ВикиЛикс

ВикиЛикс (вуланать /ˌwɪkɪˈliːks/ — «викили́кс», акăл. wiki тата leak — вăрлани) — вики-движокпа ĕçлекен мĕнпур тĕнчери социаллă эреш проект. Унта Медиа-Вики, Freenet, Tor тата PGP технологисемпе усă курса ята кăтартмасăрах статьясене тӳрлетме май парать.

Проектăн тĕллевĕ — «вăрланă информацирен тупнă документсене пичетлесе тишкересси». Хӳтĕленнĕ HTTPS протоколпа усă курать. Вырăс уйрăмĕ пур, анчах та унта статьясем çук, FAQ вырнаçнă тĕп пичĕ çеç.

Проект 2008 çулхи нарӑс, 18 Калифорни штачĕн (АПШ) сучĕ йышăнăвĕпе хăйĕн малтанхи wikileaks.org адресне хупнипе, Dynadot регистратора çак домен çинчи пĕтĕм DNS-çырăва кăларма хушнипе палла пулать[1].

ВикиЛикс веб-сайчĕсем

Шаблон:Викихыпар

Парнесемпе чыславсем

  • Amnesty International UK Media Awards 2009, Sam Adams Award 2010

Ӑнлантарусем

  1. ^ CNET. Court orders Wikileaks be taken offline (2008 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: юпа, 22.

Каçăсем