Янис Паукштелло

Я́нис Па́укштелло (лат. Jānis Paukštello; ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Янис Паукштелис (лат. Jānis Paukštelis); ҫур. 1951 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ, Яунпиебалга[d], Яунпиебалгский край[d]) — совет саманин тата Латви театрпа кино актёрӗ. Латви ССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1987)[1].

Вӑл Ригӑри Дайлес театрӗн ертсе пыракан актёрсенчен пӗри. Унти сцена ҫинче вӑл 1972 ҫултанпа вылять[1].

2024 ҫулта пултарулӑх ӗҫӗнче вӑй хунӑранпа 50 ҫул ҫитнине палӑртнӑ. Ҫак ятпа вӑл «Es dodu roku» («Алӑ тӑсатӑп») юбилей концерт программине кӑтартнӑ[2].

2025 ҫулта актёр малалла хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Вӑл «Uz vienas stīgas» («Пӗр хӗлӗх ҫинче») концерт спектаклӗнче Гундарс Грасбергспа тата Инета Рудзитепе пӗрле вылянӑ.

Пурнӑҫӗ

Янис Паукштелло (ҫуралнӑ чухнехи ячӗ Янис Паукштелис (лат. Jānis Paukštelis)) 1951 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче Яунпиебалга посёлок ҫывӑхӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ — Янис Паукштелис, Литвара ял хуҫалӑх ӗҫченӗ пулнӑ. Арӑмӗнчен чылай аслӑрах пулнӑ. Ывӑлӗ ҫуралнӑ чухне ашшӗ 55 ҫулта пулнӑ, амӑшӗ вара 35 ҫулта. Янис ҫемьере тӑваттӑмӗш ача пулнӑ. Унӑн Андрей пиччӗшӗ, Аусме тата Анна аппӑшӗсем (йӑмӑкӗсем) пур. Каярахпа, паспорт улӑштарнӑ чухне, вӑл хушаматӗнчи «-elis» вӗҫне «-ello» ҫине улӑштарнӑ[3].

Пуҫламӑш тата вӑтам пӗлӗве вӑл Палсманери интернат-шкулта тата Мурьянири спорт интернат-шкулӗнче илнӗ. 1969 ҫулта вӑл Латви патшалӑх университечӗн экономика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Халӑх киноактёр студийӗнче вӗреннӗ. Ӑна вӑл 1972 ҫулта пӗтернӗ. 1974 ҫулта Янис Дайлес театрӗн 5-мӗш студийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Я. Витол ячӗллӗ Латви патшалӑх консерваторийӗн театр факультетне вӗренсе пӗтернӗ[4].

Пултарулӑхӗ

Вӑл 1972 ҫултанпа Дайлес театрӗн(выр.)чăв. сцени ҫинче вылять. Актёрӑн пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсене Латви ССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ хисеплӗ ят (1987) тивӗҫтерсе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна Латви ССР патшалӑх премийӗпе (1989) чысланӑ. Вӑл «Мӑн Кристап» премийӗн лауреачӗ. Тата вӑл нумай хутчен «Лицедейсен каҫӗ» театр премине тивӗҫнӗ[1].

2023 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Паукштелло Дайлес театрӗн сценӗ ҫине таврӑннӑ. Вӑл «Čūsku vārdi» («Ҫӗленсен сӑмахӗсем») премьера спектаклӗнче вылянӑ[5][6]. Ку спектакле Райнис сӑввисемпе лартнӑ. Вӑл «Дайлес канонӗ» (лат. Dailes kanons) циклне кӗнӗ. Унта Карлис Арнольдс Авотс актёрпа пӗрле вылянӑ. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл ҫавӑн пекех «Dailes sviests» («Дайлес ҫуйӗ») музыка спектаклӗн премьерине хутшӑннӑ[7].

2024 ҫулта «Es dodu roku» («Алӑ тӑсатӑп») юбилей гастроль турӗ иртнӗ. Ӑна артист пултарулӑхра вӑй хума тытӑннӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ[2]. Концертсенче Инета Рудзите юрӑҫ, Гундарс Грасбергс тата Артис Робежниекс актёрсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех юбилярӑн ывӑлӗ — Кӗҫӗн Янис Паукштелло юрланӑ[2].

2025 ҫулта актёр «AR Maestro» ушкӑнпа пӗрле «Uz vienas stīgas» («Пӗр хӗлӗх ҫинче») ҫӗнӗ концерт программипе паллаштарнӑ. Ку программӑна Кнутс Скуениекс тата Имант Зиедонис юррисемпе сӑввисем кӗнӗ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

Актёрӑн пӗрремӗш арӑмӗ Аквелина Ливмане(выр.)чăв. актриса пулнӑ. Вӗсем 1998 ҫулта уйрӑлнӑ[8].

Иккӗмӗш арӑмӗ — Элина Паукштелло (ҫуралнӑ чухнехи хушамачӗ Бергмане). 2025 ҫул тӗлне мӑшӑрсем пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Ывӑлӗсем: Янис Екабс (2000 ҫулта ҫуралнӑ) — актёр тата режиссёр, Раймондс Давидс (2001 ҫулта ҫуралнӑ) — музыкант[8][9].

Премисемпе хисеплӗ ятсем

  • Павел Корчагин ячӗллӗ преми лауреачӗ, Пӗтӗм Союзри ҫамрӑк актёрсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи («Мой друг — человек несерьёзный» фильмри рольшӗн, 1977)[1]
  • «Cielaviņa» юрӑпа «Микрофон» ыйтӑмӗн лауреачӗ (1982)[1]
  • Латви ССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1987)[1][3]
  • «Ӗмӗрлӗх сӗтӗрӗннисем» спектакльшӗн Латви ССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1989)[1][10]
  • «Иккӗмӗш планри чи лайӑх актёр» номинацире «Лицедейсен каҫӗ» театр премийӗ (1994)[11]
  • «Предел высоты» фильмри иккӗмӗш планри чи лайӑх рольшӗн «Мӑн Кристап»(выр.)чăв. наци кинопремийӗ (2005)[1][10]
  • «Иккӗмӗш планри ҫулталӑк актёрӗ» номинацире «Лицедейсен каҫӗ» театр премийӗ (2007)[11]
  • Балти театр фестивалӗнче иккӗмӗш планри чи лайӑх рольшӗн панӑ приз («Довресри старик», М. Залите ҫырнӑ «Pērs Gints nav mājas» пьеси, 2008)[1]

Фильмографи

  • 1973 — Ключи от города — Райбайс
  • 1975 — Мой друг — человек несерьёзный — Арвид Ласманис
  • 1976 — Смерть под парусом — Филипп Уэйд
  • 1978 — Большая новогодняя ночь — Аншлав
  • 1979 — Незаконченный ужин — Бенни Скакке, инспектор пулӑшуҫи
  • 1979 — Ждите «Джона Графтона» — Траутман
  • 1980 — Три минуты лёта — Ольгерт
  • 1981 — Ожидание полковника Шалыгина — нимӗҫ офицерӗ
  • 1981 — На грани веков — Тенис
  • 1982 — Забытые вещи — Сергей
  • 1982 — Владивосток, год 1918 — Вильямс
  • 1983 — Чужие страсти — Эзериньш
  • 1983 — Выстрел в лесу — Леиньш
  • 1984 — Нужна солистка — Ансис
  • 1986 — Государственная граница. Год сорок первый — нимӗҫ лётчикӗ
  • 1986 — В заросшую канаву легко падать — Витолдс
  • 1987 — Объезд — Лакизо
  • 1990 — Наследница «Оборотней» — Густ
  • 1991 — Дитя человеческое — Александр Пауланс
  • 1992 — Тайны семьи де Граншан — Годар
  • 1992 — Путники земли (Литва)
  • 1993 — Рождественский переполох — Вольдемар Цирулитис
  • 1997 — Жернова судьбы — ӗлӗкхи тусӗ
  • 2001 — Бросить походя
  • 2004 — Водяная бомба для кота-толстяка — асатте
  • 2005 — Порог высоты
  • 2010 — Наследие Рудольфа — пастор
  • 2011 — Забытый — Пётр Степанович Бурлаков, театр директорӗ
  • 2014 — Dzimlai Rudi Rallalla[12]!

Каҫӑсем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Jānis Paukštello. Dailes teātris. Dailes teātris. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3 Aktieris Jānis Paukštello ar koncertu ciklu atzīmēs 50. skatuves darba gadu jubileju. LSM.lv. Latvijas Sabiedriskie Mediji (5 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Jānis Paukštello. Biogrāfija. Jauns.lv. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  4. ^ Янис Паукштелло. Биография. Кино-Театр.Ру. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  5. ^ Čūsku vārdi. Dailes teātris. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  6. ^ Dailes teātrī ar izrādi «Čūsku vārdi» pēc ilgāka laika atgriežas Jānis Paukštello. LSM.lv. Latvijas Sabiedriskie Mediji (27 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ Jānis Paukštello Dailes teātrī. Tours.lv. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Jānis Paukštello: Ģimenes dzīve. LA.lv. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.
  9. ^ Paukštello 74. dzimšanas dienu svinēs Igaunijā. Santa.lv (1 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 Jānis Paukštello. Izrādes. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Jānis Paukštello. Latvijas Teātra darbinieku savienība (LTDS). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  12. ^ Янис Паукштелло. Фильмография. Film.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ.