӗ, ку ӗҫ ӑнӑҫлӑ иртнӗрен Антон Петров хушаматне те Вакцинов ҫине улӑштарнӑ.
Шатра чирне тухтӑрсем XX ӗмӗрте ҫеҫ тӗппипех ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫак хӑрушӑ чире, Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1978 ҫултанпа йӑлт ҫӗнтернӗ тесе шутланать.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Lundy D. R. Edward Anthony Jenner // The Peerage (англ.)
- ^ 1, 2 Edward Jenner // Who Named It? (англ.)
- ^ Edward Jenner // Brockhaus Enzyklopädie (нем.) / Hrsg.: Bibliographisches Institut & F. A. Brockhaus, Wissen Media Verlag
- ^ 1, 2 Oxford Dictionary of National Biography (англ.) / C. Matthew — Oxford: OUP, 2004.
- ^ Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.
Вуламалли
- Сочиненисем
- Edward Jenner. An Inquiry Into the Causes and Effects of the Variolae Vaccinae, A Disease Discovered in Some of the Western Counties of England, Particularly Gloucestershire, and Known by the Name of the Cow Pox(акăлч.). — 1798.
- Edward Jenner. Further Observations on the Variolæ Vaccinæ Or Cow Pox(акăлч.). — 1799.
- Библиографи литератури
- Святловский В. В. Эдуард Дженнер. Его жизнь и научная деятельность. — тип. Ю. Н. Эрлих, 1891. Ҫак каҫӑпа файла ирӗклӗн уҫласа илме пулать: [1]
- John Baron. The Life of Edward Jenner(паллӑ мар). — Henry Colburn, 1838.
- В. П. — Биография Женнера. Журнал «Современник», т. 25, СПб., тип. Е. Фишера, 1841.
- Собрание статей, относящихся к наукам, искусствам и словесности, заимствованных из разных иностранных периодических изданий 1823, 1824, 1825 годов. — Университетская типография, 1826. — С. 544—551. — 580 с.
- Карлик Л. Н. Эдуард Дженнер: (к 150-летию со дня открытия оспопрививания) // Педиатрия. 1946. № 4.
Каҫӑсем
Категори: Медицинӑри Ҫветтуй Георгий госпиталӗн шкулӗнче (Лондон университечӗ) вӗренсе тухнисем
Категори: Лондон король пӗрлӗхӗн пайташӗсем
Категори: Франци ӑслӑх академин ют ҫӗршыв пайташӗсем
Категори: Гёттинген ӑслӑх академин пайташӗсем
Категори: Швеци король ӑслӑх академин пайташӗсем
Категори: Инсультпа вилнисем