Max (приложени)

Max (стилизацилесе MAX ҫыраҫҫӗ) — «ВК» компанин цифра платформи, мессенджер, вӑл мини-приложенисене, тӳлев системмпе патшалӑх сервисӗсене пӗрлештерет[1]. iOS, Android, macOS тата Windows ҫинчи приложени тата вебсайт пек ӗҫлекен бета-версие пӗрремӗш хут 2025 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче кӑтартнӑ, унта мессенджерпа усӑ курма май пулнӑ[2]. 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче VK корпораци Max-ра тупнӑ йӑнӑшсемшӗн 5 млн тенкӗ таран тӳлеме хатӗррине пӗлтернӗ[3].

2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа саккунпа килӗшӳллӗн Max-а Раҫҫейре мӗнпур ҫӗнӗ хатӗрсем ҫине вырнаҫтарма пуҫлӗҫ. Малашне «Госуслугипе» пӗрлештерме палӑртнӑ, ҫапла май штрафсем тӳлеме, хутсем хатӗрлеме тата патшалӑхӑн ытти сервисӗсемпе усӑ курма май пулӗ[4].

Чи малтанах платформӑра Раҫҫейпе Беларуҫ ҫыннисем кӑна регистрациленме пултарнӑ. 2025 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнчен вӗсен йышне Азербайджан, Армени, Казахстан, Киргизи, Молдави, Таджикистан тата Узбекистан ҫыннисем хушӑннӑ.

Историйӗ

Max мессенджера хута яма хатӗрленни пирки пӗрремӗш хыпарсене 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ун чухне МИХсем инсайдерсем ҫине таянса «ҫывӑх вӑхӑтра» приложенисен лавккисенче (App Store, Google Play) мессенджерӑн бета-версийӗ тухассине пӗлтернӗ, вӑл сообщенисемпе ылмашӑнма, шӑнкӑравлама, тата 4 ГБ таран файлсене ӑсатма май памалла пулнӑ. Ҫӗршыв лаптӑкӗнче онлайн-шӑнкӑравсене тума пулӑшакан медиасерверсене вырнаҫтарни, калаҫу пахалӑхне ӳстерме вара машина вӗрентӗвӗн технологийӗсемпе усӑ курни ҫинчен асӑннӑ. Пӗрремӗш верси шутне финанс сервисӗсене, пулӑшу службисене тата ытти продуктсене йӗркелеме май паракан корпоративлӑ чат-ботсем кӗрессине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех цифрӑллӑ платформӑна мини-приложенисем, тӳлев системине тата патшалӑх сервисӗсене вырнаҫтарма палӑртнине, хӑй приложени вара Китайри WeChat(выр.)чăв. евӗр пулма пултарнине пӗлтернӗ[5].

Финанс эксперчӗсем хакланӑ тӑрӑх, проекта пӗрремӗш тапхӑрта 1 млрд тенке таран инвестицилеме пултарнӑ[5].

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче платформӑпа iOS, Android, macOS, Windows(выр.)чăв. никӗсӗ ҫинче тата вебсайт урлӑ паллашма май килнӗ. Бета-верси йышне харпӑр тата ушкӑнпа ирттермелли чатсем лекнӗ, сасӑллӑ калаҫусем, медиафайлсем, 4 ГБ таран таякан документсем, сообщенисене палӑртмалли реакцисемпе стикерсем яма, аудио-тата видеошӑнкӑравсем тума, чат-ботсемпе мини-приложенисем йӗркелеме май пулнӑ[2].

2025 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Max сервисра GigaChat 2.0 искусствӑлла интеллект ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Искусствӑллӑ интеллектпа ҫыхӑнса ӗҫлеме харпӑр чат урлӑ май пур, усӑ куракансем сасӑллӑ тата текстлӑ сообщенисем, аудиофайлсем, ӳкерчӗксемпе документсем ярса пама пултараҫҫӗ, GigaChat вара тӳлевсӗрех кирлӗ информаципе (ҫав шутра чӗлхе моделӗ интернетра тупнипе те) тивӗҫтерет. Max-ӑн бизнес-клиенчӗсем вара ИИ уйрӑм версийӗсене суйлама пултараҫҫӗ — GigaChat 2 Pro е GigaChat 2 MAX[6].

2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчи кӑтартусем тӑрӑх, Раҫҫейӗн Max мессенджерӗнчи аккаунтсен хисепӗ мобильлӗ хатӗрсемпе компьютерсене шута илес пулсан 1 миллиона ҫитнӗ[7]. 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне MAX-ра регистрациленнӗ усӑҫсен шучӗ 2 миллион урлӑ каҫнӑ[8].

2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче Max мессенджера Раҫҫейре ҫӗнӗрен кӑларакан мӗнпур мобильлӗ хатӗрсем ҫине вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ[9].

2025 çулхи çурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа Max наци мессенджерӗнче Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен пӗрлехи порталне (Госуслуги) кӗме пӗрре усӑ курмалли код илме май туса панӑ. Тӗрӗслев тапхӑрӗ вӗçленсен ку меслет пур усӑ куракан валли те ӗҫлесе кайӗ[10].

2025 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Билайн», МТС, «МегаФон» ҫыхӑну операторӗсем абонентсене MAX мессенджерта лимитсӑр усӑ курма май туса панӑ[11].

2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче мессенджерпа усӑ куракансен шучӗ 30 млн ҫынран иртнӗ[12].

2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Max мессенджерӑн хӑрушсӑрлӑх центрӗ 67 пине яхӑн шанчӑксӑр аккаунта хупласа хунӑ, 13 пин ытла сиенлӗ файла тупса палӑртнӑ та хуратнӑ. Аккаунта ытларах чухне спам салатнӑшӑн хупнӑ. Юраман ӗҫсем тума хӑтланнӑ ултавлӑ аккаунтсене Платформӑн хӑрушсӑрлӑх центрӗ яланлӑха хупласа хунӑ[13].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫей Президенчӗн официаллӑ каналӗ MAX мессенджерта ӗҫлеме пуҫланӑ[14].

2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнче Раҫҫей Совбезӗн председатель ҫумӗ Дмитрий Медведев МАХ-ра канал уҫни паллӑ пулнӑ[15].

2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче Fly By Metrics компани наци мессенджерӗнчи каналсенчи даннӑйсене тишкерме MaxStat.IO сервиса хута янӑ. Разработчик ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ сервис — Телеграмри TgStat евӗр аналогӗ[16].

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче мессенджерта ҫавӑн пекех водитель удостоверенийӗпе цифра ID хатӗрлеме май паракан функци ӗҫлеме пуҫланӑ. Маларах цифрӑллӑ ID биометрипе е чикӗ леш енне каймалли паспортпа ҫеҫ тума май пулнӑ[17].

2025 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн строительство тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Ирек Файзуллин пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫул вӗҫлениччен Раҫҫейри нумай хваттерлӗ кашни ҫуртра Max мессенджерта ҫуртӑн чатне йӗркелемелле[18].

2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Строительство министерствипе ДОМ.РФ Мax-ра хулари ҫӗнӗ стройкӑсене сӑнамалли сервиса хута янӑ[19].

Функционалӗ

Max-а мобильлӗ хатӗрсем (iOS, Android) ҫине, персоналлӑ компьютерсем (Windows, macOS) валли уҫласа илме пулать, ҫавӑн пекех унпа веб-интерфейс урлӑ та усӑ курма май пур. Приложение App Store, Google Play, RuStore тата AppGallery цифра лавккисенчен вырнаҫтарма пулать. Усӑ куракансене телефон номерӗпе регистрацилеҫҫӗ, ҫакӑн валли Раҫҫейри е Беларуҫри номер кирлӗ. Пӗрремӗш хут тапратнӑ май ята кӗртмелле, профиль ӳкерчӗкне вырнаҫтармалла[2][20].

Интерфейс(выр.)чăв. тӑватӑ тӗп вкладкӑран тӑрать: «Контактсем», «Чатсем», «Шӑнкӑравсем», «Ӗнерлевсем». Шалта чатсене капӑрлатнине, папкӑсене сортланине улӑштарма май пур, пӗлтерсе тӑнине тата конфиденциаллӑха ӗнерлеме пулать[20].

2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗнче 12:46 вӑхӑтра MAX платформа ҫинче вӑхӑт тата хутшӑнакансен шучӗ тӗлӗшӗнчен чару ҫук ушкӑнпа видеошӑнкӑравсен функцийӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ҫакнашкал шӑнкӑрав ирттерме усӑ кураканӑн «Шӑнкӑравсем» кнопка ҫине пусмалла та йыхравламалли каҫӑна хатӗрлемелле. Видеоконференци вӑхӑтӗнче экрана кӑтартма май пур тата хутшӑнакансене сетка евӗр вырнаҫтарма пулать. Ҫитес вӑхӑтра чат, администратор правине тепӗр ҫынна куҫармалли, нейроаватаркӑсем, маскӑсемпе виртуаллӑ фонсем кӗртме палӑртнӑ[21].

2025 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗнче мессенджерта тест режимӗпе «Госуслуги» портала кӗмелли пӗрре усӑ курмалли кода илме пуҫланӑ[22].

2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче MAX «Госключ» мобильлӗ электронлӑ ҫырӑнтару технологийӗпе интеграциленсе ҫитнӗ[23].

2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗнче MAX мессенджерта ункӑ евӗр видеосообщенисене хӑвӑрт ҫырса ямалли функци ӗҫлесе кайнӑ[24].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче платформӑн пресс-службинче мессенджерта аккаунтсене икӗ факторлӑ аутентификаципе хӳтӗлеме пуҫланине пӗлтернӗ[25].

2025 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче Max-ра цифрӑллӑ ID тума май туса панӑ, вӑл хут документсен аналогӗ пулса тӑрӗ[26].

2025 ҫулхи юпан 7-мӗшӗнчен пуҫласа ҫынсем Max урлӑ «Госключ» чат-ботпа усӑ курса документсене алӑ пусма пултараҫҫӗ[27].

2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнчен пуҫласа Max-ри каналсене ҫырӑннисем контентпа ыттисене тӳрӗ каҫӑпа паллаштарма тата кӑмӑла кайман, юрӑхсӑр контента пытарма пултараҫҫӗ[28].

2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Max мессенджерпа усӑ куракансем «Госуслуги» порталти электронлӑ документсене хӑвӑрт илме пултараҫҫӗ. Мессенджер профильӗнче паспортӑн, водитель прависен, СНИЛС, ОМС полисӑн тата ИНН цифра версийӗсене хушма биометри тӗрӗслевӗсӗр пӑхма пултараҫҫӗ[29].

Коммуникаци

Платформа сообщенисемпе ылмашӑнмалли йӑлана кӗнӗ майсемпе тивӗҫтерет[2][30]:

  • харпӑр тата ушкӑнлӑ чатсем;
  • текстлӑ сообщенисем, ӳкерчӗксем, видеосем тата 4 ГБ таран йывӑр хутсене ярса парасси;
  • сасӑллӑ сообщени ярса парасси;
  • стикерсемпе тата эмодзи евӗр реакцисемпе усӑ курасси[2][30].

Приложенире вырнаҫнӑ аудио- тата видеошӑнкӑравсем сигнал вӑйсӑр пулсан та ӗҫлеҫҫӗ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑнкӑравланӑ май ҫыхӑну лайӑх тытӑнса тӑрать, татӑлмасть, калаҫупа ӳкерчӗксем питӗ паха ҫитеҫҫӗ[2][30].

Харпӑр май ҫыру ҫӳретнӗ чухне контактсем, геолокаци ярса пама, ҫавӑн пекех СБП урлӑ укҫа куҫарма пулать. Приложенин пӗрремӗш версийӗнче Альфа-банкран тата ВТБ-ран укҫа яма май пур: кирлӗ банка суйланӑ хыҫҫӑн Max финанс организацийӗн мобильлӗ приложенине куҫарать, укҫа куҫарас ӗҫе унта вӗҫлемелле[31].

Чат-ботсемпе мини-приложенисем

Max чат-ботсемпе мини-приложенисене ҫыхӑнтарма май парать. Ку ӗҫе Max Bot API (ботсене хатӗрлеме тата тытса тӑма), Max Bridge (клиентсен мини-приложенийӗсене ҫыхӑнтарма пулӑшакан библиотекӑсем) тата MasterBot (хӑвӑрт вырнаҫтарма тата API-уҫҫисене илме пулӑшакан бот) урлӑ тума пулать. Разработкӑна программа ҫырса та, визуаллӑ конструкторсемпе (вӗсен йышне BotMother, JetBot, ChatForma, SaleBot тат ыттисем кӗреҫҫӗ) усӑ курса та хатӗрлеме пулать. Ботсен ячӗсем Telegram-ри пекех bot тесе вӗҫленмелле (тӗслӗхрен, examplebot)[32].

Мини-приложенисем мессенджерти интерфейсра ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен хӑйсен уйрӑм графики тата бизнес-логики пулма пултарать, вӗсемпе ҫыхӑну чат-бот урлӑ йӗркеленет[30][32].

Искусствӑллӑ интеллект

2025 ҫулхи акан 14-мӗшӗнчен пуҫласа Max-ра GigaChat 2.0(выр.)чăв. ИИ-платформӑпа ҫыхӑнса ӗҫлет. Платформӑна вырнаҫтарнӑ нейротетел текст ҫырма, ӳкерчӗксем хатӗрлеме, сасӑпа каланине текстлама, видео, статья тата контентӑн ытти формисене кӗскен каласа пама, ӳкерчӗксене тишкерме тата ӑнланма, A4 форматлӑ 200 страница таран калӑпӑшлӑ хутсемпе ӗҫлеме пултарать[6].

ИИ пӗр вӑхӑтрах темиҫе файл янӑ чухне калаҫу тытса тӑма, тиенӗ информацие тӗпе хурса тишкерӳллӗ хуравсем йӗркелеме пултарать тата усӑ курнӑ ҫӑлкуҫсем ҫине каҫӑ парать[6].

Аталанӑвӗ

«Коммуникационная платформа» ТМЯП (учредителӗ — «Компания ВК» ТМЯП) Max платформӑна хатӗрленӗ май ӑна пӗр интерфейсра кулленхи цифра ӗҫӗсене пӗрлештерекен «суперприложени» («суперапп») йӗркелемелли никӗс пек хаклать. 2025 ҫулхи ака уйӑхӗн варри тӗлне вӑтам вӑхӑт талккӑшӗнче ҫак функцисене пурнӑҫлама палӑртнӑ[6][5]:

  • мини-приложенисен экосистеми урлӑ брендсемпе разработчиксене пулӑшассине анлӑлатасси;
  • уйрӑм тӳлев системине хута ярасси;
  • патшалӑх сервисӗсемпе ҫыхӑнтарни (ҫав шута «Госуслуги»(выр.)чăв. те кӗрет)[6][5].

Критиклени

Max-па усӑ куракансем «ВК» холдингӑн ытти сервисӗсемпе тӳрремӗн интеграци ҫуккине палӑртаҫҫӗ, сӑмахран, «ВКонтакте»-пе е VK Музыкӑпа. Ҫавӑн пекех вӗсене икӗ факторлӑ аутентификаци тата даннӑйсене шифрлани ҫукки те пӑшӑрхантарать — ҫакӑ информаци хӑрушсӑрлӑхӗпе конфиденциалӑх пирки пӑшӑрхантарать[33][34].

Платформӑна Telegram мессенджерпа пӗрешкел пулнишӗн айӑпланӑ — усӑ куракансем ботсемпе тата мини-приложенисемпе усӑ курасси пӗрешкел пулни пирки калаҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех халӑх ҫӗнӗ мессенджер ӑсталама кирли ҫине иккӗленӳллӗн пӑхаҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра ытти сарӑлнӑ паллӑ платформӑсем пур теҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри тӑван ҫӗршыври платформӑна ют ҫӗршыврисене улӑштарма ӑсталаҫҫӗ тесе шухӑшлать[30][35].

2025 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче VK хӑйӗн MAX мессенджерне питӗ вӑйлӑ рекламӑлама пуҫланӑ, вӗсен шутне Санкт-Петербургра иртнӗ VK Fest ятарлӑ мероприяти те кӗнӗ. Инстасамка евӗр блогерсем сервиса вӑйлӑ рекламӑлаҫҫӗ. Мессенджер рейтингӗсем питӗ уйрӑлса тӑраҫҫӗ: App Store — 4.1 кӑтартать пулсан, Google Play — 1.1, ҫакӑ Telegram-па усӑ куракансен конкурента чарма пултарнипе ҫыхӑннӑ япӑх шухӑшпа ҫыхӑнма пултарать. MAX патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫине тата официаллӑ сервиссемпе хутшӑнса ӗҫлесси ҫине таянать, ҫав вӑхӑтрах Telegram-а унпа усӑ куракансем меллӗ функционала пула ырлаҫҫӗ. Платформӑсем хушшинчи конкуренци ӳссех пырать[36].

Ӑнлантарусем

  1. ^ VK создает аналог китайского мессенджера с госуслугами и платежами WeChat. Ведомости. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 В России представили MAX — отечественный мессенджер и аналог WeChat. Hi-Tech. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  3. ^ За найденные уязвимости в мессенджере Max заплатят до пяти миллионов рублей (20250701T1442). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  4. ^ Всё о Max: российский национальный мессенджер запустят в 2025 году. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4 VK запустит бета-версию аналогичного китайскому WeChat мессенджера Max. Forbes. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Чатная инициатива: нацмессенджер MAX объединился с крупнейшим в РФ ИИ-ботом. Известия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  7. ^ В российском мессенджере MAX зарегистрировались больше 1 млн пользователей (2025-06-30). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  8. ^ Пользователям МАХ стали доступны групповые видеозвонки (2025-07-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ Новый мессенджер Max: что это такое, зачем нужен и где скачать. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  10. ^ Код для входа на "Госуслуги" можно будет получить в мессенджер Max (2025-08-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
  11. ^ Операторы связи предоставили безлимитный доступ к мессенджеру MAX (2025-09-01). 2025 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ.
  12. ^ Число пользователей мессенджера Max превысило 30 млн (2025-09-04). 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 4-мӗшӗ.
  13. ^ В Max заблокировали около 67 тыс. подозрительных аккаунтов в августе (2025-09-08). 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  14. ^ Официальный канал Президента в мессенджере MAX. 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
  15. ^ Медведев завел канал в Мах (14.09.2025). 2025 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  16. ^ Fly By Metrics: в России запустили аналог TgStat для каналов в Max. 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
  17. ^ В мессенджере Max создают цифровой ID по водительским правам (2025-10-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  18. ^ Многоквартирные дома обязали создать чаты жильцов в Max до конца года | Эксперт (выр.). Эксперт. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  19. ^ В Мax появился сервис отслеживания новостроек (2025-12-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  20. ^ 1, 2 Max: что известно о новом приложении ВК и аналоге WeChat. РБК. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  21. ^ Платформа MAX запустила неограниченные групповые видеозвонки. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.
  22. ^ В Max теперь можно получать код для входа на "Госуслуги" (2025-08-21). 2025 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
  23. ^ В национальный мессенджер MAX интегрировали «Госключ» (2025-08-25). 2025 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
  24. ^ В мессенджере MAX появилась функция записи видеокружков (2025-08-29). 2025 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  25. ^ В Max появилась двухфакторная аутентификация. 2025 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 18-мӗшӗ.
  26. ^ В мессенджере Max стало возможно создать аналог бумажных документов (2025-09-15). 2025 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  27. ^ Мессенджер МАХ запустил удобное подписание документов: что нужно знать (выр.). kp.ru (7 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  28. ^ В Max появилась возможность скрывать чувствительный контент (2025-10-10). 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи юпан 10-мӗшӗ.
  29. ^ Пользователи Мax получили быстрый доступ к своим документам из «Госуслуг». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  30. ^ 1, 2, 3, 4, 5 VK выпустила Max — бета-версию мессенджера с мини-приложениями, ботами, звонками и API для разработчиков. Habr. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  31. ^ Протестировал MAX от VK. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  32. ^ 1, 2 MAX для разработчиков. Max Docs. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  33. ^ MAX: общение, полезные сервисы. RuStore. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  34. ^ VK по-китайски. Что за платформа MAX от ВКонтакте с «невидимкой» и передачей огромных файлов. Trashbox. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
  35. ^ Компания VK выпустила приложение MAX — обещают сделать аналог китайского WeChat. Клуб DNS. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи акан 16-мӗшӗ.
  36. ^ Мессенджер МАХ - борьба за пользователя — Малкин про MAX на vc.ru. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.