Ясна (этнокомплекс)
Ясна — Чӑваш Республикин Шупашкар муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ этнокомплекс.
Адрес: Шупашкар муниципаллӑ округӗ, Кӑшавӑш ялӗ, Халӑх промыслисен урамӗ[1].
Этнокомплекс директорӗ: Марина Фёдорова[2].
Историйӗ
Этноконплекс шӑпи 2006 ҫулта уҫӑлнӗ теме пулать. Шӑп ҫав вӑхӑтра ӑна йӗркелес шухӑш ҫуралнӑ та. Кӑшавӑш патӗнчи вырӑна Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулнӑ Князев Анатолий Пантелеймонович суйлама пулӑшнӑ. Пӗрремӗш кӳлепесем кунта 2012 ҫулта вырнаҫӑннӑ, вӗсем чӑваш юмахӗсемпе тата халапӗсемпе паллаштарнӑ[2].
Сӑнласа пани
«Ясна» Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ялӗ патӗнче вӑрманлӑ тӑрӑхра вырнаҫнӑ. Кунта тӗрлӗ йышши ҫуртсем пур. Этнокомплекс чӑваш халӑхӗн культурипе паллаштарать: ку тӗллевпе кунта экскурсисем иртереҫҫӗ, ҫулталӑк тӑршшӗпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ.
Кунта килекен темиҫе ҫуртра канма пултарать: «Авӑс ҫурчӗ», «Чӑрӑш ҫурчӗ», «Пыл ҫурчӗ» (кӑмакаллӑ), «Хӑна ҫурчӗ»[3].
Энтокомплексра ҫавӑн пекех мунча пур тата сӑйланмалли пӳлӗм[1].
Этнокомплексра ҫуралнӑ куна тата юбилея палӑртма, туйсем тата корпоративсем ирттерме май пур. Сӑн ӳкерӗнме темиҫе локаци хатӗрленӗ[1].
Ирттерекен мероприятисем
Этнокомплексра экскурсисем, ачасем валли туризм маршручӗсем, фотосессисем ирттереҫҫӗ.
Чи паллӑ мероприятисем: «Хӗл Мучи патӗнче хӑнара» (Ҫӗнӗ Ҫул вӑхӑтӗнчи кану тапхӑрӗ), «Хӗл мучин асамлӑ вӑрманӗпе паллашни» экскурси (кӑрлач уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурри), «Ҫӑварни» (нарӑс вӗҫӗ — пуш уйӑх пуҫламӑшӗ), «Чӑваш юмахӗсемпе тата халапӗсемпе паллашни» (ҫу уйӑхӗ), «Халӑх ӑстаҫисен этнослечӗ» (ҫуллахи вӑхӑт), «Авалхи чӑвашсен асамлӑ уҫланки» (авӑн уйӑхӗ), «Ҫичӗ телей уҫҫи» этно-квест (авӑн уйӑхӗ).
Музей
Этнокомплексра авалхи чӑвашсен музыка хатӗрӗсен музейӗ пур. Вӗсемпе чылай чухне Фомиряков Николай Андреевич, ҫавӑн пекех Адюков Виталий Иванович тата ытти ӑстаҫӑсем паллаштараҫҫӗ[4].