Юрченко Глеб Борисович
Юрченко Глеб Борисович — (1959 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ, Бельцы — 2025 ҫулхи юпан 15-мӗшӗ) — совет тата Раҫҫей офицерӗ, гварди полковникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (1995).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1959 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Молдова ССРӗнчи Бельцы хулинче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, 1981 ҫулта Киев пӗтӗмӗшле командӑсен аслӑ училищинне(выр.)чăв. вӗренсе пӗтернӗ[1].
Сывлӑш-десант ҫарӗсенче(выр.)чăв. хӗсметре тӑнӑ. 1981—1983 ҫулсенче 56-мӗш десант-штурм бригади йышӗнче Афганистанри(выр.)чăв. (Пакти провинцийӗ) ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, разведка взвочӗн командирӗ пулнӑ. Ушкӑн командирӗ пулса 79 разведка тунӑ. Унӑн рейчӗсем тӗплӗ хатӗрленнипе, харпӑр хӑй йышне сыхласа хӑварнипе тата яланах ҫар задачине туллин пурнӑҫланипе палӑрса тӑнӑ[2].
Унтан 106-мӗш гварди сывлӑш-десант дивизийӗн (Рязань) 137-мӗш гварди парашют-десант полкӗнче хӗсметре тӑнӑ. СССРти халӑхсен хушшинчи хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫӳсене лӑплантарма хутшӑннӑ.
1994 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗччен пӗрремӗш чечен вӑрҫин(выр.)чăв. ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ. 137-мӗш парашютпа десант полкӗн штаб пуҫлӑхӗ пулнӑ май свод батальонне (300 десантник) ертсе пынӑ. 1994 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Юрченко подполковникӑн батальонӗ Грозный патнелле ҫывхарса пынӑ чухне 40 боевика, 2 «Град» залп пӑшалне, 3 бронетранспортёра тата 6 пулемёта аркатнӑ. 100 яхӑн боевик хӳтӗленекен ял патне ҫывхарнӑ чухне Юрченко пӗчченех тӑшман позицийӗсем патне тухнӑ, боевиксен командирӗсемпе тата ял шурсухалӗсемпе калаҫса вӗсене хирӗҫ тӑма пӑрахма ӳкӗтленӗ. Яла ҫапӑҫусӑрах йышӑннӑ.
1995 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Грознӑя штурмланӑ(выр.)чăв. чухне Юрченко подполковникӑн батальонӗ чукун ҫул вокзалӗ таврашӗнчи 131-мӗш Майкоп мотострелоксен бригадин подразделенийӗсен харпӑр йышне ҫӑлас задачӑна пурнӑҫласа чукун ҫул управленийӗн ҫуртӗнче оборона йышӑннӑ. Юрченко оборона организациленӗ, артиллерипе хутшӑнса ӗҫлессине йӗркеленӗ. 1995 ҫулхи кӑрлачӑн 2—6-мӗшӗнчи ҫапӑҫусенче десантниксем тӑшманӑн 100 ытла боевикне, темиҫе танкне тата бронетехникине пӗтернӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче кӑнтӑрла ҫак района Раҫҫей ҫарӗсен группировкин тӗп вӑйӗсем тухнӑ.
Ичкери(выр.)чăв. патшалӑхӑн хӑрушсӑрлӑх департаменчӗн ҫуртне туртса илес ӗҫе пурнӑҫласа, Юрченко боевиксем оборонӑн хӑватлӑ тӗвви туса хунӑ ҫурта 3 кун хушши пӗр чарӑнмасӑр персе тӑнӑ. Ҫуртӑн фасачӗ ишӗлсе аннӑ хыҫҫӑн кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче сигнал тӑрӑх 6 штурм ушкӑнӗ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Боевиксене кӗтмен ҫӗртен ярса илнӗ те вырӑнтах тӗп тунӑ, сапаланчӑк хирӗҫ тӑру вучахӗсене пусарнӑ. Штурм 30 минута яхӑн йышӑннӑ, пирӗннисенчен вилнисем пулман.
Ятарлӑ ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 1995 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Юрченко подполковника Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[3].
Раҫҫей ҫарӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. Ҫар званийӗ — полковник.
2000 ҫулта запаса кӑларнӑ.
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вилнӗ[4].
Хисепӗсем
- Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (1995, пуш, 20);
- «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль(выр.)чăв. (1995, пуш, 20);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ;
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ Киевское высшее общевойсковое командное училище. Сборник энциклопедий. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Он из тех, кто прославил десант. Журнал для спецназа «Братишка». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ Жуков С. Герои Российской Федерации 1995 год. — (справочно-публицистический обзор). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Скончался Герой Российской Федерации Юрченко Глеб Борисович | Российская Ассоциация Героев (выр.). xn--b1acfbp9ane.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
Каçăсем
Юрченко Глеб Борисович «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра