Блиндаж
Блинда́ж (фр. blindage, фр. blinder — «питлĕхсемпе хуплани») — пулемёт, артиллери, миномёт çулăмĕнчен, напалмăран тата массăллă пĕтерекен пăшалран хӳтĕленме е салтаксемпе офицерсен канмалли çĕр айĕнчи пĕрмайхи е вăхăтлă фортификаци çурт-йĕрĕ. Хăйĕн конструкципе пура евĕр, çĕр айне чавса лартнăскер. Çак çурт-йĕрсене вăрçă вăхăтĕнче ытларах штаб, уйри пульницă валли тунă, вĕсене тăшман курасран пытарса лартнă.
Пĕрлехи хыпарсем
Блиндажсемпе пĕрремĕш Севастополе 1854—1855 çулсенчи Крым вăрçинче хӳтĕленĕ чухне усă курнă.
Çав. пекех
Каçăсем
- . — СПб.
- БСЭ. Статья «Блиндаж» 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Фортификаци çурт-йĕрĕсен тĕсĕсем. Тĕплĕн çырни