Якушев Зефер Рафаилович
Якушев Зефер Рафаилович (1969 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ, Чкаловски, Патӑрьел районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР) — Раҫҫейри грекпа рим стилӗн кӗрешӳҫи, виҫӗ хутчен Раҫҫей чемпионӗ, командӑпа Тӗнче кубокне ҫӗнсе илекенӗ.
Спорт карьери
Юниорсен хушшинче Чӑваш Ен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи, Чӗмпӗр облаҫӗн чемпионӗ. 1993 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Финляндири Хейнолере Раҫҫей сборнӑйӗн йышӗнче Тӗнче кубокне ҫӗнсе илнӗ, харпӑр зачётра кӗмӗл призёр пулса тӑнӑ. 1993 ҫулта ӑна тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ ятпа чысланӑ. 1989–1991 ҫулсенче РСФСР чемпионачӗсенче пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ. 1992 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Краснодарта Раҫҫей чемпионачӗн бронза медальне ҫӗнсе илнӗ. 2007 ҫулта ветерансен тӗнче чемпионачӗн бронза призёрӗ пулса тӑнӑ. 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Пермь хулинче ветерансен хушшинче тӗнче чемпионӗ пулса тӑнӑ[1]. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ветерансен хушшинче Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче икӗ хут ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ[2]. Чӗмпӗр облаҫӗнчи спорт кӗрешӗвӗн федерацийӗнче ӗҫлет[3].
Ҫитӗнӳсем
- 1992 ҫулхи Грекпа рим кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 1993 ҫулхи Грекпа рим кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 1993 ҫулхи Кӗрешӳ енӗпе тӗнче Кубокӗ (команда) —
; - 1993 ҫулхи Кӗрешӳ енӗпе тӗнче Кубокӗ —
; - 1994 ҫулхи Грекпа рим кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 1996 ҫулхи Грекпа рим кӗрешӗвӗн Раҫҫей чемпионачӗ —
; - 2001 ҫулхи Ивана Поддубный ячӗллӗ Гран-при —
;
Харпӑр пурнӑҫ
1995 ҫулта Ульяновскри патшалӑх педагогика университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ульяновец Зефер Якушев стал чемпионом мира! Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Ульяновский борец Зефер Якушев - двукратный победитель первенства России среди ветеранов. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
- ^ Урок физической культуры со звездами спорта. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи нарӑсӑн 16-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Зефер Якушев — International Wrestling Database сайтĕнчи профиль(акăлч.)
- «Чӑваш энциклопеди» сайтӗнчи профиль , Wayback Machine çинчи 2022 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ