Юлашки универсаллă пĕрлĕхлĕ несĕл
Юлашки универсаллă пĕрлĕхлĕ несĕл (акăл. last universal common ancestor, кĕскен: LUCA, е last universal ancestor, LUA) — халь Çĕр çинче пурнакан мĕнпур организмсемшĕн пĕрлĕхлĕ несĕлĕ шутланакан пурăнавçăсен популяцийĕ, хуть те мĕнле чĕрчунăн е усентăранăн йăх туратти çавăн патне «пырса тăрăнать»[1]. Çапла вара, LUCA Çĕр çинчи пурнăçăн пĕрлĕхлĕ несĕлĕ пулса тăрать. Анчах та çакна Çĕр çинчи чи малтанхи чĕрĕ организмпа пăтраштармалла мар.
Çавăн пекех
Асăрхавсем
- ^ Theobald D. L. A formal test of the theory of universal common ancestry. (акăлч.) // Nature. — 2010. — Vol. 465, no. 7295. — P. 219—222. — doi:10.1038/nature09014. — PMID 20463738
Каçăсем
- Горяйнова, Оксана; Посух, Ольга. В диких условиях: как жил последний всеобщий предок LUCA. // Сайт Biomolecula.ru (6 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- Лапочкин, Юрий. Вирусные геномы в системе эволюции. // Сайт Biomolecula.ru (28 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
- Коржова, Виктория. Появление и эволюция клеточной мембраны. // Сайт Biomolecula.ru (31 раштавӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.