Csemer Boglárka

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Csemer Boglárka
Boggie 20180518.jpg
Тӗп информаци
Тулли ячӗ Csemer Boglárka
Ҫуралнӑ вӑхӑт 1986 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ(1986-11-30) (39 ҫулта)
Ҫуралнӑ вырӑн
Патшалӑх
Профессисем юрӑҫ
Ӗҫӗ-хӗлӗн ҫулӗсем 2008х. в.
Инструментсем вокал
Жанрсем поп, джаз
Псевдонимсем Boggie
Ушкӑнсем Csemer Boglárka Quartete
boggieofficial.com(акăлч.)
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Бо́гги (венг. Bóggie, чӑн ячӗ Бо́гларка Че́мер (венг. Boglárka Csemér ); ҫур. 1986 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ, Будапешт, Венгри) — Венгрин поп, джаз тата шансон юррисем юрлакан юрӑҫ. Евровидени-2015 конкурсӗнче Венгрирен Wars for Nothing юрӑпа хутшӑннӑ.

Пурнӑҫӗ

Вӑл 1986 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче Будапештра ҫуралнӑ[1].

Музыкӑпа 13 ҫулта кӑсӑкланма пуҫланӑ. 15 ҫулта Фасанг Арпад ячӗллӗ музыка шкулӗнче классика вокалӗпе тата фортепиан калама вӗренме тытӑннӑ. 2004 ҫултанпа вӑл харӑс Ференц Эркель ячӗллӗ пуҫламӑш ӳнер пӗлӗвӗн институтӗнче тата Джаз музыкин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 2005 ҫулта Парижа пурӑнма куҫнӑ. Унта вӑл 2006—2007 ҫулсенче французла калаҫакан экскурсовод профессине алла илнӗ[1].

2007 ҫулта Кёбанья музыка студийӗнче (венг. Kőbányai Zenei Stúdió) вокал класӗнче вӗренме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Карой Эстерхази колледжӗнче «француз романистики» специальноҫӗпе вӗреннӗ[2].

2009 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Csemér Boglárka Quartet ушкӑн йӗркеленӗ. 2011 ҫулта «Ҫӑлтӑр ҫурални» (венг. Csillag Születik) программӑна хутшӑннӑ. Ку программа — «Минута славы» программӑн венгрла аналогӗ. Ушкӑн ҫурма финала тухайман. Анчах та вӗсем Венгри джаз ассоциацийӗн ятарлӑ призне тивӗҫнӗ.

2012 ҫулта хӑйӗн пӗрремӗш альбомӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах Богги ятлӑ кӗскерех сцена ячӗпе усӑ курма тытӑннӑ[1].

2013 ҫулта Tom-Tom Records лейблта Boggie ятлӑ пӗрремӗш альбом тухнӑ.

2014 ҫулта французсен Accordzeam ушкӑнӗпе пӗрле юрланӑ. 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче унӑн Parfüm/Nouveau Parfum юррин клипӗ тӗнче шайӗнче паллӑ пулса тӑнӑ. YouTube-ра ӑна 30 миллион ытла пӑхнӑ. 2014 ҫул хушшинче вӑл 100 ытла чӗрӗ концерт ирттернӗ[1]. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче иккӗмӗш All Is One Is All студи альбомӗ тухнӑ. 2015 ҫулта ку пластинка «Ҫулталӑкри тӑван классика поп-рок альбомӗ» категорире Fonogram премине тивӗҫнӗ[3]. Ҫавӑн пекех наци чартӗнче 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ[1].

2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче A Dal наци музыка конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Евровидени-2015 конкурсӗнче Венгрирен хутшӑнма ирӗк илнӗ. Евровидени валли вӑл суйланса илнӗ Wars For Nothing юрӑн тексчӗ Израиль влаҫӗсене килӗшмен. Израиль дипломачӗсем юрӑра Газа секторӗнчи хирӗҫӳ пирки юрланине палӑртнӑ. Будапештри Израиль элчи теле- тата радио- калаҫавӗшӗн яваплӑ вырӑнти органа Венгри юррине дисквалификацилеме ыйтса ҫыру ярса панӑ. Мӗншӗн тесен Евровиденире политика сӗмӗллӗ юрӑсене юрлама юрамасть. Анчах та Богги конкурсра ӑнӑҫлӑ юрлама пултарнӑ[4]. Евровидени финалӗнче Богги 19 балл пухса 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

2017 ҫулта Богги хӑйӗн Boggie Production лейблне йӗркеленӗ. Ҫав ҫулхи авӑн уйӑхӗнче унта виҫҫӗмӗш 3 ятлӑ студи альбомӗ тухнӑ.

Виҫҫӗмӗш альбом тухнӑ вӑхӑтра юрӑҫ Жофи Кемень поэтессӑпа пӗрле ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем «Toll és hang» (венг. Toll és hang) музыкӑпа литература проектне пуҫарса янӑ. Проект музыкӑпа литературӑна пӗрлештерет. Унта Богги юррисем Кемень тексчӗсемпе тата калавӗсемпе хутӑшса янраҫҫӗ[5].

2022 ҫулта тӑваттӑмӗш Fragilité студи альбомӗ тухнӑ[6].

2023 ҫулта Андраш Петрушка музыкантпа пӗрле Hunclorique фолк-проект йӗркеленӗ. Ҫак проект шайӗнче музыкантсем венгр халӑх юррисене хӑйсем аранжировка туса юрлаҫҫӗ. 2025 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче проектӑн пӗрешкел ятлӑ альбомӗпе паллаштарнӑ[7].

2026 ҫулхи акан 25-мӗшӗнче Будапештри Венгри музыки ҫуртӗнче юрӑҫӑн «Apoteózis» ятлӑ пиллӗкмӗш студи альбомӗн концерт-презентацийӗ иртнӗ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

Юрӑҫ Балинт Надь режиссёрпа мӑшӑрланнӑ[8]. Мӑшӑрӑн икӗ хӗр пур — Ленке (2016 ҫулта ҫуралнӑ) тата Имола (2020 ҫулта ҫуралнӑ)[8][9].

Премисемпе номинацисем

  • «Japánkert» юрӑшӑн Венгри джаз федерацийӗн ятарлӑ призӗ (2011)[10];
  • Boggie альбомшӑн «Ҫулталӑкри тӑван джаз альбомӗ» категорире Fonogram премине илме номинациленӗ (2014)[11];
  • «Ҫулталӑк видеоклипӗ» категорире Bravo OTTO премийӗ (2014)[10];
  • Wars for Nothing (2015) юрӑпа A Dal наци суйлав конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫи;
  • All Is One Is All альбомшӑн «Ҫулталӑкри тӑван классика поп-рок альбомӗ» категорире Fonogram премийӗ (2015)[12];
  • Аван юрланӑшӑн панӑ Hangvilla премийӗ (2018)[11].

Суйланӑ дискографи

  • 2013 — Boggie
  • 2014 — All Is One Is All
  • 2017 — 3
  • 2022 — Fragilité
  • 2025 — Hunclorique
  • 2026 — Apoteózis

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Eurovision 2015 - Boggie (Hungary) (англ.). Esckaz (В источнике не указана). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  2. ^ Boggie (В источнике не указана). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  3. ^ Nyertesek 2015 (венг.). Fonogram. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  4. ^ Песня, подготовленная Венгрией для "Евровидения", возмутила Израиль (23.03.2015). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  5. ^ KULTIMO: Toll és Hang – Boggie és Kemény Zsófi zenés estje. A Vértes Agorája. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ BOGGie: FRAGILITÉ - lemezbemutató koncert (венг.). zenehaza.hu. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  7. ^ Bemutatkozik a Hunclorique - Csemer Boglárka 'Boggie' és Petruska András közös népzenei formációja (венг.). Katolikus Rádió. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2 Csemer Boglárka, Nagy Bálint: Szülőnek lenni egy gyönyörű állapot, feladat és szerep. Ragaszkodj Hozzá. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  9. ^ Megszületett Boggie második kislánya. Origo (Ҫу 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 Csemer Boglárka 'Boggie' (венг.). koncert.hu. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 Boggie (венг.). GR1993 Records. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.
  12. ^ Fonogram 2015: megvannak a nyertesek! (венг.). Starity.hu (26 ҫӑвӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ.