Ян Вермеер
Ян Вермеер (Делфт Вермеерĕ, гол. Jan Vermeer van Delft) ; 1632 - 1675 — нидерланд сăрă-ÿнерçи, кулленхи пурнăçа тата сăнарлă ÿнер ăсти. Хăйĕн чаплă пултарулăхĕпе Рембрандтпа тата Франс Халспа пĕр шайра тăрать, голланд ÿнерĕн ылтăн ĕмĕрĕн пайташĕ.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
Еткерлĕхĕ тата ун пултарулăхĕ майлă хăтланусем
1696 çулхи çу уйăхĕн 16 мĕшĕнче пулса иртнĕ аукционăн каталогĕнче Вермеерăн 21 ĕç пур, халĕ тĕпчевçĕсем вĕсенчен 16 çех паллă. Чылай вăхăт хушши сăрă ÿнер тĕпчевçисем Вермеерăн хальччен пĕлмен ĕçĕсене шыранă. 1930-çç. суя ĕçсем туса кăларнă хыççăн ÿнерçĕн чăн ĕçĕсен хакĕ татах та çуллĕ ÿссе кайнă.
Чи ăнăçуллă суеçĕ-ÿнерçĕ Хан ван Мегерен — хăйĕн ĕçĕсене, Вермеер ячĕпе усă курса, çав шутра Виççĕмĕш рейх пуçлăхĕсене те, сутнă (тĕслĕхрен, «Эммаусри Христос»).
Паянхи кун 34 ÿнер ĕçĕ Вермеерăн чăн, тата 5 — ыйтуллă ĕçсем шутланаççĕ. Шел пулин те, Раççей сăрă-ÿнер пуххисенче Вермеерăн пĕр ĕçĕ те пулин çук.
Курав
Каҫӑсем
- Essential Vermeer (англ.). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.