Эпов Евгений Юрьевич
Э́пов Евге́ний Ю́рьевич (1988 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ, Мильгидун[d], Чита облаҫӗ[d] — 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ, Дагестанăн Кизляр районĕ) — Раҫҫей ҫар ҫынни, РФ ШӖМӗн шалти ҫарӗсен 23-мӗш «Оберег» ятарлӑ отрячӗн штурм уйрӑмӗн командирӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2012, вилнӗ хыҫҫӑн). Сержант.
Пурнӑҫӗ
Вӑл 1988 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫуралнӑ вырӑнӗ — Мильгидун ялӗ, Чернышевски районӗ, Чита облаҫӗ (халӗ Байкалхыҫ крайӗ). Вӑл вырӑнти шкулта вӗреннӗ. Ача чухне вӑл спортпа туслӑ пулнӑ. Вӑл бокс тата футбол енӗпе ӑсталӑхне ӳстернӗ. Чернышевскри 20-мӗш профессиллӗ чукун ҫул училищине «питӗ лайӑх» паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. Специальноҫӗ — «куҫакан состава юсакан тата пӑхса тӑракан слесарь».
Озёрская дивизине хӗсмете чӗнсе илнӗ. Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн контрактпа хӗсметре юлнӑ. Вӑл РФ ШӖМӗн Шалти ҫарӗнче Челепи хулинче службӑра тӑнӑ. Унта вӑл хӑйӗн мӑшӑрӗпе Анастасия Вершининӑпа пӗрле пурӑннӑ. Вӑл гранатомётчикӑн пулӑшуҫи, огнемётчик, штурм уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ. 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Евгений квалификаци тӗрӗслевӗ витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ та крап беречӗпе ҫӳреме ирӗк илнӗ. Службӑра вӑл Челепи филиалӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. Вӗренӳ вырӑнӗ — Урал патшалӑх ҫул-йӗр университетӗ.
2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче штурм уйрӑмӗн командирне Е. Ю. Эпов сержанта 23-мӗш ятарлӑ отряд йышӗнче командировкӑна янӑ. Вӗсем терроризма хирӗҫле операцисем ирттернӗ. Вырӑнӗ — Дагестан Республики.
Паттӑрлӑхӗ
2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче спецназ ушкӑнӗ ФСБ оперативникӗсене кӗтсе илнӗ. Вырӑнӗ — Кизляр районӗ. Вӗсем Черняевка посёлокпа Украинский хутор хушшинчи вӑрманта пулнӑ. Кизляр бандгруппинчи боевиксем вӗсене засадhf rnct bky. Пилӗк террориста блиндажра хупӑрласа илме тӑнӑ чухне ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Бандитсем автоматсемпе пулемётран пенӗ. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн пур боевиксене те пӗтернӗ. Анчах та Челепири 4 спецназовецӗ вилнӗ[1]. Вӗсен хушшинче Эпов сержант та пулнӑ. 23 ҫулхи Евгений Эпов пӗрре кӑна крап беретне тӑхӑннӑ пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗпе ушкӑна пӑрахнӑ алӑпа ывӑтмалли гранатӑна хупласа хӑварнӑ. Боевиксем икӗ алӑпа пемелли граната пӑрахнӑ. Пӗри сирпӗннӗ, анчах та сиен кӳмен. Тепри Эпов ҫыннисемпе юнашар ӳкнӗ. Евгений кӑшкӑрнӑ: «Граната!», — вара хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ. Сирпӗнӳ ӑна ҫӗклесе ҫурӑм ҫине ҫавӑрса пӑрахнӑ[2].
Сержант Эпов хӑйӗн пурнӑҫӗпе боевой задачӑна пурнӑҫлама пулӑшнӑ. Унӑн пулӑшӑвне пула ҫухатусем сахалрах пулнӑ[3].
2012 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи Раҫҫей Президенчӗн 532 номерлӗ Хушӑвӗпе Евгений Юрьевич Эпов сержанта паттӑрлӑхшӑн, хӑюлӑхшӑн тата хӑйне шеллеменшӗн Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ят панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн)[4].
Ӑна 2012 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Мильгидун ялӗнчи масара пытарнӑ. Ку ял Байкалхыҫ крайӗнчи Чернышевски районӗнче вырнаҫнӑ. Унта унӑн амӑшӗ, Валентина Ивановна Кожуховская, пурӑнать.
2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӑван Мильгидун ялӗнчи шкул ҫывӑхӗнче Евгений Эповӑн палӑкне уҫнӑ[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Дагестанри ҫапӑҫу пилӗк боевик вилнипе вӗҫленнӗ. Lenta.ru (27 кӑрлачӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ. ://lenta.ru/news/2012/01/27/results/ Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Евгений Аникиенко. «Оберег»ри герой. Южноуральская панорама (9 ҫӗртмен 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ. ://up74.ru/articles/obshchestvo/28218/ Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Кирилл Бабушкин. Дагестанра вилнӗ 23-мӗш отряд ҫар ҫыннине Раҫҫей Геройӗ ят панӑ. chelyabinsk.ru (5 ҫӑвӑн 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ. ://chelyabinsk.74.ru/text/newsline/515726.html Архивланӑ 2017 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ.
- ^ Софронов И. «Пӗртӑвансен пурнӑҫне ҫӑлса…» // «Боевой постра» (МВД РФ Шалти ҫарӗсен журналу). — 2012. — № 9. — С.9.
- ^ Мильгидун ялӗнче Евгений Эповӑн палӑкне лартнӑ. zabmedia.ru (8 юпан 2012). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 5-мӗшӗ. ://zabmedia.ru/?page=news&text=50524 Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.