Яхрома (Сестра юппи)
Яхрома — Раççейри Мускав облаҫӗпе юхакан шыв, Сестра юханшыва ун вӑрринчен 42 ҫухрӑмра Усть-Пристань ял патӗнче сылтӑм енчен юхса кӗрет.
1937 ҫулта Мускав ячӗллӗ канал тӑвиччен 78 км тӑршшӗ пулнӑ. Пушкин районӗнчи Мартьянково ялӗ ҫывӑхӗнчи шурлӑхра, Клин-Дмитров сӑрчӗн хысакӗсенче пуҫланать, ансӑр айлӑмпа ҫурҫӗрелле канал ҫинчи Яхрома шывуправӗ таран юхать.
Гидрологи
Юханшыв тӑршшӗ 54 км, бассейн лаптӑкӗ 988 км2[2]. Юханшыв хӗрринче Яхрома, Дмитров хулисем вырнаҫнӑ.
Каналтан пуҫланать, каналтан юхтарса кӑларакан шыв тӗлӗнче, хӑйӗн юпписемпе — Волгушӑпа Икша шывӗсемпе — пӗрлешет. Дмитров хули патӗнче юханшыв пӑрлӑх тапхӑрччен йӗркеленнӗ пысӑк (8 км сарлакӑш) торфлӑ айлӑма (торф кунта 14 м таран выртать) лекет, ӑна ытларах чухне Яхрома айлӑмӗ теҫҫӗ[3]. Ҫавнашкал айлӑмсене праайлӑм теме йышӑннӑ. Шыв юхӑмӗ 20–25 ҫухрӑм иртсен вӑл Сестра юханшывӗн айлӑмӗпе пӗрлешсе Тури Атӑл айлӑмне лекет.
Юханшыв тӳремре юхакан йышне кӗрет. Ытларах енӗпе юр шывӗпе тулать. Яхрома чӳк—раштав пуҫламӑшӗнче шӑнса ларать, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче—ака уйӑхӗнче пӑртан тасалать.
Юпписем — Волгуша, Ильинка, Кухолка, Березовец тата ыттисем.
Яхрома айлӑмне 1912 ҫулта типӗтме тытӑннӑ. 1915 ҫултанпа опытлӑ ӑслӑлӑх станцийӗ (МОБОС, ЦТБОС, халӗ — ВНИИМЗ-ӑн Дмитров уйрӑмӗ) ӗҫлет. Станцире ирттернӗ ӗҫсем мелиорациленӗ торфяниксен пахалӑхӗсене тата эволюцине тӗпчес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑ.
Ячӗ
Яхрома ят ҫухалнӑ меря чӗлхинчен «кӳлӗллӗ юханшыв» (танл. финн. järvi «кӳлӗ») тесе куҫарӑнать. Яхр- тӗплӗ топоним (Яхробол, Яхренга, Яхренга, Яхрянка) мерясем авал пурӑннӑ вырӑнсемшӗн характерлӑ шутланать, вӗсен шутне Тверь облаҫӗн тухӑҫӗ те кӗрет, ҫакӑн пек ятлӑ юханшыв унта та пур[4][5].
Юханшыв вырӑнӗнче маларах кӳлӗсем пулнине Волосович геолог 1904 ҫулта ҫӗре шӑтарса ҫирӗплетнӗ. Яхрома айлӑмӗнче (Дмитровран юханшыв вӑрри таран, сарлакӑшӗ 3–7 км ҫити) торф сийӗ айӗнче хӑш-пӗр вырӑнта ӗҫмелли шывра пурӑнакан шуйсен раковинисемлӗ тӑпра (кӳлӗсем хыҫҫӑн юлакан юшкӑн) асӑрханӑ[6].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Ресурсы поверхностных вод СССР: Гидрологическая изученность. Т. 10. Верхне-Волжский район / под ред. В. П. Шабан. — Л.: Гидрометеоиздат, 1966. — 528 с.
- ^ Яхрома (Большая Яхрома) : [рус.] / textual.ru // Патшалӑх шыв реестрӗ : [арх. 15 октября 2013] / Раҫҫей Ҫутҫанталӑк министерстви. — 2009. — 29 марта.
- ^ Пойма Яхромы
- ^ Матвеев А. К. Субстратная топонимия Русского Севера. IV. Топонимия мерянского типа. Екатеринбург: Изд-во Урал. ун-та, 2015. С. 73-74.
- ^ «Чудь начудила, да Меря намерила». Как пушкинские реки донесли до нас историю предшественников славян (выр.). opushkino.blogspot.com. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Дмитровский уезд Московской губернии. Издание Дмитровского уездного исполнительного комитета — Дмитров: Типография Дмитровского исполкома, 1924 г.
Вуламалли
- Вагнер Б. Б. Реки и озёра Подмосковья. — Вече, 2006. — 480 с. — ISBN 5-9533-1028-5.
Каçăсем
- РФ çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви 2015 ҫулхи ҫӑвӑн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
| Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Яхрома (приток Сестры) статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. ' |