Юдифь

Кристофано Аллори ӗҫӗ. 1610—1612 ҫҫ.
Юдифь — Юдифь е Иудифь (ивр. יהודית [Йехудит] — «иудей хӗрарӑмӗ»; Иуда ятӑн хӗрарӑм варианчӗ) — Кивĕ Халалӑн канонсӑр е икӗмӗш канонлӑ Юдифь кӗнекин пайташӗ , тӑван хулине ассирийсенчен ҫӑлнӑ еврей тӑлӑх арӑм.
Иудей паттӑрӗ, хӗрарӑм-патриот тата аваллӑхра Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫри иудейсен пусмӑрҫӑсене хирӗҫ пынӑ кӗрешӳ символӗ, «куҫ илмелле мар чипер те илемлӗ» (Иудифь. 8:7). Ассири ҫарӗсем унӑн тӑван хулине хупӑрласа илсен, вӑл хитре тум тӑхӑнса тӑшман тӑракан вырӑна пырса ҫитет, ӑна Олоферн ҫарпуҫ килӗштерет. Лешӗ ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ҫывӑрса кайсан, вӑл унӑн пуҫне касса тӑван хулине илсе кайнӑ. Архимандрит Никифорӑн Библи энциклопедийӗ ку паттӑрлӑх пирӗн эрӑччен 589 ҫ. пулса иртнӗ тесе шутлать.
Кинематографра
Литературара
Кӗвӗ хайлавӗсенче
Курав речĕ
Джорджоне ӗҫӗ.
Караваджо ӗҫӗ.
Густав Климт ӗҫӗ.
Вуламалли
- Dom Augustin Calmet, «Introd. in Lib. Judith»
- Дроздов, Николай Михайлович. «Историч. характер кн. Иудифь» (1876)
Тата пӑхӑр
Каҫӑсем
- Фрагменты русского перевода англосаксонской поэмы «Юдифь»
- Средневековые миниатюры с историей Юдифи
- Прочитать Книгу Иудифь 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.