Telegram (мессенджер)

Telegram — текст-çыру пĕлтерӳсене тата тĕрлĕ форматлă медиафайлсене смартфонсемпе урăх хатĕрлевĕ валли тӳлевсĕр кроссплатформиллĕ мессенджер.

Укҫа-тенкӗ

2024 ҫулта Telegram мессенджер пӗрремӗш хут ҫулталӑк хушшинче тупӑш илнӗ, вӑл 540 миллион долларпа танлашнӑ, 2023 ҫулта вара компани 173 миллион доллар тӑкак тӳснӗ. Тупӑш 1,4 миллиард доллара ҫитнӗ, вӗсенчен ҫуррине яхӑн партнерлӑх йӗркеленинчен тата экосистемӑсенчен килнӗ, ҫав шута приложени разработчикӗсем тивӗҫтерни кӗнӗ, ытти пайӗ реклама тата тӳлевлӗ ҫырӑну ҫине тивнӗ. 2025 ҫул тӗлне Telegram тупӑша 2 миллиард доллар тата тӑкаксӑр тупӑша 720 миллион доллар таран ӳстерме палӑртать. Мессенджерпа ҫав вӑхӑтрах 60 ҫынран тӑракан пӗчӗк ушкӑн тытса тӑрать, модерацие вара ытларах енӗпе аутсорсинга панӑ[6].