Шкул директорĕ Николаева Инна Колумбовна, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.
Мазикова Роза Анатольевна — вĕрентӳ тата воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ, чăваш чĕлхипе вĕрентекен, «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан хисеплĕ ĕçченĕ» хисеп паллине тивĕçнĕ.
Артюкова Ольга Леонидовна — вĕрентӳ тата воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ, вырăс чĕлхине тата литературине вĕрентекен.
Зайцева Светлана Андреевна — класс тулашĕнче воспитани енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ, музыкăна вĕрентекен
Хасанова Нурдиэ Ибрагимовна — администраципе хуçалăх енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ.
Шкул виçĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Шкулта компьютер класĕнчен ADSL технологийĕпе Интернета тухма май пур. Вулавăшпа вулав пӳлĕмĕ, 100 вырăнлă столовăй, психологи, логопед, хореографи, шăл сиплемелли, процедурăсен кабинечĕсем пур. Шкулăн волейбол, баскетбол, футбол вăййисене вылямалли лаптăксем, шкул территорийĕнче опытлă ӳсен-тăрансем ӳстермелли вырăн та пур. 2006 çулта «Вĕрентӳ» Наци проекчĕпе шкула биологи кабинечĕ валли вĕренӳ хатĕрĕсен тулли комплектне панă, вĕсен шутĕнче вĕрентекен валли компьютер та пур.