Ян Сибелиус

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ян Сибелиус

Ян Сибелиус (Хяменлиннта çуралнă. Ярвенпяя хулинче вилнĕ.

Кун-çулĕ

Кристиан Густав Сибелиуспа Мария Шарлотта Борг кил-йышĕнче вăл вăтам ачи пулнă. Çемье шведла пурăннă пулсан та Яна финнсен вăтам шкулне вĕренме янă. юрист пуласси ăна килĕшмен пирки вăл часах ку университета Музика институчĕ çине улăштарнă. Институтра вара Мартин Вегелиусăн чи лайăх вĕренекенĕ пулса тăнă. 1889 çулта ăна патшалăх шучĕпе Берлина, А. Беккер патне вĕренме янă. Малаллахи çулсенче вăл Венăра К.Гольдмаркпа Р.Фукс урокĕсене итленĕ.

Финляндине таврăннă хыççăн ăна кĕвĕçĕсем шутне кĕртнĕ. Вăл килнĕ вăхăтра çĕршывра наци юхăмĕ çĕкленме пуçланă май ăна тӳрех халăх шанчăкĕ теме пуçланă. Часах вăл Айно Ярнефельтăна качча илнĕ, унăн ашшĕ наци юхăмĕн ертӳçи, генерал-кĕпернаттăр пулнă.

Хисепĕсем

Пурăннă çулĕсенчех ун ячĕпе тĕрлĕ парсен, урамсен ячĕсене панă. 1939 çулта музика институчĕ ун ятне илнĕ.

Тĕп ĕçĕсем

  • 1891 — «Lemminkäinen», оркест валли çырнă симфониллĕ поэма
  • 1891 — E-dur увертюра
  • 1891 — a-moll увертюра
  • 1892 — «Kullervo», оркест, соло татахор валли çырнă симфониллĕ поэма
  • 1897 — арçын ачасемпе оркест валли çырнă «Афинсен юрри»
  • 1899 — 1-мĕш симфони (e-moll)
  • 1902 — 2-мĕш симфони (D-dur)