Battlefield 6

Battlefield 6 — Battlefield Studios разработчиксен консорциумӗ PlayStation 5, Xbox Series Xbox Series X/S тата Windows операци системӑллӑ ПК валли ӑсталанӑ шутер жанрлӑ компьютер вӑййи[1]. Вӑйӑ 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче тухнӑ[2].

Вӑйӑ сюжечӗ ҫывӑхри пуласлӑхра, 2027–2028 ҫулсенче, аталанса пырать, унӑн никӗсӗнче арканма пуҫланӑ НАТО альянсӗпе альянс йышне кӗнӗ патшалӑхсем укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерекен Pax Armata уйрӑм ҫар корпорацийӗ хушшинче хирӗҫӳ тӑрать[3]. Ярӑмри малтанхи Battlefield 2042 пайӗпе танлаштарсан BF6 пӗр ҫын валли хатӗрленӗ тулли сюжет кампанийӗ пур. Вӑйӑн пӗрремӗш сезонӗ тухнӑ май тӳлевсӗр вылямалли Battlefield Redsec ятлӑ «патшалла кӗрешӳ» режимӗ тухнӑ[4].

Сюжечӗ

Вӑйӑри ӗҫсем хальхи сеттингра пулса иртеҫҫӗ, унта НАТО-па(выр.)чăв. Pax Armata уйрӑм ҫар корпорацийӗ хушшинче хирӗҫӳ пулса иртет. Ку компанине тахҫан НАТО йышне кӗнӗ патшалӑхӗсем укҫа-тенкӗпе тивӗҫтереҫҫӗ, тӗслӗхрен, вӗсен йышне Франци кӗрет. Компани тӗнче йӗркин пуласлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать[1][5].

Вӑйӑ анлӑ вӑрҫӑ хирӗҫӗвӗсем ҫине пусӑм тӑвать, тӗп вырӑна унта танксем, истребительсем тата ытти йышши ҫар техники пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлени йышӑнать. Калав центрӗнче — пысӑк вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑйӑҫӑн отрячӗ чи хӑрушӑ хӗҫпӑшаллӑ вӑй пулнине палӑртакан шухӑш[1][5].

Вӑйӑ процесӗ

Battlefield 6 — пӗрремӗш сӑпатлӑ нумаййӑн вылямалли шутер, вӑл масштаблӑ ҫапӑҫусемпе вӑйӑҫӑсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫине таянать. Разработчиксем ҫар ӑстисен концепцийӗнчен пӑрӑнса йӑлана кӗнӗ класс системи патне таврӑннӑ — вӑйӑҫсем рольсенчен пӗрине суйласа илме пултараҫҫӗ, вӗсенчен кашнин хӑйне евӗрлӗ хӑнӑху, ятарлӑ хатӗр тата хӗҫпӑшал пуххи пур. Battlefield 2042(выр.)чăв. вӑйӑра йӗркеленӗ специалистсен системипе танлаштарсан кунашкал система отряда йӗркеленӗ чухне тактикӑна йӗркелеме, специализацине аталантарма май парать. Классем патне таврӑнни команда вӑййине вӑйлатма тата ҫапӑҫу хирӗнче кашни ролӗн пӗлтерӗшне туллин уҫса пама тивӗҫ[1][6]. 4 класс пур[7]:

  1. Штурмовик: штурм винтовкисемпе усӑ курать; чупнинчен питӗ хӑвӑрт пересси патне хӑвӑрт куҫать, аллинчи хӗҫ-пӑшала улӑштарма пултарать.
  2. Инженер: пистолет-пулемётсемпе усӑ курать; ПП-ран пӗҫҫи патӗнчен пенӗ чухне тӗлтерех лекет;
  3. Пулӑшу ҫынни: алӑран пемелли пулемётсемпе(выр.)чăв. усӑ курать; РП-па усӑ курнӑ чухне чупасси ҫине витӗм кӳмест;
  4. Разведчик: снайпер винтовкисемпе усӑ курать; прицел сахалрах сулланать, ҫавӑн пекех прицелри сывлӑша чарнӑ вӑхӑт вӑрӑмрах тата «снайперкӑпа» усӑ курнӑ чухне перессин хӑвӑртлӑхӗ пысӑкрах.

Вӑйӑн тӗп режимӗнче 64 вӑйӑҫ таран хутшӑнма пултаракан анлӑ карттӑсем ҫинчи ҫапӑҫусем иртеҫҫӗ[8]. Унсӑр пуҫне 6-мӗш Battlefield-ри вӑйӑ процесӗ шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ[1]:

  • ҫӗр ҫинчи ҫапӑҫусем: ҫӗр ҫинче тӗрлӗ пемелли хӗҫпӑшалпа тата гаджетпа(выр.)чăв. усӑ курса ҫапӑҫасси;
  • сывлӑшри ҫапӑҫусем: истребительсем хушшинчи тытӑҫусем;
  • арканакан тавралӑх: тавралӑхри элементсене аркатни тактикӑна ҫӑмӑллатма пултарать;
  • анлӑ арсенал: ҫапӑҫу техникисен йышӗ темиҫе теҫеткене ҫитет, ҫав шута танксем, бронетранспортёрсем тата ытти машинӑсем кӗреҫҫӗ;
  • ҫӗнӗ механикӑсем: аманнӑ юлташсене хӑрушсӑр вырӑна сӗтӗрсе кайма май пурри, ҫуртсене тӗппипех тӑшмансем ҫине йӑвантарма пултарасси; шырав системине (акăл. Spotting Mechanic) ҫӗнетесси[1][9].

Redsec

Battlefield Redsec — 2025 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче пуҫарса янӑ тӳлевсӗр вылямалли режим, ун шутне «патшалла ҫапӑҫу» тата ытти ӑмӑрту тӗсӗсем кӗреҫҫӗ. Redsec-ри ӗҫ-пуҫ Fort Lyndon карттӑ ҫинче иртет, ярӑнӑн историйӗнче вӑл чи пысӑкки шутланать[4].

Redsec режимӗсем[10]:

  • Battle Royale (Патшалла ҫапӑҫу) — 100 вӑйӑҫ валли йӗркеленӗ пысӑк ҫапӑҫу, унта тӑватӑ (25 отряд) е икӗ ҫынран (50 дуэт) тӑракан отрядсем хутшӑнма пултарать. Вылякансем карттӑ ҫине десантланаҫҫӗ, хӗҫ-пӑшалпа хатӗр-хӗтӗр шыраҫҫӗ, пӗр отряд кӑна юличчен ҫапӑҫаҫҫӗ. Ку режимӑн уйрӑмлӑхӗ — тактика валли аркатусем тума май пурри, ҫапла май ландшафта улӑштарса ҫӗнӗ тактикӑсем йӗркелеме пулать; ҫапӑҫу техники пур[4];
  • Gauntlet (Перчатка) — 32 вӑйӑҫ (4 ҫынран тӑракан 8 отряд) валли ӑмӑртмалли турнир режимӗ. Командӑсем кӗске раундсем хушшинче (5-шер минут) тӗрлӗ тӗллевсемпе тупӑшаҫҫӗ. Кашни раунд ятарлӑ условисемпе тӗллевсесенчен тӑрать, ҫакӑ отрядсене хӑвӑрт адаптацилеме ыйтать[10];
  • Portal (Портал) — вӑйӑҫсене Fort Lyndon карттӑ ҫинче хӑйсен вӑйӑ режимӗсене ӑсталама май паракан редактор, унта скриптингпа кастомизаци хатӗрӗсемпе усӑ курса ӗҫлемелле[4].

Кампани

BF6 пӗччен вылямалли кампани тӑхӑр сюжетлӑ миссирен тӑрать, ҫапла вӑйӑри глобаллӑ хирӗҫӳ ҫине тӗрлӗ персонажсемпе — элитлӑ диверсантсенчен пуҫласа пилотсемпе инженерсемпе таран — выляса тӗрлӗ енлӗн пӑхма май пур. Кампанине вӑтам шайри йывӑрлӑхра 4 сехетрен пуҫласа 6 сехетчен тухса пулать, пӗтӗм коллекци япалисене (30 ҫапӑҫу жетонӗ — Dog Tags) пухас пулсан пӗтӗмешле вӗҫлеме 8 сехет таран кирлӗ пулма пултарать[11][12].

Сюжет миссийӗсем тӗрлӗрен: вӑйӑҫсем ҫӗрлехи вӑрттӑн операцисене те, йывӑр техникӑпа усӑ курма тивекен масштаблӑ штурмсене те хутшӑнаҫҫӗ. Кашни мисси уйрӑм локацире иртет: ту хырҫисенчен пуҫласа хула тӑрӑхӗсемпе шыв уҫлӑхӗсем таранах. Коллекци жетонӗсене тупнӑшӑн вӑйӑҫсене косметика наградисемпе тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсемпе нумаййӑн вылямалли режимра усӑ курма пулать[11].

Кампани миссийӗсен ят-йышӗ:

Мисси ячӗ Жетонсен шучӗ
1 Ялан шанчӑклӑ (Always Faithful) 3
2 Скала (The Rock) 3
3 «Гладиус» операци (Operation Gladius) 3
4 Каҫхи рейд (Night Raid) 4
5 Ыйхӑсӑр (No Sleep) 3
6 Сӑрт-ту ҫавӑрса (Moving Mountains) 4
7 Нил хуралҫи (Nile Guard) 2
8 «Хӗрекен вӑй» операци (Operation Ember Strike) 4
9 Ялан мала (Always Forward) 4

Вӑйӑра усӑ куракан хӗҫ-пӑшал

Инсайдерсем пӗлтернӗ информаци тӑрӑх вӑйӑн тулли версийӗнче ҫак хӗҫпӑшал варианчӗсемпе усӑ курма май пулӗ[13][14]:

Класс Модель
Штурм винтовкисем
  • SCAR-L
  • QBZ-192
  • MSBS GROT
  • SCAR-SC
  • SIG 553
  • Tavor 7
  • ACE32
  • AK-205
  • G36
  • HK417
  • HK433
  • L85A3
  • M4A1
  • M27 IAR
Пистолет-пулемётсем
  • MP5 MLI
  • MP7A2
  • MPX
  • P90
  • Vector
  • UMP 40
  • APDW
  • APC10
Алӑран пемелли пулемётсем
  • MG4K
  • Minimi
  • РПК
  • M60E6
  • Ultimax
  • M240
  • M250
Снайпер винтовкисем
  • MRAD
  • СВ-98
  • Mini Fix
  • M2010 ESR
Марксман винтовкисем
  • СВЧ
  • СВД
  • XM7
  • ARA DMR
  • G3A4
  • M39 EMR
  • M14 EBR
  • Kel-Tec RFB
Дробовиксем
  • DP-12
  • 5KSK
  • 590A1
  • M1014
Пистолетсем
  • Raging Hunter
  • TRR8
  • Five-seveN
  • Glock 22
  • M18
  • M45A1
Гранатомётсем
  • AT4
Ҫывӑхри кӗрешӳ валли
  • Кувалда

Историйӗ тата вӑйӑпа паллаштарни

Battlefield ярӑмӗнче(выр.)чăв. тепӗр вӑйӑ хатӗрлесси пирки пӗрремӗш хыпарсене 2024 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ: ун чухне EA Studios ушкӑнӗн тӗп менеджерӗ Винс Зампелла ҫӗнӗ вӑйӑри пулӑмӗсем хальхи сеттингра иртни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл EA историне илес пулса ку вӑйӑ чи амбициллӗ проектсенчен пӗри пулнине пӗлтернӗ, ӑна хатӗрлес ӗҫре 4 вӑйӑ студийӗ ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ: DICE(выр.)чăв., Motive(выр.)чăв., Ripple Effect(выр.)чăв. тата Criterion(выр.)чăв. (пӗччен вылямалли режима хатӗрлеме ҫавӑн пекех Ridgeline Games хутшӑннӑ, анчах 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче ӑна хупнӑ)[15].

2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче EA ҫӗнӗ вӑйӑ хатӗрлессипе Battlefield Studios ятлӑ пӗрлешӳ ӗҫленине ҫирӗплетнӗ. Вӑйӑ проектне Battlefield Labs код панӑ; вӑйӑ процесне кӑтартакан пӗрремӗш трейлерпа паллаштарнӑ[16]. Ҫав тапхӑртах хупӑ тӗрӗслев пуҫланнӑ, вӑл вӑхӑтра тунӑ кадрсем 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тӗнче тетелне «лекнӗ»[17].

Вӑйӑн официаллӑ ячӗ утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ пулса тӑнӑ[18]; утӑн 21-мӗшӗнче малтанхи вӑхӑтра вӑйӑпа уҫӑ бета-тестра паллашма май пурри ҫинчен хыпарланӑ[19]. Тепӗр кунне EA студийӗ вӑйӑн официаллӑ анонсӗ утӑн 24-мӗшӗнче иртесси пирки пӗлтернӗ[20], «ревил» умӗн разработчиксем вӑйӑри тӗп хирӗҫӗкенсем Pax Armata тата НАТО(выр.)чăв. организацисем пуласси пирки пӗлтернӗ[21]. Палӑртнӑ кунхине трейлер(выр.)чăв. вырнаҫтарнӑ, ҫав вӑхӑтрах утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче нумаййӑн вылямалли режима хӑтласси пирки асӑннӑ[22].

Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗпе 31-мӗшӗ хушшинче ҫӗрле вӑйӑ ярӑмӗн хуҫисем «мультиплеерӑн» 15 ҫеккунтлӑ тизерне вырнаҫтарнӑ, анчах пит хӑвӑрт хуратнӑ. Видеора геймплей кадрӗсем тата вӑйӑ хӑҫан тухни — 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ — кӑтартнӑ пулнӑ[2]. Унсӑр пуҫне утӑн 31-мӗшӗнче инсайдерсем ҫурла уйӑхӗнче халӑх усӑ курса пӑхма пултармашкӑн виҫӗ бета-тӗрӗслевне ирттерме палӑртнине пӗлтернӗ: пӗрремӗшӗ ҫурлан 7-мӗшӗнче пуҫланмалла, усӑ курма май паракан ҫӑраҫҫисем урлӑ (умсаккасшӑн е Twitch(выр.)чăв. ҫинче стримсене пӑхнӑшӑн панӑ) 48 сехет хушши выляса пӑхма пултарнӑ; иккӗмӗшне ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗшӗччен кашни вӑйӑҫ валли уҫӗҫ; виҫҫӗмӗшне — ҫурлан 14-мӗшӗпе 17-мӗшӗ хушшинче иртнӗ[23].

2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче Electronic Arts-па Battlefield Studios пӗрлешӗвӗнчи разработчикӗсем ПК верси валли хатӗрленӗ вӑйӑн трейлерӗпе паллаштарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑйӑн техника требованийӗсем паллӑ пулса тӑнӑ. 4K-па, чикесӗр кадр тӑтӑшлӑхӗпе, ультраанлӑ мониторсемпе (21:9, 32:9) тата 600 ытла тӗрлӗ ӗнерлевпе усӑ курма ирӗк парасса шантараҫҫӗ[24].

Бета-тестлани

6-мӗш Battlefield-ӑн уҫӑ бета-тесчӗ ярӑмра чи пысӑкки пулса тӑнӑ. Ҫурлан 9-мӗшӗнче чи хӗрӳ самантра Battlefield 6-ра 521 079 ҫын пулнӑ. Ку кӑтартупа малтанлӑха кӑларнӑ верси Steam-ра чи паллӑ ҫирӗм вӑйӑ шутне кӗнӗ[25].

Критика

Battlefield 6 ытларах енӗпе критиксем лайӑх хак панӑ. Metacritic агрегаторта вӑйӑн ПК версийӗ 62 рецензине тӗпе хурса 100-тен 82 балл пухнӑ. Критиксем уйрӑммӑнах Battlefield 2042 хыҫҫӑн ҫухалнӑ пӗччен иртмелли кампание тата арканакан тавралӑхлӑ нумай вӑйӑҫ ҫапӑҫӑвӗсене тавӑрнине палӑртнӑ[26].

IGN кӑларӑм вӑйӑна 10-ран 8 хак панӑ, ҫакна палӑртнӑ: «Battlefield 6 ярӑма хӑйӗн тымарӗсем патне тавӑрать, питӗ кӑсӑклӑ кампани тата тетелти масштаблӑ ҫапӑҫусем сӗнет, вӗсем Battlefield 3(выр.)чăв. тата 4(выр.)чăв. версийӗсенчи чи лайӑх вӑхӑтсене аса илтереҫҫӗ». Рецензент пӗччен вылямалли режимра миссисем тӗрлӗ енлӗ пулнине тата визуаллӑ калӑпланине мухтанӑ, анчах та тапратнӑ чухне сиксе тухакан хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене асӑннӑ[26].

GameSpot вӑййа 10-ран 7 хак панӑ, ӑна «франшизӑшӑн малтанхи калӑпӗ патне мӑнаҫлӑ таврӑнни» тесе хакланӑ, анчах ҫитменлӗхсем пирки те асӑннӑ. Критик палӑртнӑ тӑрӑх, «нумаййӑн вылямалли режимсем Battlefield масштаблӑ ҫапӑҫусемпе тата ҫапӑҫу хирӗнчи хаоса йӗркелекен классикӑлла кану сӗнеҫҫӗ, анчах та хӗҫ-пӑшал балансне йӗркене кӗрсе ҫитермелле»[26].

Техника требованийӗсем

Чи пӗчӗккисем (1080p, ҫеккунтра 30 кадр, графикӑна пӗчӗк шайра ӗнӗрлени)

  • ОС: Windows 10 (64 бит);
  • процессор: Intel Core i5-8400 е AMD Ryzen 5 2600;
  • видеокарта: Nvidia GeForce RTX 2060, AMD Radeon RX 5600 XT е Intel Arc A380;
  • видеопамять: 6 Гбайт;
  • оперативлӑ память: 16 Гбайт;
  • DirectX: 12;
  • накопитель ҫинчи вырӑн: HDD ҫинче 55 Гбайт.

Сӗннисем (1440p, ҫеккунтра 60 кадр, ҫӳллӗ шайри ӗнерлевсем / 1080p, ҫеккунтра 80+ кадр, пӗчӗк шайри ӗнерлевсем)

  • ОС: Windows 11 (64 бит);
  • процессор: Intel Core i7-10700 е AMD Ryzen 7 3700X;
  • видеокарта: Nvidia GeForce RTX 3060 Ti, AMD Radeon RX 6700 XT е Intel Arc B580;
  • видеопамять: 8 Гбайт;
  • оперативлӑ память: 16 Гбайт;
  • DirectX: 12;
  • накопитель ҫинчи вырӑн: SSD ҫинче 90 Гбайт.

«Ультра» (4K, ҫеккунтра 30 кадр, «Ультра» шайра ӗнерлени/1440p, ҫеккунтра 144 кадр, ҫӳллӗ шайри ӗнерлевсем) шайӗнче ыйтаканнисем

  • ОС: Windows 11 (64 бит);
  • процессор: Intel Core i9-12900K е AMD Ryzen 7 7800X3D;
  • видеокарта: Nvidia GeForce RTX 4080 е AMD Radeon RX 7900 XTX;
  • видеопамять: 16 Гбайт;
  • оперативлӑ память: 32 Гбайт;
  • DirectX: 12;
  • накопитель ҫинчи вырӑн: SSD ҫинче 90 Гбайт.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Battlefield™ 6 в Steam. Steam. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Утечка подтвердила дату выхода Battlefield 6 — Electronic Arts раньше времени показала тизер нового трейлера. 3DNews.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  3. ^ Дебютный видеоролик Battlefield 6 раскрывает захватывающее будущее культовой серии. Electronic Arts. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4 Battlefield REDSEC стартует одновременно с первым сезоном Battlefield 6. Electronic Arts. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2 Battlefield 6 first trailer reveals the thrilling future of the iconic series. Electronic Arts. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  6. ^ Prepare for Battlefield 6 - Coming Soon! Electronic Arts. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  7. ^ Battlefield 6: All the info on the new shooter. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  8. ^ Electronic Arts анонсирует Battlefield 6 уже на этой неделе — запущен обратный отсчёт до выхода первого трейлера. 3Dnews.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  9. ^ How Battlefield 6 Can Improve the Series' Spotting Mechanic. Game Rant. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 REDSEC Game Modes Explained: BR, Gauntlet, and Portal. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Список миссий и продолжительность сюжетной кампании Battlefield 6. Playground.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  12. ^ Battlefield 6. Всё, что нужно знать для полного прохождения. IGM. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  13. ^ Battlefield 6 Leak Reveals Every Gun in the Game. Comicbook.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  14. ^ Every Weapon Spotted in the Battlefield 6 Reveal Trailer. Fandomwire.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  15. ^ Exclusive: Vince Zampella Confirms Next Battlefield Will Use Modern Setting, First Concept Art Revealed. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  16. ^ First Official Look at New Battlefield Gameplay as EA Reveals Battlefield Labs. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  17. ^ PSA: Early Battlefield 6 Footage Seems to Have Leaked Online. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  18. ^ Battlefield 6 is seemingly just called Battlefield 6, according to leaked packages sent to content creators that might signal a reveal from EA soon. Games Radar. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  19. ^ Battlefield 6 Open Beta Confirmed, Will Include This Key Change. GameSpot. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  20. ^ Battlefield 6 to Be Officially Revealed This Week. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  21. ^ Battlefield 6 Campaign Teaser Shows NATO Under Attack, and Includes the Return of the Series' Classic Theme. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  22. ^ Battlefield 6 - Official Reveal Trailer. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  23. ^ Battlefield 6 Suffers Significant Leaks Ahead of Official Multiplayer Reveal. IGN. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  24. ^ «Самая совершенная в истории серии»: Electronic Arts раскрыла окончательные системные требования Battlefield 6 и показала трейлер ПК-версии (2025-08-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  25. ^ Открытый бета-тест Battlefield 6 стал крупнейшим в серии — шутер вошёл в топ-20 самых популярных игр Steam (2025-08-11). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  26. ^ 1, 2, 3 Battlefield 6 critic reviews. Metacritic. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.