Юманкка Василий Димитриевич
Юманкка Василий Димитриевич (чӑн хушамачĕ — Димитриев; выр. Василий Димитриевич Димитриев; 1916, Пучинке, Ҫӗрпӳ уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1943, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи) — совет саманинчи поэт, çыравçӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ.
Кун-ҫулӗ
1916 çулта Хусан кӗпӗрнин Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ — Чӑваш Республикин Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗ) Пучинке ялӗнче çуралнă. Ялти шкулта вӗреннӗ.
Улатăр педагогика техникумӗнче вĕреннĕ. Районсенче тухса тăракан хаçатсенче, «Канаш» хаçат редакцийӗнче ӗçленӗ. Чӑваш АССРӗн радио комитетĕнче вăй хунă.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 1943 çулта вăрçăра пуç хунă.
Пултарулӑх
Вӑрҫӑччен тӗрлӗ хаҫат-журналта пичетленĕ. 1938 çулта «Сăр таврашĕнче» ятлă повеçӗ «Трактӑр» журналта пичетленсе тухнă. Ҫырнисенчен палӑртнӑ жанрсем: публицистика сӑвви, эссе, калав, повеҫ(выр.)чăв..
Чылай пичетленнӗ пулин те, ҫак хушма ятпа кам ҫырнине пӗлмен[1].
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ҫеҫ «Юманкка» хушма ятпа Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хӑйнеевӗрлӗ поэт Василий Димитриев ҫырнине тупса палӑртрӑмӑр. Малтан ҫак ятпа Василий Андреев-Хурамал ҫырнӑ тесе шутланӑ. Василий Юманкка — паха поэт, унăн публицистика сӑввисемпе эссесем çеç мар, пысăк жанрлӑ хайлавсем те пур. Василий Димитриев-Юманкка сӑввисемпе поэмисем вăрçăччен республикăри кăларăмсенче тӑтӑш пичетленсе тăнă.Геннадий Кузнецов журналист, ҫыравҫӑ, таврапӗлӳҫӗ
Ӑнлантарусем
- ^ Геннадий Кузнецов. Оживают образы дорогих людей (выр.). Ибресинская районная газета «Ҫӗнтерӳшӗн» («За победу») (28 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӑвӑн 8-мӗшӗ.